Чăваш Ен Пуçлăхĕ Олег Николаев Чăваш Республикин Патшалăх Канашне янă Çыру

Чӑваш Республикин Пуҫлӑхӗ  Олег Алексеевич Николаев Чӑваш Республикин Патшалӑх Канашне 2025 ҫулта янӑ Ҫыру

 Хисеплӗ депутатсем, савăнăçлă пухăва хутшăнакансем, Чӑваш Енре пурӑнакансем!

Календарь листине 2025 çулхи кӑрлач уйӑхӗн 1-мĕш кунӗ тӗлне уҫса эпир кашниех, йăлана кĕнĕ тăрăх, ҫĕнĕ çула кӗтӗмӗр тата ӗмӗтсемпе харпăр хăй тĕллевĕсене палӑртрӑмӑр.

Ҫӗршыв масштабӗпе илсен пысӑк пӗлтерӗшлӗ ҫӗнӗлӗхсем пулса иртрӗҫ, вӗсене Раҫҫей Президенчӗн хушӑвӗсемпе килӗшӳллӗн пурнӑҫланӑ тата вӗсем пурнӑҫӑн мӗн пур сферинех йӗркеллӗн аталантарма пулӑшма тивӗҫ. Ҫӗнӗ наци проекчӗсене хута янӑ, вӗсене пӗлтӗр вӗҫленӗ проектсен никӗсӗ ҫинче тата ӗҫре тунӑ кӑтартусене, пухӑннӑ опыта, куҫ умне пулнӑ ыйтусемпе проблемӑсене шута илсе туса хатӗрленӗ. Вĕсем çĕршыва технологи тӗлӗшӗнчен мала тухма, граждансен тупăшӗсене пысӑклатма, çуратаслӑха тата пурнăç тăршшĕне ӳстерме, пурнăç пахалăхне лайӑх­латма, кашнинех хӑйӗн пултарулӑхне туллин уҫмалли майсем туса пама пулӑшмалла.

Чӑваш Ен маларах вӑйра пулнӑ наци проекчӗсене кӑтартуллӑн вӗҫлерӗ, халӗ ҫӗннисене кал-кал ӗҫлесе шанчӑклӑн пурнӑҫлама тытӑнать. 2020 ҫултан пуҫласа 2024 çулхи тапхӑрта пĕтĕм регион продукчĕ 1,8 хут ытла ӳснӗ. Республика бюджечӗн хӑйӗн тупӑшӗсем 2,1 хут ытла пысӑкланнă. Бюджета кӗрекен пӗтӗмӗшле укҫа-тенкӗ калӑпӑшӗнче вӗсен тӳпи 58,8 процентран 68 процента ҫити ӳснӗ. Урӑхла каласан, бюджетӑн кашни пӗр тенкинчен 68 пусне эпир хамӑр ӗҫлесе илнӗ. Региона экономика тӗлӗшӗнчен аталантармалли тарӑннӑн шутласа палӑртнӑ тӗп ҫул-йӗрӗн, промышленноç политикине ӑнӑҫлӑн пурнăçланин, агропромышленноç комплексне пулăшса пынин кӑтартӑвӗ ҫакӑ.

Юлашки 5 ҫулта сывлӑх сыхлавӗн 291 объектне тунӑ тата комплекслӑ майпа юсанӑ. Ҫакӑ вӑл ҫӗнӗ поликлиникӑсем, пӗтӗмӗшле практика врачӗн офисӗсем, врач амбулаторийӗсем, фельдшерпа акушер пункчӗсем тата ытти инфратытӑм. Вӗсенчен 207 объекта – «Сывлӑх сыхлавӗ» наци проекчӗ шайӗнче, 84-шне – республика бюджечӗн укҫи-тенки шучӗпе ҫӗнетнӗ.

Вӗренӳ отраслӗнче 9 шкул тунӑ, 111 шкула, 38 ача садне, 3 техникума, 94 шкул спорт залне тӗпрен юсанӑ. Аса илтерес тетӗп: шкулсене тӗпрен юсас ӗҫ, 2021 çулта йышăннă республика программине пула, пирĕн шкул ачисемпе вĕрентекенсем валли хальхи чи ҫӗнӗ стандартсем тӑрӑх пачах ҫӗнӗ вӗренӳ хутлӑхĕсем йĕркелессине тӗпе хурать. Шкул çурчĕсене тĕпрен юсанисӗр пуҫне эпир вĕсен территорийĕсене пĕтĕмпех йĕркене кĕртетпĕр, физкультура занятийӗсем, пултарулăх ӗҫӗпе ҫыхӑннӑ мероприятисем ирттерме майсем туса паратпӑр, ачасемпе ашшĕ-амăшĕн шухӑш-кăмăлне шута илсе кану вырăнĕсем йĕркелетпĕр.

Физкультурӑпа спорта аталантарма тӗрлӗ калӑпӑшлӑ тата тӗллевлӗ 98 объект тунӑ тата ҫӗнетнӗ. Ҫав шутра Чӑваш Енри чи пысӑк спорт объекчӗсенчен пӗрне – «Атӑл» стадиона. Ӗҫре тата ытти пысӑк пӗлтерӗшлӗ объектсем: Шыв спорчӗн тӗсӗсен центрӗнче строительство ӗҫӗсем пыраҫҫӗ, хӗллехи спорт тӗсӗсен центрӗн роллерлӑ йӗлтӗр трасси, хупӑ футбол манежӗ – хута ярас тапхӑрта.

Культура сфери самаях ҫӗнелчӗ. Халь ӗҫлекен 452 объектра строительствӑпа юсав тата ҫӗнӗ шайра пуянлатас ӗҫсем пырасҫӗ. Ҫав шутра «Культура» наци проекчӗ, регионӑн «Культура» программи тата пуҫаруллӑ бюджет шайӗнче 35 ҫӗнӗ культура ҫурчӗ тунӑ.

Ҫынсене социаллă пулӑшу парас тата пулӑшса пырас ӗҫре те пысăк кăтартусем тунă.

Иртнӗ ҫул пире пурне те хавхалантаракан питĕ пӗлтерӗшлӗ пулăмпа вĕçленчӗ. Ку вăл – ятарлă çар операцийĕн тӗллевӗсене пурнăçлас ӗҫри татӑклӑ улшӑну. Пирĕн аттесемпе пиччесем, аннесемпе аппасем, ывӑлсемпе хӗрсем чӑн вырăс территорийĕсене ирĕке кăларса вăрçă хирĕнче ăнăçăва йӗркеллӗн малалла аталантараççĕ. Пирӗнтен кашниех хӑйӗн ӗҫӗсемпе, ӗҫ вырӑнӗнчи тивӗҫӗсене пысӑк ӑсталӑхпа пурнӑҫласа пырса, пирӗн салтаксене мӗн кирлипе туллин тивӗҫтерсе тӑма пулӑшса Тӑван ҫӗршыва хӳтӗлессипе ҫыхӑннӑ сӑваплӑ ӗҫе хутшӑнать. Ку ӗҫе эпир ҪӖНТЕРӖВЕ кӗтсе иличченех пурнӑҫласа пырӑпӑр.

Пирӗн пин-пин ентеш Раҫҫейри мӗн пур халӑх ҫыннипе ҫума-ҫумӑн тӑрса шӑпах ҫак самантра ҫапӑҫу хирӗн тӗрлӗ лаптӑкӗнче алла хӗҫ-пӑшал тытса ҫапӑҫать. Тӑван ҫӗршыва хӳтӗлесе вӗсенчен хӑшӗ-пӗри, шел пулин те, пуҫ хунӑ та ӗнтӗ.

Вӗсене самантлӑха шӑп тӑрса хисеп тума ыйтатӑп.

Тавтапуҫ. Эпир кашнинех асра тытӑпӑр. Астӑвӑм тивӗҫлипе упрантӑр, вӗсен паттӑрлӑхӗ вара, геройсен паттӑрлӑхӗ ҫитӗнекен ӑрушӑн гражданла тивӗҫе парӑннине тата Тăван çĕршыва юратнине кӑтартакан ырӑ тӗслӗх пултӑр тесе мӗн кирлине пурне те тӑвӑпӑр.

 Эпир ятарлӑ ҫар операцине хутшӑнакансене те, вӗсен ҫемйинчи ҫынсене те пулӑшу памалли майсене туллин пурнӑҫа кӗртрӗмӗр. Контракт тунӑ вырăна пăхмасăр, Тăван çĕршыв хÿтĕлевçисен пӗтӗм категорийĕ тата вĕсен çемйинчи ҫынсем пулăшу илеççĕ.

Ҫапах та кунта, пӑтта ҫу пӑсмасть тенӗ пек, пулӑшу нихӑҫан та ытлашши пулманнине асра тытмалла. Ашшĕ е амăшĕ вăрçă хирĕнче пуç хунă ачасене уйрăмах пулӑшма тӑрӑшмалла. Пирĕн тивĕç – çакăн пек çемьесене ачасем хăйсем тĕллĕн пурӑнма тытӑничченех пур енлĕн пулăшса тӑрасси.

Раҫҫейри Ҫемье ҫулталӑкӗ шайӗнче эпир пысӑк та тухӑҫлӑ ӗҫ туса ирттернине тӗпе хурса граждансене пулӑшу памалли патшалӑх тытӑмӗнче пирӗн ҫавӑн пек тумаллине шута илме майсем пур тесе шутлатӑп.

Вӑйра тӑракан пулӑшу майӗсемпе ҫынсем вӑхӑтра тата чӑрмавсӑр усӑ курма пултарни те пысӑк пӗлтерӗшлӗ.

Ӗҫлев министерствине «Тӑван ҫӗршыв хӳтӗлевҫисем» фондпа, муни­ципалитетсемпе пӗрле ятарлӑ ҫар операцине хутшӑнакансемпе, вӗсен ҫемйинчи ҫынсемпе тӑтӑшах тӗл пулса тӑрассине тивӗҫтерме тата маларах тунӑ йышӑнусене кирлӗ улшӑнусемпе тӳрлетӳсене вӑхӑтра кӗртме е ҫӗнӗ пулӑшу майӗсем палӑртма ыйтатӑп.

Республикӑна аталантармалли плансем патне таврӑннӑ май аса илтерес тетӗп: ҫӳлерех асӑннӑ кӑтартусем – планлас ӗҫ ҫине комплекслӑ пӑхнин, хальхи ӗҫсемпе пуласлӑхри аталанӑвӑн тулли ӳкерчӗкне йӗркелемелли нумай сӑлтава шута илнин, палӑртнӑ тӗллевсене пурнӑҫлама укҫа-тенкӗ уйӑрмалли тӗрлӗ ҫӑлкуҫа пӗр харӑс ӗҫлеттерессине тивӗҫтернин пӗтӗмлетӗвӗ. Сӑмах, паллах, Чӑваш Республикин Экономикӑпа социаллӑ пурнӑҫ аталанӑвӗн 2020-2025 ҫулсенчи комплекслӑ программи пирки пырать. Ӑна эпир сирӗнпе пӗрле хатӗрлесе йышӑнтӑмӑр.

Ҫӳллӗ шайри тӗп кӑтартусен пӗр пайне ҫӗршыв Президенчӗн ҫӗршыва 2030 ҫулччен аталантармалли ҫӗнӗ тӗллевсем ҫинчен калакан указӗсене пурнӑҫланӑ май 2023 ҫул пӗтӗмлетӗвӗсем тӑрӑхах пурнӑҫланине, ҫапла пулса тухрӗ, асӑннӑ программӑна пурнӑҫа кӗртнӗ опыта шута илсе эпир Социаллӑ пурнӑҫпа экономика аталанӑвӗн 2025-2030 ҫулсенчи комплекслӑ программине ырласа йышӑнтӑмӑр.

Асӑннӑ документ стратегисен стратегийӗ шутланать, мӗншӗн тесен унта 25 отраслӗн стратегине кӗртнӗ.

Тӗрӗслӗхшӗн каласа хӑварас пулать: хальхи вӑхӑтра пур стратегие те кирлӗ пек ҫирӗплетмен-ха. Анчах вӗсен индикаторӗсем паллӑ тата вӗсемпе республикӑна аталантармалли тӗллевсене пурнӑҫлас ӗҫре усӑ курӑпӑр, урӑхла каласан, вӗсене тӗллевлӗ кӑтартусен шайӗнче ҫыхӑнуллӑн палӑртса тухнӑ та ӗнтӗ. Министерствӑсемпе ведомствӑсен тӗллевӗ – вӗсене туса ҫитерессине тата май килнӗ таран кӗске вӑхӑтра ҫирӗплетессине тивӗҫтересси.

Ҫавӑн пекех программа – республикӑра пулса иртекен чӑн ӗҫ-хӗле кӑтартакан объективлӑ даннӑйсене йӗркелемелли хатӗр. Ҫавӑнпа та Правительство цифра платформисем туса хатӗрленӗ тата ӗҫлев мелӗсене ҫирӗплетнӗ, ҫав платформӑсенче капиталлӑ строительство объекчӗсене тумалли плансене тата пӗтӗм ӗҫ-хӗл енӗпе пурнӑҫлакан мероприятисен статусне палӑртмалла.

Правительствӑн тата муниципалитетсен тӗллевӗ – платформӑра пурнӑҫланӑ пӗтӗм ӗҫе тата цифра сервисӗсенчи улшӑнусене вӑхӑтра палӑртасси. Цифра министерствин вара даннӑйсен экономикин цифра йышӑнӑвӗсене кирлӗ шайра йӗркелесе пырассине тивӗҫтермелле.

Кунсӑр пуҫне программа – мастер-плансен мастер-планӗ. Ку мӗне пӗлтерет-ха? Программӑра Шупашкар агломерацине аталантармалли мастер-плана тата Чӑваш Енри халӑх пурӑнакан 17 тӗп вырӑна аталантарасси ҫине комплекслӑ майпа пӑхмаллине шута илнӗ. Аса илтеретӗп: ҫӗршыв Президенчӗ халӑх пурӑнакан тӗп вырӑнсен икӗ пинрен кая мар йышне йӗркелеме тӗллев лартнӑ, халӑх пурӑнакан ҫав тӗп вырӑнсенче те, вӗсен ҫум территорийсенче те лайӑх шайри пурнӑҫ пахалӑхне тивӗҫтерекен ку чухнехи пурнӑҫӑн кирлӗ пек пӗтӗм стандартне чи малтан туса хумалла. Ҫӗршыв Президенчӗн хушӑвне пурнӑҫласа Раҫҫей Правительстви Шупашкар агломерацине кӗмен республикӑри муниципалитет центрӗсене пурне те халӑх пурӑнакан тӗп вырӑнсен шутне кӗртнӗ.

Комплекслӑ программӑна туса хатӗрленӗ чухне Чӑваш Ен Правительстви республикӑра пурӑнакансен ыйтӑвӗсене шута илнӗ. Ҫакӑн валли пӗтӗм муниципалитетра пурӑнакан 24 пине яхӑн ҫынна явӑҫтарса ыйтӑм, 6 стратеги тата проект сессийӗ ирттернӗ, тарӑннӑн ыйтса пӗлсе 50 ытла интервью, ҫавӑн пекех тата кашни муниципалитетра фокус-ушкӑн йӗркеленӗ. Урӑхла каласан, вӑл региона аталантармалли чи халӑх планӗ. Унӑн ӑнӑҫӑвӗ вара, паллах, пирӗнтен кашниех – ҫак залра ларакансем кӑна мар, ҫавӑн пекех республикӑра пурӑнакансем те – Комплекслӑ программӑна пурнӑҫлама хутшӑннинчен килет.

Муниципаллӑ пӗрлӗхсен планӗсене тӗплӗнрех тишкерме кашни муниципалитетра Правительство кунне ирттерме тытӑнтӑмӑр. Унта чи малтанах, паллах ӗнтӗ, республика шайӗнче пайӑр муниципаллӑ пӗрлӗх тӗлӗшпе ҫирӗплетнӗ плансене сӳтсе яватпӑр, ҫынсене хумхантаракан ыйтусене палӑртса хуратпӑр. Ҫакӑн пек сӳтсе явнин пӗтӗмлетӗвӗсем тӑрӑх муниципаллӑ пӗрлӗхсен управлени командисем территори аталанӑвне комплекслӑн курма май паракан хатӗр материал илеҫҫӗ.

Ҫулталӑк вӗҫӗ тӗлне ӑна тӗпе хурса кашни муниципалитет хӑйӗн комплекслӑ аталану планне туса хатӗрлени тӗрӗс пулӗ тесе шутлатӑп. Тӗрӗссипе вӑл пайӑр муниципаллӑ пӗрлӗхӗн мастер-планӗ пулать те. Ҫавнашкал муниципаллӑ программӑсене йышӑннин пӗтӗмлетӗвӗсем тӑрӑх эпӗ маларах асӑннӑ отрасль стратегийӗсенче шута илмелли хушма резервсем тупса палӑртасси пирки иккӗленместӗп.

Урăхла каласан, программа вӑл – чĕрĕ документ. Ҫӳлерех асӑнса хӑварнӑ пекех, тӗрлӗ сферӑри пӗр-пӗринпе килӗшӳллӗ тунӑ ӗҫ-хӗле хастарлӑн йӗркелесе пымалли хатӗр. Программӑна ӑнӑҫлӑ пурнӑҫлама хам енчен эпӗ тытӑмлӑ темиҫе йӗркелӳ мероприятине туса ирттерме сӗнетӗп.

Пӗрремӗшӗнчен, Экономика аслӑ канашне асӑннӑ программӑна пурнӑҫа кӗртессине йӗркелесе пыракан ӗҫ органӗн площадки тата анлӑ Правительствӑн ӗҫӗ-хӗлне тивӗҫтерме пулӑшакан хатӗр шайӗнче ҫӗнӗрен ӗҫлеттерсе ямалла.

Комплекслӑ программӑри даннӑйсен тӗрӗслӗхне ӑна вӑтам тата кӗске вӑхӑтлӑха планламалли тата васкавлӑ йышӑнусем тумалли тӗп тата никӗс хывакан документ вырӑнне хурса тивӗҫтерессине нормативлӑ майпа йӗркелемелле. Тӗслӗхрен, капиталлӑ строительство объекчӗ ӑна Комплекслӑ программӑра кӑтартман пулсан, республикӑн адреслӑ инвестици программине кӗме пултараймасть. Ҫакӑн пек йышӑнусем чылай пулма пултараҫҫӗ.

Кӑҫалхи пуш уйӑхӗн 1-мӗшӗччен республикӑри ӗҫ тӑвакан органсен ӗҫ-хӗлӗпе полномочийӗсене тепӗр хут тишкерсе тухмалла (эпир ку ӗҫе тунӑччӗ) тата кирлӗ пулсан тӳрлетӳсем кӗртмелле. Компетенцисен центрӗсене йӗркелессине, вӗсен ӗҫ-хӗлне аталантарассине тата сервис пахалӑхне шалти тата тулашри усӑ куракансемшӗн ӳстерсе пырассине малалла тӑсни пӗлтерӗшлӗ.

Чӑваш Ен Пуҫлӑхӗн маларахри указӗпе муниципалитетсен ҫӗр ресурсӗсене 2024 ҫул вӗҫлениччен инвентаризацилеме хушнӑччӗ. Тӗллев – ҫӗрӗн кашни соткин статусӗпе харпӑрлӑхне палӑртса хурасси тата тӗрлӗ тӗллевсемпе: инвестици, ял хуçалăх, строительство ӗҫӗ валли, çав шутра муниципаллă çурт-йĕр фондне йĕркелеме – усӑ курмалли даннӑйсен йышне йӗркелесси. Эпир Шупашкар муниципаллӑ округӗнче Росреестрпа пӗрле пӗлтӗрех пурнӑҫлама тытӑннӑ пилот проекчӗ ҫакна кӑтартать: ҫавӑн пек анлӑ ӗҫ туса ирттернӗ чухне те пысӑк резервсем пур. Экономика аталанӑвӗн министерствине, Строительство министерствине муниципаллӑ пӗрлӗхсен пуҫлӑхӗсемпе пӗрле ҫак ӗҫе ҫулталӑк вӗҫлениччен малалла тӑсма хушатӑп.

Программӑна пурнӑҫлас ӗҫри ҫитӗнӳ ӑна пурнӑҫлама республикӑра пу­рӑнакан кашни ҫынах хутшӑннинчен килет. Ҫитменнине тата хӑй ӑҫта пурӑн­нине тата мӗн ӗҫленине пӑхмасӑр. Кунта кӑмӑла палӑртни, пуҫару туса хатӗрлени, хӑв хутшӑнас тени кирлӗ. Гражданла общество институчӗсен кал-кал аталанӑвне тата Чӑваш Енре пурӑнакансен хастарлӑхне шута илсе халӑха тата общество организацийӗсене программӑна пурнӑҫлама май килнӗ таран ытларах явӑҫтарни пӗлтерӗшлӗ тесе шутлатӑп.

Пӗтӗмӗшле илсен, республикӑри общество организацийӗсен хастар­лӑхӗ ҫултан-ҫул ӳссе пырать. Вӗсем пурнӑҫлакан проектсене ҫынсем хапӑл туса йышӑнаҫҫӗ. Чӑваш Республикин Правительстви вӗсен ӗҫ-хӗлне пулӑшу парассине ӳстерсе пырать, ҫав шутра грантсен шучӗпе те.

Социаллӑ инновацисене аталантарнӑ шайра 4 ҫулта социаллӑ тӗллевлӗ коммерциллӗ мар организацисен 170 проектне пулӑшнӑ. Ҫавна пула ҫынсене кирлӗ тата усӑллӑ сервиссем йӗркеленеҫҫӗ. Тӗслӗхрен, виҫӗм ҫулхи тата пӗлтӗрхи ӗҫ пӗтӗмлетӗвӗсем тӑрӑх «Гринев картти» проекта пурнӑҫланӑ шайра ҫемьеллӗ пурнӑҫра малтанхи утӑмсем тӑвакан ҫамрӑк мӑшӑрсем валли ҫемье пурнӑҫӗпе паллашма май туса патӑмӑр. Пӗлтӗр те интереслӗ проектсем пулчӗҫ. Вӗсенчен ял ҫӗрӗнче хӗрарӑмсен предпринимательлӗхне аталантарас тӗллевлӗ «Ял управҫи» проекта тата ҫемье пултарулӑхне, наци халӑхӗн хӑйне евӗрлӗхне сарма тата сыхласа упрама пулӑшакан «Пӗрле туслӑ ҫемье» проекта асӑнма пулать.

Халӑха кирлӗ пулнине кӑтартса панӑ тата тухӑҫлӑ проектсене пурнӑҫлассине малалла тӑсмалла ҫеҫ мар, ӗҫ тӑвакан органсен вӗсемпе, паллах, проект пуҫаруҫисене те хутшӑнтарса, хӑйсен положенисенче ҫирӗплетсе хӑварнӑ ӗҫ-хӗлне пурнӑҫлама пулӑшакан яланах ал айӗнче пулмалли хатӗрсем пек усӑ курмалла тесе шутлатӑп.

Политика партийӗсене, Чӑваш Ен Патшалӑх Канашӗнче пуррисене те, республика территорийӗнче ӗҫлекен ытти партие те, уйрӑммӑн чӗнсе калас тетӗп. Шел пулин те, вӗсенчен чылайӑшӗ суйлав умӗн ҫеҫ хастарлӑхне кӑтартма тытӑнать. Ҫитменнине тата хӑйсене кӑтартассине мала хунине пула вӗсем ҫынсен интересӗсене питех шута илмеҫҫӗ. Яланхи йӗркепе урӑхла майпа та ӗҫлеме пулать – ҫивӗч ыйтӑва палӑртса, ӑна татса памалли майсене туса ҫитерсе тата ҫав ӗҫе ертсе пынӑ май ҫынсем валли кирлӗ ӗҫсем туса тата ҫапла майпа каярах суйлавҫӑсем пулакан ҫав ентешсен умӗнче ҫирӗп авторитет ҫӗнсе илсе. Эпир ҫакӑн пек килӗштерсе ӗҫлеме хатӗр, анлӑ Правительство форматне шӑпах ҫакӑн валли йӗркеленӗ. Сӗнӳсем, пуҫарусем кӗтетпӗр, кирлӗ, пӗлтерӗшлӗ ӗҫсене хамӑр хутшӑнассине те, вӗсене пурнӑҫлама хатӗррине те палӑртса калатпӑр.

Пуҫаруллӑ бюджетировани кирлӗлӗхӗн тӗслӗхӗ пирки. Вӑл ҫынсен хастарлӑхне, чи кирли, вӗсем хӑйсем пурӑнакан вырӑнсенчи пурнӑҫа лайӑхлатас шухӑшлӑ пулнине кӑтартать. Юлашки 5 ҫулта граждансен пуҫарӑвӗсем ҫинче никӗсленекен 5218 проекта пурнӑҫланӑ, вӗсен пӗтӗмӗшле хакӗ 5 миллиард та 800 миллион тенкӗпе танлашнӑ. Ҫав шутра пӗлтӗр кӑна 1477 проекта 2 миллиард та 200 миллион ытла тенкӗлӗх пурнӑҫланӑ. Кӑҫал валли конкурс урлӑ пӗтӗмӗшле хакӗ 3 миллиард та 300 миллион тенкӗлӗх 1555 проект иртнӗ. Ҫакӑ эпир конкурса хутшӑнма патшалӑх пулӑшӑвӗсен порталӗ урлӑ сасӑламалла тунине, ҫавӑн пекех документсене «Чӑваш Ен-онлайн» информаци системипе усӑ курса памалла тунине пӑхмасӑр пулса иртет. Урӑхла каласан, ҫынсем хӑйсем пурӑнакан вырӑнти пурнӑҫа лайӑх еннелле улӑштаракан чӑн-чӑн ӗҫсене, конкретлӑ результатсене курасшӑн.

Темиҫе ҫул каялла проектсем сахал пулнӑ, ҫавӑнпа та ҫак юхӑмӑн лидерӗсем те сахаллӑн пулнӑ. Тӗслӗхрен, Шупашкар округӗ халӑх сӗннӗ пуҫарусене яланах ыттисенчен чылай нумайрах пурнӑҫлать. Халӗ ял ҫӗрӗнчи округсенчен чылайӑшӗ проектсене пурнӑҫлама май паракан мӗн пур лимитпа хастарлӑн усӑ курать. Ҫав вӑхӑтрах ку тӗлӗшпе хуласем сӳрӗкрех ӗҫлеҫҫӗ. Асӑннӑ майпа татса пама пултармалли ҫивӗч ыйтусем те, ҫавнашкал ӗҫ-хӗле йӗркелемелли майсем те, ҫав шутра территорири общество хӑй тытӑмлӑхне туса хурса, сахалах мар пулсан та.

2022 ҫултанпа республикӑра территорири общество хӑй тытӑмлӑхӗ хастарлӑн аталанать, унӑн ӗҫне юридици сӑпачĕ мелӗпе пур­нӑҫлакансен шучӗ ҫӗре яхӑн. Общество пурнӑҫне хутшӑнмалли, хӑй­сен территорийӗнче пурӑнакансене вырӑнти ыйтусене татса памашкӑн пӗрлештермелли ҫак мел халӑх ырлӑхӗшӗн тӑвакан йышӑнусене ҫынсене хӑйсене туса хатӗрлеме тата ҫирӗплетме майсем туса парать. Ҫапах та кунта чи кирли – укҫа-тенкӗпе тивӗҫтермелли тӗрлӗ ҫӑлкуҫа, ҫав шутра федераци гранчӗсене те явӑҫтарма пултарни. Пирӗнпе кӳршӗллӗ Ульяновск облаҫӗнче ҫав тӗллевсем валли ҫӗр-ҫӗр миллион тенкӗ явӑҫтараҫҫӗ.

Ҫавна май, Чӑваш Республикин Пуҫлӑхӗн Администрацине Об­щество палатипе тата Муниципаллӑ пӗрлӗхсен канашӗпе пӗрле ТОСсене пулӑшса пыракан ресурс центрне тата республикӑри территорири общество хӑй тытӑмлӑхӗсен ассоциацине туса хума хушатӑп.

Муниципаллӑ округсен администрацийӗсене ТОСсен ӗҫ-хӗлне йӗр­келӳ тата техника тӗлӗшӗнчен тивӗҫтерсе тӑмалла тата вӗсен пуҫарӑвӗсене пурнӑҫлама пулӑшмалла.

Строительство министерствине хула округӗсен админис­тра­цийӗсемпе пӗрле, депутатсене те явӑҫтарса, пуҫаруллӑ бюдже­ти­ровани проекчӗсене хула округӗсенче пурнӑҫламалли майсене пӗрле тӗплӗн тишкерсе тухма ыйтатӑп. Пӗтӗмлетӳсем тӑрӑх кирлӗ пек йышӑнусем сӗнмелле.

Вырӑнта пурӑнакан ҫынсемпе хутшӑннине тӗпе хурса хам енчен ТОСсен пуҫаруллӑ проекчӗсене муниципаллӑ пӗрлӗх валли палӑртса хунӑ лимитсенчен ирттерсе, палӑртнӑ лимитӑн укҫи-тенкин пӗтӗ­мӗшле калӑпӑшӗн 10 проценчӗ чухлӗ виҫепе пулӑшма сӗнетӗп. Ҫапла тума ҫынсем вырӑна тухса ирттернӗ юлашки тӗлпулусен вӑхӑтӗнче ыйтрӗҫ.

Комплекслӑ программӑра виҫӗ пин ытла проекта пурнӑҫлама палӑртнӑ, вӗсенчен 2400 яхӑнӑшӗ – инфратытӑм, 600-тен ытларахӑшӗ – инвестици проекчӗсем. Пысӑк компанисен проекчӗсене шута илнӗ. Правительствӑпа муниципалитетсен тата предприятисен ӗҫӗсене пӗр-пӗринпе ҫыхӑнуллӑ туни те пысӑк пӗлтерӗшлӗ. Кӑҫал республикӑн адреслӑ инвестици программи шайӗнче кӑна 170 ытла инвестици проекчӗ пурнӑҫланать. Чи пысӑккисенчен темиҫӗшне асӑнса хӑваратӑп.

Коммуналлӑ инфратытӑмра ҫакӑ Атӑл леш енчи территорири, Шупашкар хулинчи, Патӑрьелти тата Ҫӗрпӳ хулинчи тасатакан сооруженисем, хула евӗр Кӳкеҫ поселокӗнчи канализаци коллекторӗ, Куславкка тата Сӗнтӗрвӑрри хулисенчи причал хӳмисем.

Сывлӑх сыхлавӗнче – Шӑхасанта тата Муркашра поликлиникӑсем тӑвас ӗҫе вӗҫлесси. Республикӑн клиника больницине тума пуҫласси. Маларах каланӑ пекех, тата ытти нумай проект.

Шел пулин те, объектсене палӑртнӑ вӑхӑтра туса пӗтерме тата хута яма яланах май килмест. Ҫакӑн сӑлтавӗсем тӗрлӗрен, хӑш-пӗр чухне вӗсем чӑнах та витӗмлӗ тата объективлӑ. Пирӗн ҫирӗплетнӗ плансене кирлӗ пахалӑхпа тата вӑхӑтра пурнӑҫа кӗртессине тивӗҫтермелле. Сроксене тата плансене пӑсса айӑпа кӗнисене эпир унччен те явап тыттарнӑ, малалла вара тата та хытӑрах ыйтӑпӑр.

Ҫапла тума, сӑмахран, соцсетьпе усӑ куракан Алексей хӑйӗн ҫырӑвӗнче ыйтать: «Наци проекчӗсем валли уйӑракан бюджет укҫи-тенкине туллин ӗҫе кӗртеймен муниципаллӑ округсен пуҫлӑхӗсене хӑйсен тивӗҫӗсене ячӗшӗн пурнӑҫланӑшӑн явап тыттармалла». Цитата вӗҫӗ.

Ҫакна вырӑнлӑ сӗнӳ тата тӗрӗс асӑрхаттару тесе шутлатӑп.

Коррупцие хирӗҫ кӗрешмелли, туянусен ӗҫне йӗркелемелли, цифра сервисӗсемпе усӑ курса пурнӑҫланакан проектсене мӗнле пурнӑҫланине, каярахпа искусствӑлла интеллекта та явӑҫтарса, тӗрӗслесе тӑмалли ӑсталӑха тивӗҫлӗн ӳстерсе пырӑпӑр. Пирӗн тӗллев – республикӑра пурӑнакансене кӗтекен ырлӑхсемпе вӑхӑтра тивӗҫтересси.

Строительство вӑхӑтӗнче (уйрӑмах вӗсем бюджет объекчӗсем тунӑ чухне йышлӑ тӗл пулаҫҫӗ) сиксе тухакан йӗркелӳ тата администраци ӗҫӗн ҫивӗч ыйтӑвӗсене татса пама Чӑваш Ен Правительстви социаллӑ пурнӑҫпа инженери инфратытӑмӗн объекчӗсене инвестици хывас тата туса лартас ӗҫсен ярӑмне лайӑхлатас енӗпе ӗҫлеме пуҫланӑ ӗнтӗ. Пирӗн тӗллев – объект тӑвас шухӑшран пуҫласа ӑна хута яричченхи тӗллевлӗ кӑтартӑва 2030 ҫул тӗлне пин куна ҫитересси, кӑткӑс мар объектсем тӗлӗшпе тумалли мӗн пур ӗҫе шута илсе.

Иртнӗ ҫула Раҫҫей Президенчӗ Ҫемье ҫулталӑкӗ тесе пӗлтернӗччӗ. Эпир ҫемьесене пулӑшу памалли тата вӗсене пулӑшса пымалли мелсен пӗтӗм комплексне ахальтен кӑна тишкерсе тухмарӑмӑр, ҫавӑн пекех ҫӗнӗ пулӑшу мелӗсене ӗҫе кӗртесси е халь усӑ кураканнисене вӑйлатасси ҫинчен калакан йышӑнусем турӑмӑр. Ҫапла виҫҫӗмӗш ачашӑн паракан регионти амӑшӗн капиталне 200 пин тенкӗ таран ӳстернӗ, пилӗк е ытларах ачаллӑ ҫемьесене, тӑлӑх ачасене пурӑнмалли ҫурт-йӗр уйӑрса памалли черет, унччен чылай ҫул пухӑнса пынӑскер, палӑрмаллах чакать.

Нумай ачаллă çемьесем валли ҫĕр лаптăкĕ вырӑнне пĕр хутчен паракан укҫа-тенкӗ тӳлевӗ илмелли май йӗркеленчӗ, 250 пин тенкĕ виҫепе танлашакан сертификата 801 çемье илнĕ. Шупашкар, Ҫӗмӗрле, Канаш хулисенче тата Вӑрмар поселокӗнче ӗҫлекен нумай функциллӗ ҫемье центрӗсем хӑйсен кирлӗлӗхне ӗненмелле ҫирӗплетсе пачӗҫ. Вӗсем ҫынсене усӑ кӳнине 20 пин ытла ҫемье ырласа палӑртнӑ.

Чӑваш Ен Цифра министерствине Ӗҫлев министерствипе пӗрле «Ҫемье навигаторӗ» брендпа тӑвакан пӗрлехи информаци площадкине кӑҫалах туса пӗтерме сӗнетӗп.

Ӗҫлев министерствин муниципалитетсемпе пӗрле, кирлӗ пулни палӑракан муниципаллӑ пӗрлӗхсенче, 2030 ҫулччен нумай функциллӗ ҫемье центрӗсем тумалла. Муниципалитетсен ҫакӑн валли Ӗҫлев министерствипе калаҫса килӗшнӗ сроксенче требованисене тивӗҫтерекен пӳлӗмсем хатӗрлесе ҫитермелле.

2025 ҫултан тытӑнса Чӑваш Енре ачаллӑ ҫемьесене пулӑшу памалли пӗтӗм тӗп меле пӗрлештерекен «Ҫемье» наци проекчӗ хута каять.

Ҫураласлӑх шайне ӳстересси – пӗтӗм халӑхӑн тӗп тӗллевӗ тата программа тухӑҫлӑхӗн шута илмелли тӗп кӑтартӑвӗ. 2023 ҫулта эпир регионӑн ҫураласлӑха ӳстермелли тата ачаллӑ ҫемьесене пулӑшмалли программине йышӑнса хӑвартӑмӑр. Ку енӗпе тумалли ӗҫе хӑйсен кирлӗлӗхне кӑтартса панӑ пулӑшу мелӗсене аталантарса та, ҫӗнӗ пулӑшу мелӗсене йышӑнса та малалла тӑсмалла тесе шутлатӑп.

Сӑмахран, ҫитес виҫӗ ҫулта тата 9 хӗрарӑм консультацийӗ йӗркелемелле. Республикӑри перинаталь центрне тата Шупашкарти хулари 1-мӗш клиника больницине ҫӗнетмелле. Тин ҫуралнӑ ачасем валли куллен кирлӗ япаласене проката тӳлевсӗр паракан пунктсем уҫмалла тата 3 ҫула ҫитичченхи ӳсӗмри ачасене кӗске вӑхӑтлӑха пӑхса усрамалли тата пӑхса тӑмалли ушкӑнсем туса хумалла. Студентсен ҫемйисем, ашшӗ-амӑшӗнчен иккӗшӗ те наука ӗҫченӗсем шутланакан ҫемьесем валли хушма пулӑшу майӗсем туса хатӗрлемелле.

Эпир юлашки ҫулсенче тунӑ пекех, регионти социаллӑ пӗлтерӗшлӗ пӗтӗм тӳлеве 2024 ҫулхи инфляцин чӑн коэффициенчӗ шайӗнче индексацилемелле.

Чӑваш Республикинче 2024 ҫула экологи культурине тата ҫут ҫанталӑкпа перекетлӗ усӑ курассине халалланӑччӗ. Пурӑнмалли терри­торин илӗртӳллӗ пайӗсем яланах таса сывлӑш, шыв шутланнӑ та, шутланаҫҫӗ те. Чӑваш Ен – ҫавӑн пек пуянлӑхлӑ Раҫҫей регионӗсенчен пӗри. Пирӗн тӗллев – регионти ҫавӑн пек тытӑма тата пурнӑҫ йӗркине ӗмӗрлӗхех сыхланса упранмалла тӑвасси. Ҫавӑнпа та эпир республикӑна ҫирӗппӗн аталантармалли стратеги шайӗнче экологи политикине тытса пымалли ҫӗнӗ майсене тата ESG-йӗркине туса хатӗрлерӗмӗр. Вӗсемпе килӗшӳллӗн инвестици проекчӗсене пурнӑҫа кӗртме усӑ куракан технологисем тӗлӗшпе пӗрешкел требованисем палӑртрӑмӑр. Сӑмахран, халӑха ӗҫмелли таса шывпа тивӗҫтермелли тата шыва юхтарса кӑлармалли стратегисене тасатакан центрсем тумаллине тӗпе хурса туса хатӗрленӗ. Ҫакӑ вӑл эпир лайӑх пӗлекен тасатакан сооруженисем. Тасатакан ҫавӑн пек 11 центр тума палӑртнӑ, пӗр вӑхӑтрах вӗсем халӑхран та каяш шывсене йышӑнма пултараҫҫӗ. Асӑннӑ пулӑшупа ятарлӑ сайт урлӑ саккас туса усӑ курма пулать, малашне ҫакна мобильлӗ приложени урлӑ тума май пулӗ.

Кӑҫалхи плансем ҫинчен эпӗ маларах каларӑм ӗнтӗ, асӑннӑ стратеги валли кӗтекен укҫа-тенкӗ калӑпӑшӗ 10 миллиарда яхӑн пулмалла, ҫав шутра республика федерацин «Коммуналлӑ инфратытӑма ҫӗнетесси» программине хутшӑнни шучӗпе те. Эпир халӑх пурӑнакан вырӑнсене шывпа тивӗҫтермелли тата шыва юхтарса кӑлармалли тытӑмсене ҫӗнетме палӑртатпӑр, ҫакӑ, пӗр енчен, ҫынсен пурнӑҫ пахалӑхне лайӑхлатать, тепӗр енчен бизнеса тытса пыма май йӗркелет.

Асӑннӑ сферӑри пӗлтерӗшлӗ тепӗр тӗллев – коммуналлӑ хытӑ каяшсене тыткаласси.

«Раҫҫейри экологи операторӗпе» пӗрле эпир каяшсене тыткаламалли территори схемине ҫӗнетес ӗҫе туса ирттертӗмӗр. Унпа килӗшӳллӗн халӗ Канаш округӗнче ҫӳп-ҫап сортламалли комплекс тӑватпӑр, кӑҫалах тата иккӗшне – Патӑрьел тата Муркаш округӗсенче – тума тытӑнатпӑр. Ҫак мерӑсем коммуналлӑ хытӑ каяшсен ҫӗр проценчӗпех сортировка тӑвассине тата чавса чикекен каяшсен шутне чакарассине тивӗҫтерме пулӑшаҫҫӗ.

Чӑваш Ен Ҫут ҫанталӑк министерствин хальхи ӗҫ хӑвӑртлӑхӗсене чакармалла мар тата чавса чикекен каяшсене сахаллатас тӗлӗшпе хушма ӗҫсем туса ирттерессине тивӗҫтермелле.

Промышленноҫ каяшӗсемпе строительство секторӗн каяшӗсем тӗлӗшпе те тимлӗ пулмалла тата вӗсене кирлӗ пек тӗрӗслесе тӑмалла. Каяшсене тыткалас ӗҫ-хӗле хутшӑнакансем хӑйсен обязательствисене пурте пурнӑҫланине асӑрхаса тӑракан информаци системине ӗҫе кӗртмелле.

Вӑрмансене ҫӗнетсе пырас тата сыхласа хӑварас енӗпе пысӑк кӑтартусем тунӑ. Ҫакна вӑрмана сыхласа упрама пулӑшакан ӗҫсем йӗркелесе ирттернипе тума май килнӗ. Ҫавӑн пекех лартмалли материала пӑхса ҫитӗнтермелли инфратытӑма аталантарас, вӑрмансене пушартан сыхламалли пурлӑхпа техника никӗсне ҫирӗплетес енӗпе йышӑннӑ мерӑсем, ҫав шутра цифра мелӗпе тунӑ юлашки йышӑнусем те, хӑйсен ырӑ витӗмне кӳчӗҫ. Ҫапла майпа республикӑра темиҫе ҫул хушши ӗнтӗ усӑ курма пӑрахнӑ вӑрмансене ҫӗнетмелли плансем палӑртнинчен иртсе пурнӑҫланаҫҫӗ тата пысӑк пушарсем пулмаҫҫӗ.

Вӑрманпа тӗрӗс усӑ курма вӗренмелле. Паян тӗрлӗ тӗллевпе усӑ куракан йывӑҫран тунӑ продукци лайӑх сутӑнать.

Чӑваш Ен Ҫут ҫанталӑк министерствин тата Экономика аталанӑвӗн министерствин йывӑҫа тарӑннӑн тирпейлемелли производство туса хурас енӗпе тивӗҫлӗ инвестици сӗнӗвне туса хатӗрлемелле тата ӑна кӗске вӑхӑтра пурнӑҫлассине тивӗҫтермелле тесе шутлатӑп.

Экологи культурин ҫулталӑкӗн «Чӑваш Ен ҫӑлкуҫӗсем» проекчӗ, ман шутпа, отрасльре те, общество хӑй ӑнланулӑхӗнче те тарӑн йӗр хӑварнӑ пӗлтерӗшлӗ проект пулса тӑчӗ. Вырӑс географи обществин пуҫарӑвӗпе пурнӑҫа кӗнӗскер, пире пурсӑмӑра та пӗрлештерчӗ. Ӑна пула Чӑваш Енри пин ытла ҫӑлкуҫран 520-ӗшне эпир пӗлтӗр йӗркеленӗ реестра кӗртнӗ. 150 ҫӑлкуҫ ҫинчен пӗлтерекен сведенисене цифрӑланӑ тата Чӑваш Ен ҫӑлкуҫӗсен цифра карттине туса хатӗрленӗ. Унпа паян 2ГИС платформӑпа усӑ куракансем пӗр чӑрмавсӑр паллашма пултараҫҫӗ. 20 ҫӑлкуҫа тирпей-илем кӗртсе хӑтлӑлатнӑ тата вӗсем вырӑнти ҫынсене те, регион хӑнисене ҫитсе курма илӗртекен вырӑн шутланаҫҫӗ.

Чӑваш Ен Ҫутҫанталӑк министерствине муниципаллӑ пӗрлӗхсен администрацийӗсемпе пӗрле ҫак ӗҫе малалла тӑсма ыйтатӑп. Ҫитменнине тата унӑн результачӗсем экологи туризмне аталантармалли лайӑх никӗс пулса тӑраҫҫӗ.

Туризм темине малалла тӑснӑ май ҫакна палӑртмалла: вӑл экономикӑн ӳссе пыракан, хӑйӗнпе ҫыхӑннӑ сервис тата пулӑшу ӗҫӗсене хавхалантармалли майсем йӗркелекен пайӗ. Региона килекен туристсен шучӗ туризм продукчӗн пӗтӗм тӗсӗ енӗпех ҫулсерен ӳссе пырать. Атӑл юхан шыв тӑрӑх ҫул ҫӳремелли туризм кирлӗлӗхӗ савӑнтарать. Ҫитменнине пирӗн патӑмӑрта туризм лайнерӗсем кӑна мар, уйрӑм ҫынсен пӗчӗк виҫеллӗ карапӗсем те ытларах та ытларах чарӑнаҫҫӗ.

 Ҫавна май тӗрлӗ тӗллевлӗ тата масштаблӑ инфратытӑм туса хума кирли сисӗнет. Атӑл хӗрринче вырнаҫнӑ хуласенче причал инфратытӑмне аталантармалли пирӗн плансене Комплекслӑ программӑра ҫирӗплетсе хӑварнӑ. Вӗсене кӑҫалах пурнӑҫлама тытӑнатпӑр, сӑмахран, Куславккапа Сӗнтӗрвӑрри хулисенче причал хӳмисене тума пуҫлатпӑр. Паллах ӗнтӗ, вӗсене туни ку чухнехи юхан шыв инфратытӑмне йӗркеленипе пӗрлех ҫак хуласен ҫыранлӑхне хӑтлӑх кӗртесси ҫине те ырӑ витӗм кӳрет. Ку вара, хӑй йӗркипе, ҫак хуласен илӗртӳлӗхне туристсемшӗн, кунта пурӑнакансемшӗн, унта килсе вырнаҫас текенсемшӗн, тата, паллах, инвесторсемшӗн палӑрмаллах ӳстерет.

Эпир федерацин туризма аталантармалли программисене юхан шыв инфратытӑмне тӑвас енӗпе кӑна мар, ҫавӑн пекех ушкӑнпа вырнаҫтармалли тӗрлӗ категориллӗ вырӑнсем тӑвас, ҫав шутра ҫынсене вырнаҫтармалли модульлӗ вырӑнсем тӑвас тӗлӗшпе те хастар хутшӑнтӑмӑр. Хальхи вӑхӑтра Атӑл леш енче, Шупашкар, Красноармейски, Куславкка, Канаш тата Улатӑр муниципаллӑ округӗсенче 6 глэмпингра 111 номер йӗркеленнӗ те ӗнтӗ.

Инфратытӑма малалла аталантарасси регион ку е ытти наци туризмӗн маршрутне хутшӑннинчен килет. 2023 ҫулта Тутарстан тата Мари Эл республикисенчи ӗҫтешсемпе пӗрле «Аслӑ Атӑл ҫулӗ» наци туризмӗн маршрутне хӳтӗлеме пултартӑмӑр. Республикӑн ҫӗнӗ туризм маршручӗсене хутшӑнмалли вӑй-хӑват, паллах, тата та пур.

Чӑваш Ен Экономика аталанӑвӗн министерствине туризм рынокне хутшӑнакансемпе тата муниципалитетсен администрацийӗсемпе пӗрле наци туризмӗн маршручӗсене туса хатӗрлессине тивӗҫтерме ыйтатӑп. Ҫакӑ пире туризм инфратытӑмне аталантарма май парать. Эпир халӑх пурӑнакан пайӑр вырӑнсенче тӑвакан объектсемпе сервиссем те, хӑй йӗркипе, асӑннӑ территорисенчи пурнӑҫ пахалӑхне ырӑ витӗм кӳреҫҫӗ.

Регион илӗртӳлӗхне ӳстермелли, ҫав шутра туризма аталантармалли пысӑк вӑй-хӑват пирӗн экономикӑн чӑн секторӗнче пур: промышленноҫра, агропромышленноҫ комплексӗнче. Хальхи вӑхӑтра потребительсене кирлӗ тата шанчӑклӑ шутланакан брендсем, вӗсемпе технологи тата продукт шайӗнче пӗлсе усӑ курсан корпорацисене хӑйсене те, республикӑна та пысӑк усӑ кӳме пултараҫҫӗ. 2023 ҫулта Федераци Канашӗнче Республика кунӗсене, ВДНХри «Раҫҫей» выставкине тата ыт.те ирттерме туса хатӗрленӗ кӑтарту материалӗсем ку тӗлӗшпе лайӑх тӗслӗх пулса тӑраҫҫӗ. Ҫакӑ вӑл креативлӑ индустри специалисчӗсем ӗҫ тӑвакан органсемпе тата предприятисемпе пӗрле туса хатӗрленӗ видеороликсем, кӗске метражлӑ информациллӗ фильмсем, буклетсем, мастер-классем.

Правительствӑна тата бренд хуҫисен ертӳлӗхне республикӑн креа­тивлӑ индустрийӗпе пӗрле ҫак ӗҫе малалла тӑсма ыйтатӑп.

Кӑҫал Чӑваш автономийӗ йӗркеленнӗренпе 105 ҫул ҫитнине паллӑ тӑвас умӗн республикӑн йӑли-йӗркине, малта пыракан компетенцийӗсене тата пӗтӗм ҫитӗнӗвӗсене, пулӑмсене сӑнлакан тӗрлӗ сувенир продукцине туса хатӗрлемелле.

Промышленноҫ аталанӑвӗн темине малалла тӑснӑ май, Чӑваш Ен пӗлтерӗшлӗ отрасльсенче тата ҫул-йӗрте малта пыракан позицисене сыхласа хӑварнине палӑртмалла. Ку вӑл – электротехника, машинӑсем тӑвас ӗҫ, хими отраслӗ, станоксем тӑвас ӗҫ. Анчах та паян Раҫҫей Президенчӗ лартнӑ технологи тӗлӗшӗнчен мала тухассине тивӗҫтермелли тӗллеве пурнӑҫлама ҫӗнӗ технологи йӗрки ҫине куҫни пӗлтерӗшлӗ. Ку енӗпе ҫирӗппӗн малалла кайма шанчӑклӑ никӗс йӗркеленӗ. Чӑваш Ен Пуҫлӑхӗн указӗпе Наукӑпа техника канашне туса хунӑ, вӑл Правительствӑн, промышленноҫ предприятийӗсен, аслӑ вӗрентӳ заведенийӗсен тата наука организацийӗсен ӗҫне прикладной наука енӗпе йӗркелесе пырӗ. Наука тӗпчевӗсене тата сӑнавпа конструктор ӗҫӗсене пурнӑҫлама пулӑшса пыракан витӗмлӗ инфратытӑм пур. Чӑваш патшалӑх университечӗпе аграри университечӗ «Приоритет-2030» программӑна хутшӑнаҫҫӗ.

Чӑваш Республикин Министрсен Кабинечӗ умне республикӑна наукӑпа технологи тӗлӗшӗнчен аталантармалли программӑна тата ӑна пурнӑҫламалли мероприятисен планне туса хатӗрлеме тӗллев лартатӑп.

2022-2024 ҫулсенче республикӑри промышленноҫ предприятийӗсем патшалӑх пулӑшӑвӗн шучӗпе 19,6 миллиард тенкӗ илнӗ, ҫав шутра пӗлтӗрхи пулӑшу шайӗ – 7 миллиард та 157 миллион тенкӗ. Танлаштарма: 2020 ҫулта ку цифра 350 миллион тенкӗ чухлӗ пулнӑ. Ҫак ҫулсенче 7 ҫӗнӗ промышленноҫ кластерӗ, уйрӑм ҫын тытса тӑракан виҫӗ технопарк, Ҫӗнӗ Шупашкарта промышленноҫ тӗллевӗпе ӗҫлекен ятарлӑ экономика зонине туса хунӑ, икӗ ятарлӑ инвестици контракчӗ (СПИК 2.0) пурнӑҫланать. Антрахинон меслечӗпе водород перекиҫӗ туса кӑларас ӗҫ проектпа пӑхнӑ хӑвата ҫитрӗ тата Раҫҫее кирлин 95 процентне, Никама Пӑхӑнман Патшалӑхсен Пӗрлӗхне кӗрекен тата икӗ ҫӗршыва кирлин 50 процентне тивӗҫтерет. Пӗчӗк тата вӑтам хӑватлӑ ял хуҫалӑх тракторӗсем туса кӑлармалли проект хастарлӑн пурнӑҫа кӗрес шайра.

Чӑваш Ен Инвестици аталанӑвӗн агентстви хальхи вӑхӑтра пӗтӗмӗшле хакӗ 85,3 ытла миллиард тенкӗпе танлашакан 117 инвестици проектне асӑрхаса тӑрать. Вӗсен шутӗнче – Раҫҫей экономикине ҫӗнӗ, хамӑр ҫӗршывра туса хатӗрленӗ ӗҫсем ҫинче никӗсленекен, тӗнче шайӗнче конкурентлӑ шутланакан технологисемпе тата оборудованипе тивӗҫтермелли проектсем. Ку вӑл ҫул-йӗрпе строительство техники валли туртӑмлӑ электричество привочӗсем, электричество вӑйӗпе те, дизель вӑйӗпе те ӗҫлекен юплӗ погрузчиксем, программа управленийӗпе ӗҫлесе тирпейлекен центрсем тата вӗсене комплектламалли япаласен локализацийӗ, пысӑк хӑватлӑ электрокотелсем туса кӑларасси, пӗчӗк тата вӑтам тоннажлӑ химие аталантарасси тата ытти те.

Палӑртнӑ тӗллевсемпе задачӑсене социаллӑ пурнӑҫпа экономика аталанӑвӗн уйрӑм программи шайӗнче пурнӑҫлама эпир вӑтам промышленноҫ предприятийӗсене вӗсен производство лаптӑкӗсемпе инфратытӑмне ҫӗнетес, ҫавӑн пекех хальхи технологи оборудованийӗпе тивӗҫтерес енӗпе пулӑшу памалли витӗмлӗ хушма мерӑсем пӑхса хӑварнӑ. Ҫакӑн валли 3 миллиард ытла тенкӗ уйӑратпӑр. Производствӑсене автоматизацилессине тата роботизацилессине, ҫӳллӗ шайри ӑсталӑхлӑ тата пысӑк тухӑҫлӑ, ҫавна май пысӑк тӳлевлӗ ӗҫ вырӑнӗсем йӗркелессине тӗп вырӑна хурӑпӑр.

Экономика ӗҫӗ-хӗлӗн ятарлӑ условийӗсене йӗркелесе ҫитернӗ ҫӗнӗ площадкӑсем те тӑватпӑр. Ҫакӑ вӑл – индустри паркӗсем тата уйрӑм ҫын тытса тӑракан технопарксем. Ятарлӑ экономика зонин чиккисене анлӑлатма палӑртатпӑр.

Экспортерсене хушма пулӑшу пани пӗлтерӗшлӗ тесе шутлатӑп. Эпир пӗлтӗр экспорт шайӗ, санкцисем кӗртичченхи 2020 ҫулпа танлаштарсан, пӗтӗмпех йӗркеленсе ҫитнине кӑна мар, ҫав кӑтарту 25 процент чухлӗ ӳснине шута илтӗмӗр. Тулашри экономика ӗҫ-хӗлне хутшӑнакансен – экспорт енӗпе ӗҫлекенсен шучӗ 2,2 хут ӳсрӗ, тӗпрен илсен, бизнесӑн пӗчӗк тата вӑтам предприятийӗсен шучӗпе. Экспортерсен ҫак сыпӑкне кӳнӗ пулӑшу шайӗ вара 3 хут ытла пысӑкланчӗ. Пулӑшу кӳмелли майсем йӑлана кӗнисемех: куравпа ярмӑрккӑ мероприятийӗсене хутшӑнни, бизнес-миссисем, лайӑх имидж йӗркелени. Анчах та ҫав мероприятисене пула экспорт енӗпе ӗҫлекенсем Европӑра хупӑннисем вырӑнне хӑйсем валли ҫӗнӗ ҫул-йӗр уҫрӗҫ. Продукцин ҫӗнӗ тӗсӗсем тӗнчери 51 ҫӗршывра хӑйсен туянаканӗсене тупрӗҫ.

Правительствӑн «экспорт кешбэкне», пирӗн федераци орга­нӗсенчи ӗҫтешсем ӑна ҫапла палӑртаҫҫӗ – вак тата вӑтам предпринимательлӗх субъекчӗсен шутӗнчи Чӑваш Ен экспортерӗсене экспорт контракчӗ шайӗнче тавар турттарнипе, ӑна сертификациленипе, чӗркенипе пулакан тӑкакӗсен тата ытти тӑкакӗсен пӗр пайне саплаштарма паракан укҫа-тенкӗ пулӑшӑвне – ӗҫе кӗртесси ҫинчен шухӑшласа пӑхмалла тесе шутлатӑп.

Эпир промышленноҫа ҫапла пур енлӗн пулӑшса пыни экономика вӑй-хӑвачӗн малашнехи ӳсӗмне тивӗҫтерет, юлашки ҫулсенче вӑл вара витӗмлӗ хӑвӑртлӑхсемпе палӑрать.

Аса илтеретӗп: Чӑваш Ен промышленноҫ производствин индексӗ енӗпе иккӗмӗш ҫул малта пыракансен шутӗнче. Енчен те 2023 ҫулта тӗрӗсрех туса палӑртнӑ даннӑйсем тӑрӑх вӑл 30 процентпа, тирпейлекен отрасльсем енӗпе 36 процентпа танлашнӑ пулсан, 2024 ҫулхи малтанхи кӑтартусем тӑрӑх пӗтӗмӗшле индекс енӗпе ку кӑтарту – 16 процент тата тирпейлекен отрасльсем енӗпе 17 процент шайӗнче.

Чӑваш Ен Промышленноҫ министерствин тӗнчери тата ҫӗршыври лару-тӑрӑва тимлӗн сӑнаса тӑмалла, федераци тата регион шайӗнчи патшалӑх пулӑшӑвӗн майӗсемпе тухӑҫлӑрах усӑ курмалла, вӑйра тӑракан йышӑнусене тӳрлетӳсем кӗртмелли тата ҫӗнӗ йышӑнусем тумалли сӗнӳсене вӑхӑтра тӑратмалла.

Потребительсене электричествӑпа шанчӑклӑн тивӗҫтерсе тӑни – палӑртнӑ пӗтӗм тӗллеве пурнӑҫлама май паракан никӗс. Ҫавна май «Трансмашхолдингпа» тата «Трансэнергопром» компанипе пӗрле энергоцентрсем тӑвассипе ҫыхӑннӑ тема патне таврӑнас килет. Планпа Шуршӑлта пилот проект шайӗнче 1 мегаватлӑ энергоцентр туса хурассине, каярахпа ӑна, энергоцентрсен пӗтӗмӗшле хӑвачӗ 100 мегавата ҫитекен сетьне туса хурса, пӗтӗм республикипех сарассине пӑхса хӑварнӑ. Асӑннӑ проект кирлӗ чухлӗ электроэнерги туса кӑларма хӑватсем ҫитменнине пӗтерме ҫеҫ мар, электричествӑпа тата ӑшӑ энергийӗпе усӑ курнӑшӑн илекен хаксене потребительсемшӗн юрӑхлӑ шайра тытса тӑма та пулӑшмалла.

Экономика аталанӑвӗн, Промышленноç, Строительство министерствисене пирӗн ӗҫтешсемпе пӗрле проекта пурнӑҫламалли сроксене ҫӗнетме ыйтатăп, енчен те вӗсен ҫивӗчлӗхӗ вӑйлах палӑрать пулсан вара, ӗҫтешсем, хастартарах ӗҫлемелле.

Пур пек ресурссемпе типтерлӗ усӑ курни те кулленхи тӑкаксене чакарма май парать. Энергие перекетлемелли тата энерги тухӑҫлӑхне ӳстермелли муниципаллӑ программӑсем шӑпах ҫав тӗллевлӗ. Анчах, шел пулин те, ҫак программӑсене пурнӑҫлама пур муниципалитет та кирлӗ шайра хутшӑнмарӗ.

Промышленноҫ министерствин программӑсене малалла пурнӑҫ­ламалла кӑна мар, ку каламасӑрах паллӑ, ҫӳлерех асӑннӑ программӑсене пурнӑҫлама муниципаллӑ командӑсем мӗнлерех шайра хутшӑннине те хак памалла.

Ҫак ӗҫри тепӗр пӗлтерӗшлӗ ҫул-йӗр – электричествӑпа тивӗҫтерес ӗҫ-хӗле йӗркелесе тӑма цифра сервисӗсемпе тата искусствӑлла интеллектпа усӑ курасси. Асӑннӑ проекта Комплекслӑ программӑра «Цифрӑллӑ энергорегион» пек палӑртнӑ. 2023 ҫулта эпир ҫав сервиссене Шупашкарти Ҫӗнӗ хула микрорайонӗнче пилот проект шайӗнче ӗҫлеттерсе пӑхрӑмӑр.

Проекта пула эпир ҫитӗнӳ турӑмӑр та ӗнтӗ – аварисене пӗтерме каякан вӑхӑт 12 процент чухлӗ, парса ҫитермен электроэнерги шайӗ 15 процент чухлӗ чакрӗҫ. Халӗ ҫав проекта Шупашкар агломерацийӗн подстанцийӗ тӗлӗшпе масштабламалли тӗллев тӑрать. Экспертсем, сыхланарах пулсан та, ҫав ӗҫсене туса ирттерни 30 мегаватт яхӑн хӑвата ирӗклентерме май пуррине палӑртаҫҫӗ. Ку питӗ пысӑк цифрӑсем, ӗҫтешсем, вӗсемшӗн тӑрӑшса пӑхма та юрать.

Ҫавӑн пек ӗҫлесе эпир Чӑваш Енри тавар туса кӑларакансен электротехника оборудованийӗн никӗсӗ ҫинче ҫӗнӗ продукт йӗркелени пысӑк пӗлтерӗшлӗ. Промышленноҫ министерствине оборудовани туса кӑларакансемпе, Чӑваш патшалӑх университечӗпе тата ҫак проекта хутшӑнакан ытти ҫынсемпе пӗрле кӑҫалах кирлӗ пек хатӗрленӳ ӗҫӗсене туса ирттерессине тивӗҫтерме хушатӑп.

Республикӑри агропромышленноҫ комплексӗ пысӑк хӑвӑртлӑхсемпе аталанать. Унӑн аталанӑвӗн тӗп виҫӗ ҫул-йӗрӗ (ял хуҫалӑхӗ, апат-ҫимӗҫ продукчӗсем, ӗҫмесем туса кӑларасси) тӑрӑх туса илнӗ пӗтӗм продукци кӑтартӑвӗсем номиналлӑ хаксемпе те, танлаштаруллӑ хаксемпе те ӳсӗмлӗ. Ман шутпа, отрасль ҫитӗнӗвӗсене тухӑҫлӑх кӑтартӑвӗсем тата та уҫҫӑнрах палӑртаҫҫӗ. Юлашки пилĕк çулта тӗш тырă тухăçлӑхĕн вăтам кăтартӑвӗ, унчченхи пилĕк çулхи тапхăрпа танлаштарсан – 22 процент, пахча çимĕçӗн – 18 процент, хăмлан – 4 процент чухлӗ, вӑтам сӑвӑм шайӗ 32 процент чухлӗ ÿснĕ.

Ҫавна пула республика Федерацин Атӑлҫи округӗнче ҫӗр улмипе хӑмла туса илессипе 1-мӗш вырӑн йышӑнать, пахча ҫимӗҫпе сӗт туса илессипе – 2-мӗш вырӑн, тӗш тырӑ туса илессипе – 3-мӗш вырӑн, аш-какай туса илессипе – 4-мӗш вырӑн тата пӗтӗмӗшле илсен 100 гектар ҫинче продукци туса илессипе 3-мӗш вырӑн йышӑнать.

Отрасле энергипе тивӗҫтерес тӗлӗшпе эпир сирӗнпе, ӗҫтешсем, палӑрмаллах мала иртме пултартӑмӑр, 2020 ҫулта 100 гектар акӑнакан лаптӑк пуҫне 111 лаша вӑйӗ тивӗҫнӗ пулсан, 2024 ҫулта ку кӑтарту 164-а ҫитрӗ. Ҫав тапхӑрта 4 пин ытла ял хуҫалӑх техникине 11 миллиард тенкӗлӗх туяннӑ. Ҫакӑ пире ытти регионсен хушшинче хамӑра тивӗҫлӗн туйма кӑна мар, ҫанталӑк кӑларса тӑратакан йывӑрлӑхсене тата отрасль спецификипе ҫыхӑннӑ ытти йывӑрлӑхсене хирӗҫ тӑма тата вӗсене васкавлӑн ҫӗнтерме май парать.

Акӑ иртнӗ 2024 ҫула та, ҫанталӑк тата санкцисем кӳнӗ йывӑрлӑхсене пӑхмасӑр, пирӗн агропромышленноҫ комплексӗ тивӗҫлипе вӗҫлерӗ. Апат-ҫимӗҫ хӑрушсӑрлӑхӗн доктринипе палӑртнӑ кӑтартусене пурне те пурнӑҫланӑ.

2030 ҫул тӗлне АПК таварӗсен производствин калӑпӑшӗ, 2021 ҫулхипе танлаштарсан, чӗрӗкрен кая мар шайра ӳсмелле, экспорт шайӗ вара – 1,5 хут. Технологисемпе производство хатӗрӗсен импортӗнчен хӑтӑлма, технологи суверенитетне тивӗҫме палӑртатпӑр.

Ҫакна тума, паллах, отрасле пулӑшу памалли пӗтӗм майсене, регионта туса кӑларнӑ ӳсен-тӑранпа выльӑх-чӗрлӗх продукцине тарӑннӑн тирпейлесси ҫине ытларах пусӑм туса, сыхласа хӑваратпӑр.

Ҫӑмарта туса илекен кайӑк-кӗшӗк фабрикисем валли патшалӑх пулӑшӑвӗн ҫӗнӗ мелне ӗҫе кӗртнӗ хыҫҫӑн пӗлтӗр вӗсенчен иккӗшӗ производствӑна ҫӗнӗ инвесторсемпе чӗртсе тӑратрӗҫ. Ял хуҫалӑх организацийӗсенче ҫӑмарта туса илесси 1,8 хут ӳсрӗ, 2030 ҫул тӗлне вара ӑна тата 55 процент чухлӗ ӳстерме пирӗн пӗтӗм майсем пур.

Ӳсен-тӑран ҫитӗнтерессинче элита вӑрлӑхсен, выльӑх-чӗрлӗх ӗрчетессине ӑратлӑ выльӑхсен тӳпине, минераллӑ удобренисемпе усӑ курассине самаях пысӑклатрӑмӑр. Тӑпра пулӑхлӑхне ӳстермесӗр тухӑҫлӑха малалла ӳстерме май ҫук. Ҫакӑн валли ҫӗр пулӑхлӑхне ҫӗнетмелли тата ҫӗр ӗҫне биологизацилемелли, тӑпрана извеҫлемелли тата тӑпра пулӑхлӑхне ҫӗнетнин пахалӑхне каярахпа мониторинг тумалли ӗҫсен комплексне туса ирттернине хавхалантармалли ҫӗнӗ мелсене ӗҫе кӗртетпӗр.

Сӑмахран, теплицӑсем тӑвакан тата теплица комплексӗсем валли оборудовани туянакан, ҫӗре извеҫлекен, мелиораци ӗҫӗсем валли пысӑк лаптӑка шӑварма пултаракан мелиораци машинисемпе техника туянакан предприятисем хӑйсен тӑкакӗсен пӗр пайне пуҫласа саплаштарма пултараҫҫӗ.

Агропромышленноҫ комплексне аталантармалли тепӗр пӗлтерӗшлӗ ҫул-йӗр хӑмла туса илессин калӑпӑшне ӳстересси пулса тӑрать.

Эпир хӑмла ӳстерес ӗҫре импорта 46 процент чухлӗ улӑштарассине тивӗҫтерме палӑртатпӑр. 2030 ҫул тӗлне хӑмла лартса хӑвармалли лаптӑка 2000 гектар таран ӳстерессине пӑхса хӑварнӑ. Ҫакӑ хальчченхинчен 8 хут пысӑкрах. Чӑваш Ен социаллӑ пурнӑҫпа экономика аталанӑвӗн уйрӑм программинче кӑна хӑмла туса илессине хавхалантарма 1 миллиард та 800 миллион тенкӗ уйӑратпӑр. Укҫа-тенкӗ патшалӑх пулӑшӑвӗн ҫӗнӗ мелӗсене тивӗҫтерме – наукӑна уйӑракан субсидисем валли тата хӑмла продукцине туса илмелли хупӑ производство шайӗнче туллин хатӗрлесе ҫитернӗ хӑмла пахчисем тума каять. Отрасле пулӑшу памалли вӑйра тӑракан хальхи мелсене пула хӑмла ӗрчетес ӗҫ валли уйӑракан укҫа-тенкӗ асӑннӑ суммӑран темиҫе хут та ытларах пуласса шанатӑп.

Программа мероприятийӗсене 10 хӑмла хуҫалӑхне, вӗрентӳ учрежденийӗсемпе ҫӗнӗ инвесторсене явӑҫтарса пурнӑҫлама палӑртнӑ. Малашлӑхра хӑмлана тарӑннӑн тирпейлеме хатӗрленеҫҫӗ – ӑна пӗрчӗклетессинчен хытӑ тата шӗвӗ пайсем ҫине уйӑрмалли меслет ҫине куҫма палӑртаҫҫӗ.

2030 ҫул тӗлне, 2021 ҫулхипе танлаштарсан, кайӑк-кӗшӗк ӗрчетес ӗç продукцийӗн калӑпӑшне 2 хут ӳстерме, выльӑх-чӗрлӗх ӗрчетес ӗçе аталантарассине вара отрасле тӗпрен çӗнетнин шучӗпе хӑвӑртлатма палӑртнӑ.

 Кунта тата субсидилемелли çӗнӗ мел пӑхса хӑварнӑ: кайӑк-кӗшӗке усрама кирлӗ оборудовани тата ӑна турттарма контейнерсемпе ещӗксен комплекчӗпе тивӗҫтернӗ çурма прицепсем туянакан, мӑйракаллӑ шултра выльӑх-чӗрлӗхе икӗ ҫулччен пӑхса ҫитӗнтерекен, ҫавӑн пекех аш-какая хайсем тирпейлекен предприятисем хӑйсен тӑкакӗсен пӗр пайне саплаштарма пултараҫҫӗ.

Пирӗн тавар туса кӑларакансен продукцине вырнаçтармалли вырӑнӗ­сене анлӑлатма ял хуҫалӑх рынокӗсене, агрегаторсене, агроэкспорта аталантарассине малалла тӑсӑпӑр.

Агрегаторсем ҫинчен темиçе сӑмах. Сӑмахӗ ку çӗнӗскер, анчах тӗллев-шухӑшӗпе вӑл «çӗнетсе вӑйлатнӑ суту-илӳпе валеçӳ центрӗ» ӑнлавпа пӗр килет. Уйрӑмлӑхӗ те ял хуҫалӑх продукцийӗн пӗр-пӗр палӑртнӑ енӗпе специализациленнинче кӑна. Эпир пахча ҫимӗҫ, ӗнепе сысна ашӗ валли агрегаторсем туса хурас енӗпе пулӑшрӑмӑр та ӗнтӗ. Черетре – ҫӗр улми тата лаша ашӗ валли йӗркелекен агрегаторсем. Пирӗн агрегатор енӗпе ӗçлекен партнер хӑйӗн таварне сутма тата ӑна сарма та пӗлет. Ял хуҫалӑх таварӗсем туса илекенсен тӗллевӗ – стандартсемпе килӗшсе тӑракан тивӗҫлӗ продукци туса илсе ӑна кирлӗ çӗре кӑлтӑксӑр çитерсе тӑрасси. Ҫавна май эпир потребительсем ыйтнисене шута илсе агрегаторсен хӑш енӗсене аталанма пулӑшмаллине ӑнланӑпӑр. Тата ҫав ӗçе пӗчӗк калӑпӑшлӑ хуҫалӑхсене явӑçтарса мӗн пуçласа вӗçне çитичченех йӗркелесе ҫитермелли майпа тӑвӑпӑр.

Пӗлтерӗшлӗ те системӑллӑ тепӗр проект – «хатӗр апат фабрики». Ӑна ҫавӑн пек майпа пурнӑҫласа эпир чи малтанах отраслӗн хушма хакне ӳстеретпӗр. Ҫавӑн пекех Чӑваш Енри тавар туса кӑларакансен продукцийӗпе усӑ курса вӗрентӳ тата социаллӑ учрежденисенче апатланӑва йӗркелес ӗçе централизацилеме пултаратпӑр.

Отраслӗн пайӑр тӗллевӗсене 2030 ҫулчченхи «АгроАталану» стратегире тӗплӗн çырса палӑртнӑ. Стратеги слоганӗ – «Ҫакӑ кашни аграрин тивӗҫӗ тата чысӗ пулса тӑмалла». Ӗç çине çапларах пӑхни тӗрӗс тесе шутлатӑп. Вӑл аграрисене ӗҫлеме хавхалантармалли тата ялта пурӑнакансене пулӑшу памалли пиҫӗ тытӑм туса хума май парать.

 Ял хуҫалӑх министерствин стратегие пурнӑçлама хутшӑнакансене пурне те: Правительствӑри ӗҫтешсене те, муниципалитетсене те, ял хуҫалӑх таварӗ туса илекенсене те, кредит паракан организацисене те – пӗлсе тата уҫӑмлӑн координацилесе тӑмалла. Стратегин тӗп 6 кашни ҫул-йӗрӗнчех – ҫынсем, уй-хирсем, фермӑсем, тавара вырнаçтармалли майсем, пухса кӗртнӗ тухӑçран паха продукци тирпейлесе кӑларасси, патшалӑх пулӑшӑвӗ тата отрасле цифрӑласси ҫинчен – тӗплӗн ҫырса кӑтартнӑ. Вӗсенчен кашнин тӗлӗшпе тӗрӗслев точкисене палӑртса тивӗҫлӗ плансем туса хатӗрлемелле.

Ял хуҫалӑх отраслӗн ҫитӗнӗвӗсене кура ялта ӗҫлесе пурӑнас кӑмӑллӑ ҫамрӑк ҫынсен шучӗ ӳсет. Çак ырӑ пулӑм ҫине социаллӑ пурнӑҫпа коммуналлӑ инфратытӑма палӑрмаллах ҫӗнетни витӗм кӳрет. Анчах халӗ эпӗ халӑх сахал пурӑнакан вырӑнсенчи çынсен чӗнсе каланийӗсем ҫинче чарӑнса тӑрасшӑн.

Вӗсене медицина пулӑшӑвӗ памашкӑн пирӗн мобильлӗ фельдшерпа акушер пункчӗсем пур. Культура мероприятийӗсем валли ҫывӑх вӑхӑтра пӗтӗм муниципалитета та автоклубсемпе тивӗҫтеретпӗр. 14 муниципаллӑ пӗрлӗхре вӗсем пур ӗнтӗ.

Эпӗ маларах асӑнса хӑварнӑ çынсен ыйтӑвӗсем суту-илӳ объекчӗсемпе тивӗҫтерессипе ҫыхӑннӑ. Кунта пӗтӗмпех ӑнланмалла пек туйӑнать. Тавар туянакан сахал ҫӗрте ялан ӗçлекен суту-илӳ вырӑнӗ тытма питех те тӑкаклӑ. Ялсене тухса çӳресе суту-илӳ тӑвас енӗпе Чӑвашпотребсоюзпа пӗрле пурнӑҫланӑ ӗҫ опычӗ пур-ха пирӗн. Ахӑртнех, кун пек ӗҫе пур ҫӗрте те йӗркелемен.

 Чӑваш Ен Правительствине муниципаллӑ пӗрлӗхсемпе пӗрле ҫавнашкал халӑх сахал пурӑнакан вырӑнсен шутне кӗске вӑхӑтра палӑртса тухма тата ҫынсене чи кирлӗ таварсемпе меллӗ графикпе тивӗҫтермелли вариантсене сӗнме хушатӑп.

Строительство ҫинчен тӗплӗнрех калаҫӑпӑр. Иртнӗ пилӗк ҫулта инфратытӑмӑн 384 объектне юсаса ҫӗнетнӗ тата тунӑ, 515 шыв башнине улӑштарнӑ, 3 миллион та 700 пин тӑваткал метра яхӑн пурӑнмалли ҫурт-йӗр тунӑ, авариллӗ ҫурт-йӗртен 1016 ҫынна урӑх вырӑна пурӑнма куҫарнӑ, 157 общество хутлӑхне тата 1146 картиш территорине тирпей-илем кӗртнӗ, пӗчӗк хуласенче тата истори поселенийӗсенче 12 проекта хута янӑ. Пая кӗрсе ҫурт-йӗр тума хутшӑнакансен çивӗч ыйтӑвӗ те татӑлса пырать.

 Ҫакӑн пек масштаблӑ ӗҫӗн сумлӑ кӑтартӑвӗ Чӑваш Ен Федерацин Атӑлҫи округӗнче хула хутлӑхӗн пахалӑх индексӗ енӗпе малтисен ретӗнче пулнипе ҫыхӑннӑ. Пирӗн тӗллев – пӗрремӗшӗнчен, хӑвӑртлӑха чакармасӑр ӗçлесси, иккӗмӗшӗнчен, малти позицисенче тытӑнса тӑрасси. Ҫакӑн валли чи малтанах пурӑнмалли ҫурт-йӗр тӑвассине ӳстермелле, 2030 ҫул тӗлне унӑн калӑпӑшне, унччен палӑртнӑ пекех, 1 миллионран кая мар тӑваткал метра ҫитермелле. Ҫак тӗллевпе нумай хваттерлӗ ҫурт-йӗр валли те, çавӑн пекех харпӑр хӑй лартакан ҫурт-йӗр валли те çӗр лаптӑкӗсем йӗркелемелле. Ҫӳлерех эпӗ тивӗҫлӗ тӗллеве палӑртса хӑварнӑччӗ.

Кунсӑр пуçне Чӑваш Ен Строительство министерствине территорисене çурт-йӗр лартассине планлас тӗлӗшпе палӑртакан требованисене туса хатӗрлесе çирӗплетме хушатӑп. Сӑмах мӗн ҫинчен-ха, ӗҫтешсем? Эпир халӗ халӑхӑн тӗрлӗ категорийӗсене пурӑнмалли ҫурт-йӗр уйӑрса парас тӗлӗшпе пухӑннӑ черетсенчен те, социаллӑ пурнӑҫ инфратытӑмӗ юлса пынинчен хӑтӑлас тесе те нумай вӑй хуратпӑр. Ҫакӑ вӑл шкулсем, ача сачӗсем, сывлӑх сыхлавӗн малтанхи сыпӑкӗнчи объектсем, халӑха социаллӑ пӗлтерӗшлӗ патшалӑх тата муниципалитет пулӑшӑвне массӑллӑ парассипе çыхӑннӑ объектсем. Ҫавӑнпа та эпир çӗнӗ территорисен тӗлӗшпе çавнашкал йышӑнусене çирӗплететпӗр паллах. Территорисене планламалли ҫирӗплетнӗ проектсем ҫине те тимлӗрех пӑхмалла, кирлӗ пулсан вӗсене улшӑнусем кӗртмелле. Ҫак тӗллеве пурнӑçлассине хӑвӑртлатма çурт лартакансемпе питӗ тӗплӗ ӗç туса ирттермелле.

 Хире-хирӗç çыхӑну мелӗпе Сергей Мокшинран килнӗ тепӗр сӗнӳпе паллаштаратӑп: «Ӗçмелли шыв пахалӑхне ытларах тимлӗх уйӑрмалла».

 Ҫакна палӑртса хӑварас килет: Президент пулӑшӑвне пула эпир Патӑрьел, Шӑмӑршӑ, Комсомольски округӗсен темиçе пӑрӑхлӑ шыв çулӗн шыв илекен тата шыва тасатакан сооруженийӗсен комплексне шыв парса тӑма хута ямалли ӗҫсене кӑҫалах, шыва унпа усӑ куракансем патне илсе ҫитерес тӗллевпе поселоксенчи шалти сете тӑвассине малалла тӑсса, вӗҫлеме пултаратпӑр. Ҫав тӑрӑхри ял-салара пӗтӗмпе 40 пине яхӑн çын пурӑнать, унта хальччен нихӑçан пахалӑхлӑ шыв пулман.

Пилӗк çулта 62 километр ытла автомобиль çулӗ тунӑ тата тӗпрен çӗнетнӗ, 2 пин те 400 километр çула, 19 кӗпере юсанӑ, ялсенчи 85 километр çула çутӑпа тивӗҫтернӗ.

Ҫапла вара 2020-2024 ҫулсенче регионти нормативлӑ шая çитернӗ ҫулсене 44 процентран пуçласа 50 процент таран ӳстернӗ, Шупашкар агломерацийӗн чиккисенчи ҫулсене – 65 процентран пуçласа 85 процент таран.

Кӑҫал тата ҫитес ҫулсенче те ҫак ӗҫе малалла тӑсӑпӑр, ҫав шутра М-12 пысӑк хӑвӑртлӑхлӑ магистраль тунӑ чухне усӑ курнӑ ҫулсене юсаса йӗркене кӗртмелли ӗҫсене те. 227 километр çул-йӗртен хальхи вӑхӑтра 64 километр тӑршшӗ ҫул-йӗре пӗтӗмпех юсаса çитернӗ. Юлнӑ пек 163 километра ҫитес ҫулсенче Президент хушӑвӗсемпе килӗшӳллӗн юсӑ­пӑр. Ҫитменнине вӗсенчен 90 ытла километрӗ республикӑн тӗп ҫул-йӗр тытӑмӗн йышне кӗрет. Тӗп тытӑм вара регион сетӗнчи 408 километр тата федераци ҫулӗсен сетӗнчи 307 километрпа танлашакан ҫул­сенчен йӗркеленнӗ. 2030 ҫул тӗлне çулсен 85 процентне нормативлӑ шая ҫитеретпӗр. Паянхи кун тӗлне ку кӑтарту 54 процент. Ҫавӑн пекех муниципалитетсен хушшинчи ҫулсен тытӑмне те куҫ умӗнче тытатпӑр. Сӑмах кунта 6 пин километр тӑршшӗ ҫул-йӗр пирки пырать. Ку вӑл регион пӗлтерӗшлӗ 1,5 пин километр тӑршшӗ тата вырӑнти пӗлтерӗшлӗ 4,5 пин километр тӑршшӗ çул-йӗр. 2030 ҫул тӗлне çулсен 60 процентне нормативлӑ шая çитерес тесен пирӗн сахалтан та 750 километр тӑршшӗ ҫул-йӗре ҫав шая ҫитермелле. Паяна ку кӑтарту – 48 процент.

Ҫулсем ҫинчи хӑрушлӑхсӑр ҫӳреве тата вӗсене пысӑк калӑпӑшлӑ транспорт сиен кӳресрен хӳтӗлессине тивӗҫтермелле. Ҫул-йӗр правилисене пӑснине ҫирӗплетсе паракан фото-, видеоӳкерӳ енӗпе эпир плансемпе килӗшӳллӗн ӗҫлетпӗр, анчах та йывӑрӑшпа калӑпӑш тӗрӗслевне вара самаях вӑйлатмалла. Унсӑрӑн пирӗн маларах тунӑ е юсанӑ ҫулсене çӗнетессипе ытларах вӑй хума тата халӑх пурӑнакан вырӑнсенче пысӑк калӑпӑшлӑ транспорт çӳренӗрен çынсем ӳпкелешнине ҫине-ҫинех илтме тивӗ.

Чӑваш Ен Транспорт министерствин 2027 ҫул тӗлне республика пӗлтерӗшлӗ мӗн пур тӗп ҫул ҫинче йывӑрӑшпа калӑпӑш тӗрӗслевӗн посчӗсен тытӑмне йӗркелес ыйтӑва татса памалла.

Тепӗр ҫивӗч задача – Шупашкар агломерацийӗн тӗп микро­районӗсене ҫыхӑнтарассине тивӗҫтерекен ҫулсен проектпа смета докуменчӗсене хӑвӑртрах туса хатӗрлесси. Сӑмах Сӗнтӗрвӑрри еннелле каякан шоссе дублерӗпе транспортӑн виççӗмӗш ҫурма унки ҫинчен пырать.

Ку ҫулсем чи малтанах Шупашкарпа Ҫӗнӗ Шупашкар хулисенче транспорт лару-тӑрӑвне лайӑхлатма кирлӗ. Кунсӑр пуҫне вӗсем ҫак хуласенче пурӑнмалли ҫурт-йӗр тӑвас ӗҫпе коммерци строительстви валли çӗнӗ майсем уҫаҫҫӗ.

Интеллектлӑ транспорт тытӑмне аталантарассипе пысӑк утӑм тунӑ. Ҫул-йӗр лару-тӑрӑвӗ ҫинчен автомат мелӗпе пухӑнакан даннӑйсем цифра ӑсталӑхӗн ҫӳллӗ шайне ҫитнӗҫемӗн урамри транспорт юхӑмне йӗркелесе тӑма, ҫул-йӗрпе транспорт инфратытӑмне аталантарас енӗпе ытти йышӑнусем тума май парӗç. Пӗлтӗр çапла майпа пухӑннӑ даннӑйсене тӗпе хурса Шупашкар хулинчи ҫул-йӗр лару-тӑрӑвне лайӑхлатмалли ӗҫсене туса хатӗрлесе пурнӑҫа кӗртнӗ.

 Ҫитес пилӗк ҫуллӑхра Шупашкар хулин, çавӑн пекех Ҫӗнӗ Шупашкар хулин территорийӗсенче интеллектлӑ транспорт тытӑмне, общество транспорчӗн, ҫӳп-ҫап турттаракан машинӑсен çӳревне, ҫул-йӗре тытса тӑракан службӑсен ӗҫ-хӗлне асӑрхаса тӑракан тытӑма аталантарма палӑртатпӑр, ҫакӑ çул çинчи хӑрушсӑрлӑха вӑхӑтра лайӑхлатма тата Шупашкар агломерацийӗн территорийӗнчи çулсемпе транспорт иртеслӗхӗн шайне ӳстерме май парать.

 Чӑваш Ен Транспорт министерствине интеллектлӑ транспорт тытӑмне аталантарас енӗпе палӑртнӑ плансене ҫирӗппӗн пурнӑҫлама ыйтатӑп.

Общество транспорчӗ куҫ умӗнчех ҫӗнелсе улшӑнать. 2022-2024 ҫулсенче кӑна 221 троллейбуспа пысӑк тата вӑтам класлӑ 47 автобус туяннӑ. Ҫакӑ троллейбус паркне темиçе хут «ҫамрӑклатма», Шупашкарпа Ҫӗнӗ Шупашкара транспортпа тивӗҫтерессин тахçантанпах çивӗч тӑракан ыйтӑвӗсене татса пама май пачӗ.

Анчах та ку пуҫламӑшӗ ҫеҫ. Троллейбуссемпе автобуссене ҫӗнетессине кӑна мар, пассажирсене кирлӗ вырӑна ҫитме май паракан пӗр билет менюне, транспорт предприятийӗсен инфратытӑмне аталантарассине тата пассажирсене хӑрушлӑхсӑр турттарассине тивӗҫтерекен ытти ӗҫлев мелӗпе сервиса ӗҫе кӗртессине те малалла тӑсмалла. Сӑмах кунта водительсен сывлӑхне медицина енчен тӗрӗслесси, транспорта саккун требованийӗсемпе килӗшӳллӗн, плана пӑхӑнса техосмотр ирттересси тата турттаракансен ӗҫ-хӗлӗн ытти енӗ çинчен пырать. Ҫакӑ йӑлтах тапхӑрӑн-тапхӑрӑн Чӑваш Республикинчи пӗтӗм муниципалитетра пурнӑҫланмалла. Пӗтӗмӗшле илсен ҫулсемпе общество транспорчӗн аталанӑвӗ сывлӑх сыхлавӗн, вӗренӗвӗн, социаллӑ пулӑшӑвӑн учрежденийӗсем тата пурнӑçӑн ытти сферисем пуриншӗн те усӑ курма меллӗ пулассине тивӗçтермелле.

Цифра инструменчӗсемпе сервисӗсем ҫинчен нумай калаҫатпӑр. Вӗсен пӗлтерӗшне ҫак цифрӑсем çирӗплетеççӗ.

Патшалӑх управленийӗн цифра трансформацине тивӗҫтерес тӗл­левпе республикӑра 18 отрасльте 142 проекта пурнӑҫланӑ. 2024 çул пӗтӗмлетӗвӗсем тӑрӑх регионӑн цифра ӑсталӑхӗн шайӗ 87,4 процентпа танлашнӑ. Сывлӑх сыхлавӗн тытӑмӗнче ку кӑтарту ҫӗр процента ҫитнӗ.

Хальхи вӑхӑтра хире-хирӗçле çыхӑну платформине 1367 организаципе учреждение, çав шутра пӗтӗм ӗҫ тӑвакан органа, вырӑнти хӑй тытӑмлӑх органӗсене, сывлӑх сыхлавӗн учрежденийӗсене, вӗрентӳ организацийӗсене, культура тата социаллӑ сфера учрежденийӗсене, нумай хваттерлӗ ҫуртсене тытса пыракан организацисене кӗртнӗ.

Халӑх влаҫӑн патшалӑх тата муниципалитет органӗсемпе хутшӑнмалли электронлӑ майсене ытларах та ытларах суйлать.

Чӑваш Республикинче регистрациленӗ çынсен 71 ытла проценчӗ патшалӑх паракан пулӑшу ӗҫӗсен порталӗпе хастарлӑн усӑ куракансен шутӗнче.

Социаллӑ пӗлтерӗшлӗ массӑллӑ пулӑшу ӗҫӗсен 88,3 процентне электронлӑ майпа кӳнӗ, çакӑ федераци шайӗнче палӑртса хунӑ кӑтартусенчен те пысӑкрах – 50 процент, республика шайӗнче вара – 65 процент. Ҫав цифрӑсем халӑха кирлӗ пек инфратытӑмпа тата пулӑшу ӗҫӗсен хӑрушсӑрлӑхӗпе тивӗҫтерме кирли ҫинчен калаҫҫӗ. Ҫак тӗллевпе эпир даннӑйсене тытса пырассин концепцине туса хатӗрлерӗмӗр, вӑл пире «Даннӑйсен экономики тата патшалӑхӑн цифра трансформацийӗ» наци проектне пурнӑҫлас ӗçе çирӗппӗн хутшӑнма май парать.

 Чӑваш Ен Цифра министерствин хамӑр çӗршывра туса кӑларнӑ тивӗҫтерӳ программисем çине куçмаллин требованийӗсемпе килӗ­шӳллӗн кӑҫалах даннӑйсене тишкерекен центрӑн ҫӗнӗ лапамне тумалли проекта пурнӑҫламалла.

Ҫакӑ пире даннӑйсене пухма, упрама, тишкерме тата хӳтӗлеме кӑна мар, халӑха пурнӑҫра питех те кирлӗ ытти сервиса пӗтӗм республикипех анлӑн сарма та май парать. Тӗслӗхрен, «Хӑрушлӑхсӑр хула» автомат программин комплексӗ, пӗлтӗрхи çурла уйӑхӗнче Шупашкарпа Ҫӗнӗ Шупашкар хулисен территорийӗсенче пилот пулса хута кайнӑскер, ҫак кӗске тапхӑрта хӑйӗн тухӑҫлӑхне кӑтартрӗ те ӗнтӗ.

Чӑваш Республикин Гражданла оборона тата чрезвычайлӑ лару-тӑру енӗпе ӗçлекен патшалӑх комитечӗ, Чӑваш Ен Цифра министерстви тата интересленекен ытти ведомствӑсен умӗнче «Хӑ­рушлӑхсӑр хула» АПК информаци тытӑмне республикӑн пӗтӗм территорийӗнче ӗҫе кӗртес ыйту тӑрать, çак ӗçе, паллах, тапхӑрӑн-тапхӑрӑн пурнӑçламалла, малтан – халӑх пурӑнакан тӗп вырӑнсенче, каярахпа ытти ҫӗрте.

Эпир лайӑх пӗлекен массӑллӑ информаци хатӗрӗсен ӗҫӗ-хӗлӗ ҫинчен те каламаллах. Пӗр енчен, информаци илмелли электронлӑ мелсем ҫине куҫасси ҫинчен калаçу ытларах та ытларах пырать, тепӗр енчен, вулакансен чылай пысӑк йышӗ, уйрӑмах ял халӑхӗ, хӑнӑхнӑ «район хаҫатне» кӗтет. Хаçатсемшӗн хӑйсен продукцине çырӑнса илекенсем патне çитерес ыйту кӑткӑслансах, хаклансах пырать. Нумай ҫул сӳтсе явнине, лару-тӑрӑва тишкернине тата малашне мӗнлерех ӗçлемеллин варианчӗсене шыранине пӗтӗмлетсе медиахолдинг тумалли стратегине туса хатӗрленӗ. Унӑн тӗп тӗллевӗ райхаçатсене сыхласа хӑварасси, вӗсене хуҫалӑх ыйтӑвӗсене татса парассинчен хӑтарса журналистсен ӗҫ-хӗлне профессионал шайӗнче йӗркелесси. Компетенцисен центрне туса хурса район кӑларӑмӗсен пӗрешкел ӗç-хӗлне тивӗҫтермелле тата версткӑна, пичетлессине, хаçата çитерсе парассине, юридици тата бухгалтери ыйтӑвӗсене татса пама пулӑшассине тата çавӑн пекрех ытти ӗçсене централизацилемелле.

Чӑваш Ен Цифра министерствине ҫак ыйтупа ӗçсене ҫыхӑнуллӑн пурнӑçлама, муниципалитет хаҫачӗсен ӗçченӗсен тата вулаканӗсен шухӑш-кӑмӑлне шута илессине тивӗçтерме ыйтатӑп. Чи кирли – республикӑра пурӑнакансене кирлӗ тата тӗрӗс информаципе тивӗҫтерессине лайахлатасси, ҫирӗплетнӗ пурлӑхпа усӑ курассин тухӑҫлӑхне ӳстересси, журналистсене професси ӗҫӗ-хӗлӗ валли кирлӗ хатӗрсемпе тивӗҫтересси.

Социаллӑ блока ҫынна хывакан инвестицисем тесе калаççӗ. Сывӑ, лайӑх пӗлӳллӗ, ӑс-хакӑл хаклӑхӗсен никӗсӗ çинче воспитани илсе çитӗннӗ, кирлӗ вӑхӑтра патшалӑх тимлӗхне тивӗçнӗ ҫын – ҫирӗп те вӑйлӑ патшалӑхӑн никӗсӗ тата унӑн пурнӑçӑн мӗн пур сферинчех ҫитӗнӳсем тӑвассине, тулашри тата шалти чӗнӳсене хирӗҫ тивӗҫлӗ хурав пама пултарассине ҫирӗплетекен шанӑҫӗ.

Сывлӑх сыхлавӗн тытӑмӗ, самаях ҫӗнелнӗскер, медицина ӗçченӗсене – чирсемпе мӗн пур тапхӑртах ӑнӑҫлӑн кӗрешме, республикӑра пурӑнакансене вара хӑйсене кирлӗ медицина пулăшӑвне пурӑнакан вырӑнтан таҫта аякка каймасӑрах илме май парать.

Кашни муниципалитетра мобильлӗ фельдшерпа акушер пункчӗсем пур, ялсенчи мӗн пур больница валли пациентсене больницӑна, е тухтӑра пациент патне илсе çитерме 134 единица ҫӑмӑл автотранспорт, 861 единица оборудовани, çав шутра 24-шӗ «йывӑррисен» йышне кӗрет, туяннӑ.

400-е яхӑн ҫынна санитари авиацийӗпе усӑ курса ҫӑлнӑ.

Онкологи амбулатори пулӑшӑвӗн центрӗсен тытӑмне йӗркелесе янӑ, вӗсене 40 пин ытла ҫын çитсе килнӗ. Вӗсенчен чылайӑшӗнне чирне малтанхи тапхӑрта тупса палӑртнӑ, ку вара чылай чухне ӑна ӑнӑçлӑ сиплеме май парать.

Кӑҫал С гепатитпа кӗрешмелли программӑна хута яратпӑр, унӑн тӗллевӗсем валли 2025-2027 ҫулсенче 68 миллион тенкӗ уйӑрма палӑртнӑ.

 Эпир сывлӑх сыхлав тытӑмӗн инфратытӑмне ҫӗнетессине унӑн мӗн пур виçӗ шайӗнче те малалла тӑсӑпӑр. Сӑмахран, малтанхи сыпӑка районсен хушшинчи тата республикӑри медицина центрӗсен çӳллӗ шайри технологиллӗ майӗсемпе вӑйлатӑпӑр.

Чи кирли, сывлӑх сыхлавӗн тытӑмӗн пӗлтерӗшлӗ сыпӑкӗ шутланакан республика клиника больницине ҫитес ҫулах тума тытӑнатпӑр. Ҫакӑ çӳллӗ шайри технологиллӗ медицина центрӗсен майӗсене пысӑклатма, унсӑр пуҫне пысӑк ӗçсене оптимизацилеме тата пациентсем валли чи меллӗ маршрут тӑвассине йӗркелеме май парать.

Реабилитаци центрӗсен тытӑмне пӗтӗм республикипе йӗркеленӗ. Реабилитаци ҫул-йӗрне аталантарас ӗçре реабилитацин виҫҫӗмӗш тапхӑрне йӗркелесе унта санатори сыпӑкне кӗртмелле. Эпир, паллах, чи малтан патшалӑх сегменчӗн санатори базине – «Надежда», «Лесная сказка», «Чуварлейский бор» санаторисене – тӗп вырӑна хуратпӑр. Вӗсене вӑтам вӑхӑтлӑх малашлӑхра ҫӗнететпӗр. Анчах сипленекенсемпе туристсене кирли палӑрать пулсан реабилитаци ӗç-хӗлне уйрӑм çынсем тытса тӑракан санатори сыпӑкне явӑҫтарни те пӗлтерӗшлӗ.

Сывлӑх сыхлавӗн тытӑмӗн цифра ӑсталӑхне кура чирлӗ ҫыннӑн электрон карттине тухтӑрсем те, пациентсем хӑйсем те курма пултараççӗ. Сывлӑх сыхлавӗн кирек хӑш учрежденийӗнче те телемедицинӑпа тата искусствӑлла интеллектпа усӑ курма анлӑ майсем пур.

Эпир медицина ӗҫченӗсене хӑйсене те яланах куҫ умӗнче тытатпӑр. Паллах, отрасльти ырӑ улшӑнусем кӑсӑк, ҫынсене кирлӗ профессин илӗртӳлӗхне тата та ӳстереççӗ. Анчах ӗҫӗн малтанхи, пуҫламӑш тапхӑрӗнчи пулӑшу-тӗрев тата та пӗлтерӗшлӗрех. Пӗлтӗр эпир пурӑнма тивӗҫлӗ майсем туса парассипе тата вӗсене транспортпа тивӗҫтерессипе ҫыхӑннӑ пулӑшу памалли хушма мерӑсем йышӑнтӑмӑр. Ку ӗҫе малашне те туса пырӑпӑр. Эпир йышӑннӑ мерӑсем Чӑваш Енре пурӑнакан специалистсене кӑна мар, ытти регионсенчисене те илӗртеҫҫӗ. Юлашки пилӗк ҫулта пирӗн пата 442 специалист килнӗ. Чӑваш Ен Сывлӑх сыхлав министерствин ҫак ӗҫе медицина персоналне суйласа илмелли тата аталантармалли центр туса хурса тытӑмлӑн йӗркелесе пымалла тесе шутлатӑп. Асӑннӑ центрӑн профессие маларах суйласа илессине, пӗлӳ парассине, специалистсене суйласа илессине, квалификацие ӳстерессине, ҫӗнӗрен вӗрентсе хатӗрлессине тата отрасле кадрсемпе тивӗçтермелли ытти ыйтӑва татса парас енӗпе ӗҫлемелле. 

Чир-чӗр профилактики питӗ пӗлтерӗшлӗ, ку енӗпе диспансеризаци хӑйӗн усӑлӑхне кӑтартса пачӗ. Анчах ялти вӑй питти ӳсӗмри арҫынсенчен чылайӑшӗ сывлӑхне тӗрӗслеме васкасах каймасть. Кунта эпӗ урӑхларах майпа усӑ курасшӑн. Эпӗ ҫак ӗҫре пулӑшма хӗрарӑмсене чӗнсе калатӑп, атьӑр-ха, пирӗн ентешсене сирӗн мӑшӑрӑрсене витӗм кӳрер, вӗсене больницӑсене илсе каяр, унта вӗсен пуçланма пултарнӑ чир-чӗрне маларах тупса палӑртчӑр е тӗплӗн тӗрӗслесе сывлӑхӗ лайӑхаххине çирӗплетчӗр.

Спортпа, физкультурӑпа туслӑ пулни сывлӑха ҫирӗплетме пулӑшать, чир-чӗре асӑрхаттармалли ӑнӑçлӑ меслет шутланать. Ҫитменнине, кӑ­ҫалтан пуҫласа ГТО нормативӗсене пурнӑçлани диспансеризаци тухнипе пӗрле налуксене чакарма май парать.

 Ҫавӑнпа та ведомствӑсен хушшинчи ӗҫ шайӗнче эрех-сӑрапа кӗрешес, профилактика тӑвас енӗпе пурнӑҫлакан тухӑҫлӑ ӗҫе палӑртас, ял ҫӗрӗнчи халӑх пурӑнакан вырӑнсенче сывӑ пурнӑç йӗркине сарас тӗллевпе конкурс йӗркелеме сӗнетӗп.

Ҫавнашкал инфратытӑмпа тӗрлӗ енлӗн усӑ курнин пӗлтерӗшне палӑртнӑ май, Чӑваш Ен Сывлӑх сыхлав министерствин, Чӑваш Ен Хӗрарӑмӗсен союзӗн тата Терапипе профилактика медицинин наци медицина тӗпчев центрӗн пӗрлехи пуҫарӑвне (ӑна врачсем хӑйсем сӗннӗ) ырлатӑп. «ФАП – сывлӑхлӑ тӑвакан центр» проект фельдшерсен халӑхпа ӗҫлемелли мелӗсене тӗпрен улӑштарать. Унӑн никӗсӗнче – ялта пурӑнакансен сывлӑха çирӗплетес енӗпе кӑтартакан хастарлӑхне пулӑшасси.

Физкультурӑпа спорт темине малалла тӑснӑ май физкультурӑпа тата спортпа туслӑ ҫынсен шучӗ ҫуллен ӳссе пынине савӑнсах палӑртатӑп. 2024 çул пӗтӗмлетӗвӗсем тӑрӑх ҫакӑн пек ҫынсен тӳпи 60 процентран кая мар пуласса кӗтетпӗр, 2020 ҫулта вӑл 48,2 процент чухлӗ пулнӑ.

Чӑваш Енре спорт объекчӗсемпе тивӗҫтернин кӑтартӑвӗ ҫӗршывра чи çӳллӗ шайрисенчен пӗри. Анчах эпир ҫӗннисене тӑвас тӗлӗшпе те, пуррисене пурлӑхпа пуянлатас тӗлӗшпе те ӗҫлеме пӑрахмастпӑр. Чи кирли, тунӑ йышӑнусен тухӑҫлӑхне Чӑваш Енре пурӑнакансем вӗсемпе чӑрмавсӑр усӑ курма пултарнинче куратпӑр. Ҫапла, спорт объекчӗсене çын сахалрах çӳрекен сехетсенче аслӑ ӑрӑва тӳлевсӗр ҫӳреме майсем туса пани çулланнӑ çынсен йышӗнче хастар пурнӑç йӗркине пӑхӑнакансен йышне самаях ӳстерчӗ.

 Сывлӑх тӗлӗшӗнчен хавшак шутланакан çынсемпе сусӑрсене, чи малтанах ятарлӑ ҫар операцине хутшӑннӑ ҫынсене ҫавӑн пек майсемпе тивӗçтермелле тесе шутлатӑп.

Пирӗн спортсменсен ӑмӑртусенчи, уйрӑмах республика террито­рийӗнче иртекеннисенчи, ҫитӗнӗвӗсем ӳссе пыракан ӑрӑва спортпа туслашма хавхалантараççӗ. Эпир пысӑк ҫитӗнӳсен спортне пулӑшассине вӑйлатса пыратпӑр тата йӑлана кӗнӗ спорт тӗсӗсемпе, çавӑн пекех çӗнӗ тӗсӗсемпе те Раҫҫей, тӗнче шайӗнчи ӑмӑртусене ирттермелли лапам вырӑнне хамӑрӑн республикӑна сӗнетпӗр. Ҫапла 2023 ҫулта Пӗтӗм тӗнчери мӑшӑр кӗрешӗвӗн наци тӗсӗсемпе I спорт вӑййисем иртрӗç. Кӑҫал вӑйӑсене иккӗмӗш хут ирттеретпӗр, ку енӗпе ӗç пырать те ӗнтӗ. Республикӑра ку чухнехи капмар спорт объекчӗсем пӗрин хыççӑн тепри çӗкленни çакӑн пек ӑмӑртусем ирттерме питех те пулӑшать. Кунта «Атӑл» стадион та, биатлон центрӗ те, хальхи вӑхӑтра тӑвакан шыв спорчӗн центрӗ те, ыттисем те кӗреççӗ.

2024 ҫул вӗҫӗ тӗлне Раҫҫейӗн пӗрлештернӗ командисен йышне 35 спорт тӗсӗпе 342 спортсмен кӗнӗ, çакӑ 2020 ҫулхипе танлаштарсан 2 хут ытларах, вӗсем тӗрлӗ шайри ӑмӑртусенче 2002 медаль ҫӗнсе илнӗ. Медальсен йышӗпе кӑтарту 5 хут ӳснӗ.

 Ачасен спортне пулӑшу кӳрес тата пултаруллӑ ачасене тӗрев парас тӗллевпе нумай функциллӗ «Атӑл» стадион» спорт комплексӗн никӗсӗ ҫинче 2 çултан пуҫласа 10 ҫулти ачасен ӳт-пӗвне иртерех аталантармалли центр туса хуни вырӑнлӑ тесе шутлатӑп.

Спорт инфратытӑмӗпе пурте усӑ курма пултарассине тивӗҫтерес енӗпе малалла ӗҫлемелле. Ку тӗлӗшпе чи малтан пур пек ресурссемпе, майсемпе тухӑҫлӑрах тата анлӑрах усӑ курма сӗнетӗп.

Чӑваш Ен Вӗрентӳ, Спорт министерствисен тата муниципалитетсен шкул автобусӗсен çӳревне физкультура урокӗсен тата спорт секцийӗсенчи занятисен расписанийӗпе пӗр килтермелле.

Республикӑра пурӑнакан 317 пин ҫын ГТО юхӑмне хутшӑннӑ ӗнтӗ. Физкультурӑпа спортӑн ҫак комплексӗн инфратытӑмне аталантарас енӗпе тӑвакан пирӗн ӗçӗн шайӗнче ГТО нормативӗсене тултармалли çӗнӗ 14 площадкӑран ытларахӑшне шӑпах шкул стадионӗсенче вырнаҫтарассине пӑхса тухмалла. Стадионсем ача-пӑча валли тунӑ ӳт-пӗве аталантармалли центрсем, «Картишри тренер» программӑн тата çывӑхра пурӑнакан ҫынсен физкультура хастарлӑхне ӳстермелли никӗс шутланаççӗ.

Тирпей-илем кӗртнӗ общество хутлӑхӗсем йышлӑ пулни ҫинчен маларах каларӑм ӗнтӗ. Республикӑри халӑх пурӑнакан вырӑнсене спорт инфратытӑмӗпе пуянлатмашкӑн ҫак территорисемпе усӑ курни тӗрӗс тесе шутлатӑп. Ҫапла майпа ҫынсемшӗн пушӑ вӑхӑта интереслӗ те усӑллӑ ирттерессине тивӗçтермелле. Чӑваш Ен Строительство тата Спорт министерствисене пирӗн ытти программӑсен тӗслӗхӗпе тивӗҫлӗ стандартсем туса хатӗрлеме ыйтатӑп.

Ҫавӑн пекех муниципалитетсен территорине аталантармалли плансенче ял территорийӗнче хӑвӑрт хӑпартакан модульлӗ объектсем çӗклесе спорт инфратытӑмӗ туса хума май пуррине шута илмелле.

Йӑлана кӗнӗ ӑс-хакӑлпа кӑмӑл-сипет хаклӑхӗсен никӗсӗ – культура. Пирӗн ҫынсем хӑйсем пурӑнакан ялсемпе саласенче артистсен асра юлакан пултарулӑхне автоклубсен ӗҫне пула курма пултараҫҫӗ. Пӗлтӗр республика бюджечӗн шучӗпе «кустӑрмаллӑ» 9 клуб туянтӑмӑр. Кӑҫал вӗсемпе пур муниципалитета та тивӗҫтеретпӗр. 2024 ҫулта автоклубсем пуррипе халӑх пурӑнакан 313 вырӑнта мероприятисем ирттертӗмӗр. Кӑҫал çавнашкал пулӑмсен шучӗ темиçе хут ӳсессе шанатӑп.

Планра пирӗн – хальхи вӑхӑтра ӗçлекен 150 культура çуртне юсаса çӗнетесси тата ҫӗнӗ çавнашкал 24 ҫурт тӑвасси. Ҫавна май халӑха ку инфратытӑмпа тивӗçтересси – 85 процента, ҫырлахтаракан шайри объектсен тӳпи 90 процента ҫитет.

Ҫавӑн пекех кӑҫал кашни муниципалитетра ҫӗнӗ ӑрури тӗслӗх библиотекӑсем уçӑлмалла. Ҫав хутлӑхсем, вӗсене модернизациленӗ хыҫҫӑн шӑпах ҫапла калама пулать, вӑхӑта кӑсӑклӑ ирттерме, вулама, ӑсталӑх класӗсене, вӗренӳпе канӑвӑн ытти мероприятине хутшӑнма май параççӗ. Анчах кунта шухӑшлаттаракан пӗлтерӗшлӗ самант пур. Ҫӗнӗ йышши библиотекӑсем халӑх пурӑнакан кашни тӗп вырӑнтах çук. Хуласенче те вӗсем ытларах кирлӗ. Ҫавӑнпа малашлӑхра ҫӗнӗ ӑрури ҫавнашкал 80 библиотека тумалла.

Культура министерствипе муниципалитетсен пуҫлӑхӗсене чӗнсе калатӑп. Ҫак кирлӗ те тарӑн содержаниллӗ инфратытӑм çынсен интересӗсемшӗн ӗҫлемелле. Час-часах культура ҫурчӗсем каҫсерен хупӑ тӑни, çынсем килте нимӗн тума аптӑрани пирки ӳпкелешнине илтме тивет. Ун пек юрамасть. Апла пулсан эпир мӗншӗн вӑхӑта сая яратпӑр тата укҫа тӑкаклатпӑр? Ҫитменнине тата кану майӗсем – халӑх пурӑнакан кирек хӑш вырӑнӑн та унта пурӑнма илӗртекен пӗлтерӗшлӗ енӗсенчен пӗри. Ӗҫ вырӑнӗпе, ӗҫ укҫипе, пурӑнмалли ҫурт-йӗрпе тивӗçтерни хыҫҫӑнах тӑрать вӑл.

Пирӗн малта пыракан культура учрежденийӗсем иртнӗ сезонра кӑна куракансен умне 62 премьера кӑларнӑ. Вӗсем «Пушкин карттипе» усӑ курма май пур постановкӑсене халӑх хапӑлласа йышӑнни енӗпе лидерсем шутланаҫҫӗ. Вӗсен ӗҫ-хӗл кӑтартӑвӗсене компетентлӑ жюри тӗрлӗ номинацире чи лайӑххисем тесе йышӑннӑ. Оперӑпа балет театрӗ – Онегин премийӗн лауреачӗ, унӑн илемлӗх ертӳҫи Андрей Попов вара Вахтангов премийӗн лауреачӗ пулса тӑнӑ. Пуканесен театрӗ «Лир патша» постановкӑпа «Ылтӑн маска» илнӗ, Вырӑс драма театрне Раҫҫей Культура министерствин Федор Волков ячӗллӗ премийӗпе чысланӑ.

Юлашки 20 ҫул хушшинче пуҫласа 12 ҫынна кӑçал «Драма театрӗн тата кино артисчӗ» специальноҫпа Борис Щукин ячӗллӗ Театр институтне тӗллевлӗн вӗренме яраçҫӗ. Вӗренсе пӗтернӗ хыҫҫӑн артистсем Константин Васильевич Иванов ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх академи драма театрӗн труппине хутшӑнӗç.

Чӑваш Енре пурӑнакансене малта пыракан культура учрежденийӗсен коллективсен постановкисемпе концерчӗсемпе паллаштармалли майсемпе тивӗҫтерес тӗллевпе пӗлтӗрхи юпа уйӑхӗнче «Культура хутлӑхӗ» проект хута янӑ. Кашни юн кун коллективсем чи лайӑх постановкӑсемпе тата концертсемпе муниципалитетсене тухса çӳреççӗ. Проекта пурнӑҫлама тытӑннӑранпа 127 мероприяти ирттернӗ, вӗсене пурӗ 26 пин ытла ҫын килсе курнӑ, вӗсенчен 90 проценчӗ – «Пушкин карттипе». Чӑваш Ен Культура министерствин муниципалитетсемпе пӗрле ҫак ӗҫе малалла тӑсмалла.

Музей инфратытӑмӗн содержанийӗ ҫӗнелсе тата пуянланса пырать. Хӑйӗн ӗçне 11 музей, анлӑшӗпе пӑхсан – тӗрлӗ шайра, ҫӗнӗлле йӗркеленӗ. Курӑмлӑ тӗслӗхсем – Улатӑрти вырӑс провинцийӗн музейӗ тата Куславккари Н.И.Лобачевский музей ҫурчӗ. «Хӳтӗлев чиккисене тунисене пуҫ тайса» мемориал йӗркеленӗ. Шупашкар муниципаллӑ округӗнчи «Бичурин тата хальхи вӑхӑт» музейре, ҫавӑн пекех Элӗк тавра пӗлӳ музейӗнче пуçарнӑ ӗҫ кӑçал малалла тӑсӑлать. Анчах кӑçалхи ӗçсенчен тата та пӗлтерӗшлӗреххи, пысӑкраххи – СССР космонавт летчикӗн Андриян Григорьевич Николаевӑн Шуршӑл салинчи Мемориал комплексне юсаса ҫӗнетме пуçласси пулса тӑрать, статусӗпе вӑл Комплекслӑ программӑн мега-проекчӗ шутланать. Чӑваш Ен Строительство, Культура тата Вӗрентӳ министерствисен строительствӑпа монтаж ӗҫӗсем туса ирттерес тӗлӗшпе палӑртнӑ мӗн пур мероприятие пурнӑҫлас тата регионсен хушшинчи музей-вӗрентӳ центрне ӗҫлеттерсе ярас енӗпе пӗр-пӗринпе тачӑ ҫыхӑнса ӗҫлемелле. Ҫӗнӗлле ӗҫлеттерсе янӑ хыçҫӑн вӑл шӑпах çакӑн пек статуслӑ пулса тӑрӗ.

 Ҫавӑн пекех «Хӳтӗлев чиккисене тунисене пуҫ тайса» мемориал территорине малалла хӑтлӑлататпӑр. Хӳтӗлев чиккисен инфратытӑмне хӑйне евӗрлӗ архитектурӑпа художество ӗҫӗ урлӑ ҫав 380 километр мӗн тери йывӑр та паттӑрла ӗç пулнине кӑтартни вырӑнлӑ пулассӑн туйӑнать. Чиркӳ-часавай туса лартмалла, Тӑван çӗршывӑн Аслӑ вӑрҫи тапхӑрӗнчи ҫар техникин куравне вырнаҫтармалла. Мемориала ҫитсе курасси Раҫҫейри ҫарпа истори маршручӗсенчен чи лайӑххисенчен пӗри пулса тӑма тивӗç.

Республика бюджетӗнчен 2025-2027 ҫулсенче Чӑваш Республикин архив фончӗн докуменчӗсене цифра мелӗпе электрон вариантсем çине куçарма ҫуллен хальччен пулман пулӑшу 20 миллионшар тен­кӗ парса тӑрӑпӑр. Виҫӗ ҫулта Чӑваш Республикин нумай ӗмӗр хушшинче пухӑнса пынӑ урӑх ниçта та тӗл пулман тӗлӗнмелле еткерлӗхне, архив докуменчӗ пек упраннӑ 35 пин ытла единицӑна, цифра çине куçарӗç. «Архивсем тӑрӑх шырасси» сервиса Яндекспа пӗрле аталантарас ӗçе эпир малалла тӑсатпӑр.

Ҫыннӑн хальхи тата малашлӑхри кирлӗлӗхӗсене тивӗҫтерекен лайӑх пахалӑхлӑ пӗлӳ – кашнине хӑйӗн пултарулӑхне туллин уçма тата вӑраха тӑсӑлакан плансене ӑнӑҫлӑн пурнӑҫлама май паракан никӗс. Ҫавӑнпа та ку сферӑна пурлӑхпа техника тӗлӗшӗнчен тивӗçтерме инвестицисем хывнипе пӗрлех вӗренӳ технологийӗсемпе методикисене, çавӑн пекех обязательнӑй стандарт шайӗнчи тата хушма пӗлӳ е урок тулашӗнчи вӗренӳ ӗç-хӗлӗн хальхи вӑхӑт ыйтнине тивӗçтерекен вӗренӳ программисем хатӗрлессине пысӑк тимлӗх уйӑратпӑр. Ҫавна май хальхи вӑхӑтра ачасене ача садӗнчен пуҫласа аслӑ вӗрентӳ заведенине кӗричченех е пӗрремӗш ӗҫ вырӑнӗ таранах уйрӑммӑн асӑрхаса тӑрассине тивӗҫтермелли витӗмлӗ тытӑм туса хунӑ.

Ача сачӗсенче 130 агролаборатори йӗркеленӗ, ытларахӑшне – пирӗн аграрисен вӑйӗпе. Вӗрентӳ институчӗ вара вӗсен ӗҫне йӗркелес енӗпе тивӗҫлӗ методика пособийӗсем, сӑнав дневникӗсем тата вӗренӳпе воспитани ӗç-хӗлне йӗркелеме пулӑшакан ытти материал çырса хатӗрленӗ. Ҫакӑ вӗренӳ ӗҫ-хӗлне пӗр пӗтӗм методикӑпа йӗркелесе пыма тата пӗр тан тата танлаштарса пӑхмалли кӑтартусем кӗтме май парать.

Шкулсенче «ӳсӗм вырӑнӗсемсӗр», ятарлӑ лабораторисемсӗр, вӗренӳ класӗсемсӗр пуҫне вӗренӳпе производство класӗсем хастар йӗркеленеҫҫӗ, ҫакӑ шкул ачисене профессие маларах суйлама май панисӗр пуçне вӑхӑтлӑх ӗҫлемешкӗн пӗрремӗш професси илме те пулӑшать. Ҫуллахи каникула ӗçлесе ирттернӗ тӗслӗх аслӑ классенче вӗренекен ачасен хушшинче ытларах та ытларах палӑрать.

Техникумсенче «Профессионалитет» программӑпа 7 кластер ӗҫлет, кӑҫал тата икӗ – «Строительство» тата «Туризм тата пулӑшу ӗҫӗсен сфери» – ҫул-йӗре йӗркелесе ярасшӑн. Ҫапла вара экономикӑн чӑн секторӗпе социаллӑ сферӑн тӗп енӗсемпе кирлӗ специалистсене вӗрентсе хатӗрлемелли вӑхӑта кӗскетме майсем йӗркеленӗҫ. Ку вара ӗç паракансем вӑтам професси пӗлӗвӗ паракан вӗрентӳ заведенийӗсене инвестици хывассине ӳстерӗ. Вӗренме йышӑнмалли çынсен йышне партнерсем ыйтнине шута илсе çирӗплетсен вӑтам професси пӗлӗвӗ паракан заведенисенчен вӗренсе тухакансем абстрактлӑ ӗҫ вырӑнне мар, пайӑр компанири пайӑр ӗҫ вырӑнне тивӗçӗҫ.

Пирӗн аслӑ шкулсем специалистсене вӗрентсе хатӗрлес енӗпе кӑна мар, прикладной наукӑпа отрасль задачисене пурнӑҫлас тӗлӗшпе те пӗлтерӗшлӗ тӗллевсем пурнӑҫлаҫҫӗ. Владимир Владимирович Путин Президент хушӑвӗсемпе тата вӑл лартнӑ тӗллевсемпе килӗшӳллӗн республикӑра аслӑ шкулсен хушшинчи кампус туса хуни вырӑнлӑ пулассӑн туйӑнать. Вӑл экономикӑн кадр, технологи, наука трансформацийӗн, инновациллӗ вӗренӳ хутлӑхӗн пахалӑхне ӳстермелли хатӗр пулса тӑрӗ. Чӑваш Ен Вӗрентӳ министерствине федерацин укçи-тенкине тивӗçме ирттерекен конкурса хутшӑнма заявка докуменчӗсене хатӗрлеме ыйтатӑп.

Шкулсене тӗпрен юсас ыйту патне таврӑннӑ май ҫакна палӑртас тетӗп: пирӗн вӗсене ҫӗнӗлле ӗçлеттерсе ярас концепци – вӗренӳ организацийӗн курма хӑнӑхнӑ çурчӗсене халӑх пурӑнакан вырӑнти ачасене илӗртекен социокультура аталанӑвӗн центрне çавӑрма май парать. Палӑртнӑ пекех, шкул тӗпрен юсанӑ хыҫҫӑн ачасем пӗлӳ илекен, пултарулӑхне, ӳт-пӗвне аталантаракан, вӑхӑта кӑсӑклӑ та усӑллӑ ирттерекен вырӑн пулса тӑрать.

Эпир ашшӗ-амӑшӗ шкул пурнӑҫне хастар хутшӑнасса питӗ кӗтетпӗр. Ҫав хутшӑну тӗрлӗ енлӗ пулма тивӗç, сӑмахран, апат пахалӑхне тӗрӗслесе тӑрасси, ачасене тӗрлӗ ҫул-йӗрпе хастарлатасси тата ытти те. Ҫак тӗллевсене пурнӑҫлама ҫак кунсенче кӑна республикӑри ашшӗ-амӑшӗн комитечӗпе республикӑри ашшӗ-амӑшӗн пуçарӑвӗсен фестивальне ирттертӗмӗр. Шупашкарти, Ҫӗмӗрлери, Муркаш муниципаллӑ округӗнчи хӑш-пӗр вӗрентӳ организацийӗн ашшӗ-амӑшӗн хастар комитечӗн пуҫарӑвӗ Раҫҫейре чи лайӑххисен йышне кӗнӗ те ӗнтӗ, вӗсене аталантарма укҫа-тенкӗ гранчӗ те илме пултарни савӑнтарать.

Ашшӗ-амӑшӗн комитечӗсене вӗренӗве аталантарас ӗçре хастар пулнӑшӑн тата çак ӗçе пысӑк тӳпе хывнӑшӑн тав тӑватӑп. Пӗрле эпир Чӑваш Енри вӗренӳ тытӑмне тата та лайӑхлатма пултаратпӑр.

Пирӗн тепӗр тӗллев – шкулсенче республикӑра пурӑнакансен ӑс-хакӑлпа кӑмӑл-сипет хаклӑхӗсене ӑса хывмалли майсем йӗркелесси. Паллах, уйрӑмах тӑван чӑваш чӗлхине тимлӗх уйăрмалла. Пӗлтӗр шкул ҫулне ҫитмен ачасене чӑваш халӑхӗн культурипе йӑли-йӗркине ӑса хывтарас, унӑн еткерне перекетлӗн упрама хӑнӑхтарас тӗллевпе вӗренӳ тата вӗренӳпе дидактика материалӗсен 10 комплектне туса хатӗрленӗ. Асӑннӑ материалсен апробацине ача сачӗсенче ирттернӗ. Авторсен коллективӗсем 5-7-мӗш классенче вӗренекенсем валли «Пирӗн тавралӑх историйӗ» вӗренӳ курсӗпе учебник çырса хатӗрленӗ.

Чӑваш Ен Вӗрентӳ министерствине республикӑри пӗтӗмӗшле пӗлӳ паракан организацисене «Пирӗн тавралӑх историйӗ» вӗренӳ курсӗпе пӗлӳ илмелли патшалӑх учебникӗсемпе тивӗçтерес ӗçе пуçлама ыйтатӑп.

Ҫитӗнекен ӑрӑва воспитани парас ӗҫре патшалӑх политикине йӗркеллӗн пурнӑҫласа пырассине патшалӑх ҫамрӑксен политики енӗпе ӗҫе кӗртекен ҫӗнӗлӗхсем тивӗҫтереҫҫӗ.

Пӗлтӗр Ҫӗнӗ Шупашкарпа Ҫӗмӗрле хулисенче ҫамрӑксен центрӗсем уҫӑлчӗҫ. «Авангард» патриот воспитанийӗн институчӗ тата «Воин» центр лайӑх ӗҫлесе кайрӗç. Физкультурӑпа сывлӑха çирӗплетмелли «Шурӑ чулсем» центрта икӗ ҫул ӗнтӗ «Паттӑрсен çӗршывӗ» смена йӗркеленет, пӗтӗмӗшле илсен вара ҫулсерен пӗр пин ҫурӑ ытла мероприяти иртет. Республикӑра ҫарпа истори клубӗсен тата шырав отрячӗсен «Чикӗре» фестивальне ирттересси йӑлана кӗчӗ. Пӗлтӗр вӑл çӗршыври «Патриот – 2024» наци премийӗн «Ҫӗршывшӑн ӗçлесси» номинацийӗнче ҫӗнтерӳҫӗ пулса тӑчӗ.

Грант программисене, конкурссене хастар хутшӑннине пула ачасем пӗлтӗр «Раççей çамрӑкӗсем» пӗрлешӳрен – 14 миллион ытла, Президент гранчӗсен фондӗнчен – 7 миллион ытла, Культура пуҫарӑвӗсен фондӗнчен 15 миллион ытла тенкӗ илнӗ.

Хастар ҫамрӑксемпе шкул ачисене «Малтисен юхӑмӗ» пӗрлештерчӗ. Организаци хӑвӑрт аталанса пырать, ҫамрӑксен пурнӑҫне пулӑмсемпе пуянлатать тата ӑна кӑсӑклӑ йӗркелеме вӑй-хӑват парать.

 Ҫӳлерех асӑннӑ пӗтӗм ӗҫ республикӑна ырӑ тӑвакансен юхӑмӗнче малта пыма пулӑшать. Регион «Аслӑ пӗлӳ паракан организацисенче «Ырӑ тӑваслӑх (волонтер) ӗҫ-хӗлне йӗркеленин чи лайӑх практики» номинаципе ТОП-10 йышӗнче тата DOBRO.RU ырӑ тӑваслӑха (волонтер ӗçне) аталантармалли сферӑн информаци пӗрлехи тытӑмӗнче регистрациленнӗ çамрӑксен шучӗпе ТОП-10 йышне кӗрет, федерацин патшалӑх автоматизациленӗ «Раҫҫей çамрӑкӗсем» тытӑмӗнче регистрациленнисен шучӗпе ТОП-5 йышӗнче. Иртнӗ ҫул пӗтӗмлетӗвӗсем тӑрӑх Чӑваш Енри ҫамрӑксен 45 проценчӗ общество ӗҫне хутшӑнать.

Чӑваш Республикин Пуçлӑхӗн Ҫамрӑксен политики енӗпе ӗҫлекен управленийӗн çӗнӗ меслетсене ӗçе кӗртсе пирӗн çамрӑксен пурнӑçӑн тӗрлӗ сферинчи хастарлӑхне тата 20 процент чухлӗ ӳстерессине тивӗçтерме тӑрӑшмалла.

2025 ҫул пурнӑҫӑн тӗрлӗ сферинчи паллӑ пулӑмсемпе пуян.

Ҫӗртме уйӑхӗнче эпир сирӗнпе Чӑваш автономине йӗркеленӗренпе 105 ҫул ҫитнине паллӑ тӑвӑпӑр. Йӗркелӳ комитечӗ хастар ӗҫлет, нумай мероприяти туса ирттерме палӑртнӑ. Пӗтӗм ӗҫе йӑлана кӗнӗ пекех чи ҫӳллӗ шайра йӗркелесе ирттерессе çирӗппӗн шанса тӑратӑп.

Республика кунне республикӑн тӗп хулинче тата конкурс урлӑ суйласа илнӗ муниципаллӑ пӗрлӗхре паллӑ тӑваҫҫӗ. Çакӑн валли 10 миллион тенкӗ грант уйӑрса паратпӑр. Грант виҫине нумайранпа индексацилемен. Ӑна икӗ хут – 20 миллион тенкӗ таран – ӳстерме тата ӑна кӑҫалах уявӑн иккӗмӗш вырӑнӗ пулса тӑракан муниципаллӑ округа уйӑрса пама сӗнетӗп.

Кӑҫал ытти ҫавра кун та нумай – республикӑри хуласемпе поселенисене никӗсленӗ кунсемпе ҫыхӑннисем те, пирӗн паллӑ ентешсен ҫуралнӑ кунӗсем те. Вӗсене пурне те мероприятисен календарӗнче тивӗҫлӗн палӑртса ирттерӗпӗр.

Авӑн уйӑхӗнче Чӑваш Ен Пуçлӑхӗн тата Шупашкар, Ҫӗнӗ Шупашкар хулисен депутатсен Пухӑвӗсен депутачӗсен суйлавӗсем иртеççӗ. Чӑваш Республикин Суйлав комиссине Правительствӑпа тата муниципалитетсемпе пӗрле суйлав ҫинчен калакан саккунсен мӗн пур нормисене ҫирӗппӗн пӑхӑнассине, суйлав ӗҫ-хӗлне хутшӑнакансене саккунпа пӑхса хӑварнӑ правасемпе тата майсемпе туллин тивӗҫтерме ыйтатӑп.

Ҫулталӑкӑн тӗп пулӑмӗ – Тӑван ҫӗршывӑн Аслӑ вӑрҫи Ҫӗнтерӳпе вӗçленнӗренпе 80 ҫул ҫитни. Раҫҫей Президенчӗ 2025 çула Тӑван çӗршыв хӳтӗлевçин çулталӑкӗ тесе пӗлтернӗ. Республикӑра эпир çулталӑка Ҫӗнтерӳпе патриотлӑха халалларӑмӑр. Тӑван ҫӗршыва хӳтӗлесси пирӗншӗн патриотла хавхалану кӑна мар. Вӑл пире шухӑшпа та, ӗçпе те пӗрлешсе малалла талпӑнма хистекен ӑнтӑлу. Хальхи вӑхӑтпа иртнине ҫыхӑнтарса ирттерекен мӗн пур мероприятие çулталӑк темипе пӗр килекен содержанипе йӗркелесе ирттерни питех те пӗлтерӗшлӗ тесе шутлатӑп.

Пӗтӗм ветерана – Тӑван ҫӗршывӑн Аслӑ вӑрҫин участникӗсене, блокадӑри Ленинградра пурӑннисене, концлагерьсенче асапланнӑ ачасене, тыл ӗҫченӗсене, «вӑрҫӑ ачисене» – пурне те тивӗҫлӗ тимлӗх уйӑрмалла. Эпир вӗсене мирлӗ тӳпешӗн, ҫӗршывра пурӑнма тата ӑна аталантарма майсем пурришӗн, ҫапӑҫу хирӗнче те, ӗҫ фронтӗнче те кӑтартнӑ хӑюлӑхпа паттӑрлӑхшӑн тав тума пӑрахмастпӑр.

Президент асӑннӑ категорири граждансене пӗр хутчен тивӗҫекен укҫа тӳлевӗ пама йышӑннӑ. Тӑван ҫӗршывӑн Аслӑ вӑрҫин инваличӗсене, блокадӑри Ленинградра пурӑннисене, концлагерьсенче асапланнӑ ҫул ҫитмен ҫынсене, Тӑван ҫӗршывӑн Аслӑ вӑрҫин пуҫ хунӑ тата вилнӗ участникӗсен тӑлӑх арӑмӗсене (упӑшкисене) Чӑваш Республикин бюджетӗнчен хушма майпа 20 пин тенкӗ тӳлеме, тыл ӗҫченӗсем валли тӳлев виҫине 5 пин тенкӗ чухлӗ палӑртма сӗнетӗп.

Чӑваш Ен – «вӑрҫӑ ачисем» категорие ҫирӗплетнӗ регионсенчен пӗри, ҫав йыша 40 пине яхӑн ҫын кӗрет. Эпир вӗсене укҫа-тенкӗпе те, урӑхла майсемпе те тӑтӑшах пулӑшса тӑма калаҫса татӑлтӑмӑр. Маларах Чӑваш Ен Правительстви «вӑрҫӑ ачисене» 2 пиншер тенкӗ тӳлесси ҫинчен йышӑну тунӑччӗ. «Вӑрҫӑ ачисене» пӗр хутчен паракан тӳлеве 5 пин тенкӗ таран ӳстерме сӗнетӗп.

Республикӑра пурӑнакансене пулӑшу памалли мелсен шутӗнче – ҫапӑҫусен инваличӗсене уйӑхсерен паракан тӳлев. Ҫак тӳлеве илсе тӑракансем – Тӑван ҫӗршыва хӳтӗлессипе ҫыхӑннӑ сӑваплӑ тивӗҫе тӗрлӗ вӑхӑтра, тӗрлӗ ҫӗрте пурнӑҫланӑ ҫынсем. Вӗсен йышӗнче ятарлӑ ҫар операцине хутшӑннисем те чылаййӑн. Ҫапӑҫусен инваличӗсене пӗр хутчен паракан тӳлев виҫине икӗ хут пысӑклатма сӗнетӗп.

Пирӗн медиксем ветерансене, ятарлӑ ҫар операцине хутшӑнакансене тата вӗсен ҫемйисене пулӑшса тӑрас ӗҫе хастар хутшӑннине палӑртмалла. Иртнӗ ҫул 1 пин ытла ҫын реабилитаци иртнӗ, ҫав шутра 300 яхӑнӑшӗ стационарта.

Кӑҫалтан пуҫласа – Тӑван ҫӗршыв хӳтӗлевҫин ҫулӗнче тата Тӑван ҫӗршывӑн Аслӑ вӑрҫи Ҫӗнтерӳпе вӗçленнӗренпе 80 ҫул ҫитекен ҫулта – сывлӑх сыхлавӗнче ҫӗнӗ проекта хута яратпӑр, унӑн тӗллевӗ – Тӑван ҫӗршывӑн Аслӑ вӑрҫин ветеранӗсене тата ятарлӑ ҫар операцине хутшӑнакансене медицина енӗпе пулӑшса тӑрасси. Вӗсем валли пайӑр медицина тӗрӗслевӗсем, ҫав шутра килте те, йӗркелесе ирттерӗҫ, сиплев тата реабилитаци ӗҫӗсен программине туса хатӗрлӗҫ. Проект Чӑваш Ен Общество палатипе тата Чӑваш Енри Хӗрарӑмсен союзӗпе пӗрле пурнӑҫланать.

Ятарлӑ ҫар операцине хутшӑнакансене тата вӗсен ҫемйинчи ҫынсене ӗҫе вырнаҫтарасси те пысӑк тимлӗхре. Ӗҫлев министерстви пулӑшнипе кӑна 233 ҫар служащийӗпе вӗсен ҫемйинчи ҫынсене ӗҫе вырнаҫтарнӑ та ӗнтӗ. 61 ҫын ҫӗнӗрен вӗреннӗ тата квалификацие пысӑклатнӑ.

Нарӑс уйӑхӗнче «Время СВОих» программа хута каять, вӑл «Паттӑрсен вӑхӑчӗ» ятлӑ Президент программипе пӗрешкел тата ятарлӑ ҫар операцине хутшӑнакансене патшалӑх тата муниципалитет управленийӗн тытӑмне явӑҫтарма пулӑшать.

Республикӑри ӗҫ тӑвакан органсен тата муниципалитетсен ертӳҫисене асӑннӑ программӑна пурнӑҫлама хастар хутшӑнма ыйтатӑп.

2022 ҫултах эпир ятарлӑ ҫар операцине хутшӑнакансене халалланӑ пулас монументӑн чулне хывса хӑвартӑмӑр. Ҫак пуҫарӑва пурнӑҫланӑ май «Ҫӗнтерӳ» мемориал паркӗн территорине ҫӗнӗрен туллин ӗҫлеттерсе яма кирлине ӑнланса илтӗмӗр. Концепцие туса хатӗрленӗ, халӗ проектпа смета докуменчӗсене хастарлӑн хатӗрлеҫҫӗ. Ӗҫӗ ку чӑннипех пысӑкскер, ӑна темиҫе тапхӑрпа пурнӑҫламалла, вӑл Асӑну паркӗн пӗтӗм территоринех пырса тивет, ҫав вӑхӑтрах унӑн лаптӑкӗ икӗ хут пысӑкланмалла. Ятарлӑ ҫар операцине хутшӑнакансене халалланӑ монумента тӑвассипе ҫыхӑннӑ ӗҫсен тӗп пайне кӑҫалах пурнӑҫлама палӑртатпӑр.

Аслӑ Ҫӗнтерӳ 80 ҫул тултарнине уявлани шайӗнче ирттерекен мероприятисем СССР халӑхӗсен фашизмпа кӗрешнӗ вӑрҫӑ ҫулӗсенчи пурнӑҫӗн тӗрлӗ енӗсене сӑнласа кӑтартӗҫ. Уйрӑм министерствӑсен йӗркелӳ комитечӗсене тата республикӑн йӗркелӳ комитетне ҫав мероприятисене хатӗрленӗ чухне ячӗшӗн мар, пулӑмсене чуна хускатакан, ҫав вӑхӑтсен атмосферине путма май паракан тӗслӗхсемпе, сюжетсемпе мастер-классем ирттерсе, инсценировкӑсем кӑтартса пуянлатма ыйтатӑп. Хальхи Тӑван ҫӗршыв хӳтӗлевҫисен – ятарлӑ ҫар операцине хутшӑнакансен – хӑюлӑхӗпе паттӑрлӑхне те палӑртса хӑвармаллах.

Шырав юхӑмне малалла аталантарас тӗллевпе республика Пуҫ-лӑхӗн гранчӗсен шутне тата виҫине икӗ хут ӳстерме сӗнетӗп, вӗрентӳ организацийӗсем валли – 3-рен 6 таран, кашнийӗ 150 тенкӗ вырӑнне 300 пин тенкӗ виҫепе. Ҫамрӑксен пӗрлешӗвӗсем валли те грантсен виҫине икӗ хут пысӑклатмалла – 100 пин вырӑнне 200 пин тенкӗ таран.

Тӑван ҫӗршывӑн Аслӑ вӑрҫи вӑхӑтӗнчи СССР халӑхӗсен пӗрлӗхне документсемпе ҫирӗплетсе паракан тӗнче шайӗнчи мероприятисене те йӗркелесе ирттерме палӑртнӑ.

Хаклӑ ентешсем! Пирӗнтен кашниех Ҫӗнтерӳ пирӗн енче пулассине ҫирӗппӗн шанать, мӗншӗн тесен ҫав шанӑҫ пирӗн хамӑрӑн нумай ӗмӗре тӑсӑлакан йӑла-йӗркене тӗпе хурса, мӑн асаттесене сума суса пурӑнас килни, пуласлӑха хамӑр тӗллевсемпе килӗшӳллӗн йӗркелени ҫинче никӗсленсе тӑрать.

Ҫавна май Чӑваш Енре пурӑнакан кашни ҫынах тахҫантанпа кӗтнӗ Ҫӗнтерӳшӗн хӑйӗн тӳпине хывни пысӑк пӗлтерӗшлине тепӗр хут палӑртса хӑварас тетӗп.

Хаклă юлташсем!

Пěр пек шухăшлӑ пулсан, пěрле кар тӑрса харӑссӑн утсан эпир ҫӗнеймен йывӑрлӑхсем ҫук! Тавтапуҫ!

 

 

 

Прикрепленные файлы

Чӑваш Республикин Патшалӑх Канашне 2025 ҫулта янӑ Ҫыру
Скачать
(docx,   79.25 Kb)
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter