Çветтуй Пăлхар Авраамийĕ

Çветтуй Авраамий - Вырăс Чиркĕвĕн 1547 çулчченхи Соборĕнчен чылай маларах сăвапланă, монголсен умĕнхи 13 çветтуйĕнчен пĕри, ку унăн паттăрлăхĕ пирĕн Чиркÿшĕн мĕнешкел пысăк пĕлтерĕшлĕ пулнине кăтартать. Унăн пурнăçĕ çинчен сахал пĕлетпĕр. Летописецăн темиçе сăмахĕ - мĕн пурри çакă çеç.

Çветтуй Авраамий XII ĕмĕр вĕçĕнче - XIII ĕмĕр пуçламăшĕнче пурăннă, Атăлçи пăлхарсенчен тухнă. Авраамий пуян купца пулнă. Хăйĕн ĕçĕсемпе Византире, час-часах Руçре пулнă, шăпах унта Христос тĕнĕпе паллашнă пулас. Ун чух Аслă Пăлхарта пысăках мар колони йĕркеленĕ вырăс купцисенчен Авраамий ятпа тĕн йышăннă. Тĕне кĕнĕ хыççăн пĕр вăхăт Авррамий Руçре, унăн вилĕмĕпе çыхăннă лару-тăру кăтартнă тăрăх, Владимирта, пурăннă-тăр, ăна унти чиркÿ çыннисем, кнеç хăй те лайăх пĕлнĕ. Хăй ĕненнисĕр пуçне Христос тĕнне йăхташĕсене те вĕрентет. Авраамий вăрттăн Христос тĕнĕн тапхăрне тÿсмен. Тĕнпе вăйланнă май Авраамий аскет пурнăçне парăннă, тимĕр сăнчăр çакса çÿренĕ, çапах хăйĕн ĕç-хĕлне улăштарман, профессине пăрахман, çав-çавах суту-илÿпе ĕçленĕ, хăйĕн тупăшне чухăнсене пулăшма тăкакланă. Чухăнсене апатлантарнă, тумтирсĕррисене тумлантарнă, чирлисем патне çÿренĕ, çук çынсене пулăшнă - вăл мĕнле пурăнни пирки летопиçре çапларах çырса хăварнă. Вăл суту-илÿпе Турă Сăмахне сарма усă курнă* çапла вара кашни çул çÿрев суту-илÿпе пĕрлех миссионер тĕллевĕллĕ те пулнă.

1229 çулта Авррамий суту-илÿ ĕçĕпе Атăл тăрăх Атăлçи пăлхарсен тĕп хулине Аслă Пăлхара килнĕ. Ăна Христос тĕнне вĕрентсе калаçнипе асăрханă пуль. Вăл вырăс маррине пĕлнине, çавна май ăна Суздаль кнеçĕ хÿтĕлеменнине кура Авраамие арестленĕ. Нумай тата вăрах ÿкĕтленĕ. Летопиçре палăртнă тăрăх, асаплă çветтуй "Магомета тата пăлхарсен тĕнне ылханнă". Авраамий парăнманнине кура ăна пуç хĕрлĕ çакса хунă, кайран пуçне каснă. Ку 1229 ç. ака уйăхĕн 1-мĕш кунĕнче пулнă. Ăна вĕлернине курнă вырăс купцисем Авраамипе Пăлхарта пытарнă.

Ăна вĕлернĕ вырăнта таса çăл куç тапма пуçланă, вăл сиплĕх кÿнĕ. Вилнĕ хыççăн та асаплăскер кĕлĕ туса хăйĕн йăхташĕсене хÿтĕлет тейĕн. Халапа ĕненес пулсан çав çăл куç шывĕпе чи малтан сипленнĕ çын Магомет тĕнне ĕненекен пулнă. Асаплă Авраамие православи çыннисем кăна мар, ислам тĕнне ĕненекенсем те паян кунчченех чыслаççĕ. Тĕлĕнмелле те, тĕрлĕ çĕртен, çав шутра инçетри Турцирен Пăлхар хулине килекен мăсăльман поломниксем Магомет тĕнне ĕненекенсенчен православишĕн инкек тÿснĕ Авраамий çăл куçне çитсе курассине халĕ те хăйсен тивĕçĕ вырăнне хураççĕ.

Тупăк патĕнче кĕçех асамлă ĕçсем пулма пуçланă, вĕсем çветтуя чыслама хистенĕ. Çветтуй Владимир кнеçĕ Георгий çакна пĕлсен асаплăскерĕн ÿтне хăйĕн хулине илсе килес тенĕ. Çак тĕллевпе Атăлçи Пăлхар влаçĕсемпе ÿте Владимира куçарасси пирки калаçса татăлма тăрăшнă. Çулталăкран Авраамий ÿтне чыслăн Владимира илсе кайнă, унта Авраамий ÿтне аслă кнеç Георгий Всеволодович, унăн мăшăрĕ, ачисем, епископ, чиркÿ çыннисем, халăх кĕтсе илнĕ, халĕ Владимирти хĕрсен Успени мăнастирĕ ятлă Княгиня мăнастирне илсе кайнă, Турă амăшĕн чиркĕвне хупнă /1230 ç., пуш уйăхĕн 6-мĕшĕ/. Сăваплă Авраамие пуш уйăхĕн 6-мĕшĕнче тата ака уйăхĕн 1-мĕшĕнче чыслаççĕ. Çавăн пекех Чиркÿ ăна çĕртме уйăхĕн 23-мĕшĕнче /Владимирта/, Пятидесятницăн 2-мĕш эрнинче тата чирлĕскер сывалнине асăнмалли эрнере аса илет.

1547 çулта Çветтуй Авраамие пĕтĕм чиркÿпе чысламалли уява çирĕплетнĕ. 1711 çулта унăн ÿтне Успени чиркĕвĕн тĕп çуртне куçарнă, çĕнĕ тупăка хунă. /Çак пулăмсене асăнса Вырăс Православи Чиркĕвĕ чирлĕскер сывалнине асăнмалли эрнере çуллен уяв ирттерет/. Турă хăйĕн çыннине вăл кĕлĕ тунипе унăн юлашкисем патĕнче пулса иртнĕ нумай асамлă ĕçпе чапа кăларнă. Асаплăскер Турăран чирлĕ ачасемшĕн пулăшу ыйтас енĕпе уйрăмах хăватлă пулнине асăрханă, суккăрсем курма пуçлани çинчен çырса хăварнисем упранса юлнă. Ун ячĕпе çырнă акафист текстĕнчен унăн юлашкисенчен ырă шăршă сарăлни, ÿчĕпе пĕрлех Княгиня мăнастирĕнче упраннă сăнчăрсем ăсран тайăлнисене сиплени пирки пĕлетпĕр.

Хусан патшалăхне Хаяр Иоанн çĕнсе илнĕ хыççăн Авраамий хĕн-хур тÿснĕ вырăнтан инçех мар чиркÿ лартнă, унта Авраамин сăваплă ÿчĕн пĕр пайĕ /сылтăм ал лаппи/ упраннă. Вăл асапланса вилнĕ вырăнта, сиплĕ çăл куç тĕлĕнче, пусă туса лартнă, юнашарах - тăватă енлĕ юпа евĕр палăк-часавай, унăн тăватă енче турăшсем вырнаçтарнă.

Большевиксем тĕне хĕсĕрленĕ çулсенче асаплă çветтуй Авраамий ячĕпе çыхăннă сăваплă вырăнсем те сиен тÿснĕ. Унăн Владимирти Княгиня мăнастирĕнче упраннă ÿчĕ çухалнă. Мăнастирте халĕ ÿт юлашкисен пĕчĕк пайĕ çеç упранать. Пăлхар хулинче упраннă сылтăм аллине те çухатнă, унăн пÿрнин пĕр сыпăкĕ çеç сыхланса юлнă. Çветтуй Авраамий ячĕпе Пăлхарта çĕнетÿ çулĕсенче çĕнĕ чиркÿ туса лартиччен ăна Пăлхар хулин çыннисем килсерен чыслăн упранă.

Совет влаçĕн çулĕсенче асаплăскер вилнĕ вырăнти пусă патĕнчи часавая аркатнă, пусса хăйне чыссăрлатнă.

1993 çулхи кĕркунне çак часавая çĕнĕрен туса сăвапланă. Пĕрлех тĕрлĕ çÿп-çапран тасатса пусса та сăвапланă - унăн тĕпĕнче таса икĕ çул кăç тупнă. Тĕлĕнмелле те, çак çăл куçран километр çурăри Пăлхар хулинче хĕрĕх метр тарăнăшĕнче те шыв çук.

Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter