«Тăван чĕлхе – пĕлÿ чĕлхи» онлайн викторина иртет

И.Я. Яковлев ячĕллĕ Чăваш патшалăх педагогика университетĕнчи  чăваш тата вырăс филологийĕн  факультечĕ ака уйăхĕн 20-мĕшĕнчен пуçласа 25-мĕшĕччен чăваш чĕлхи кунне халалланă «Тăван чĕлхе – пĕлÿ чĕлхи» онлайн викторина ирттерет.

Викторинăн тĕп тĕллевĕсемпе задачисем –  вĕренекенсен тăван чĕлхепе  литература пĕлĕвне анлăлатасси; çамрăксене тăван халахăн çыруллă, сăмах вĕççĕн çÿрекен  культурипе паллаштарасси;  тăван çĕре, патшалăха хисеплес туртăма  аталантарма тата ачасен тавра курăмне ÿстерме пулăшасси; анне чĕлхи урлă вĕренекенсене наци тата этнос харпăр хăй ăнланулăхне йĕркелеме пулăшасси; ачасемпе çамрăксен чĕлхин сăмах пуянлăхне ÿстерме, ытарлăхĕпе сăнарлăх туйăмне аталантарма майсем туса парасси.

ЧР Елчĕк районĕнчи Çирĕклĕ Шăхалĕнчи вăтам шкулта вĕренекен ачасем те çак викторинăна хутшăнса хăйсен пĕлĕвне тĕрĕслерĕç,  сертификатсене электрон майпа тÿрех уçласа илме пултарчĕç.

Викторинăна хутшăнас кăмăллисен çак каçăпа кĕмелле https://onlinetestpad.com/hm325ee73rkwa

Тĕплĕнрех

Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter