М.Д.Михайлов – СССР халăх артисчĕ

М.Д.Михайлов юрăç пулмах çуралнă пуль. Ачалăх çулĕсем чухăнлăхра, выçлăхра иртнĕ. Анчах арçын ача юрлама юратнă. Тăван çĕр-шывĕ - Вăрнар районĕнчи Кульцав ялĕ. 1893 çулхи çурла уйăхĕн 25-мĕшĕнче çуралнăскерĕн ачалăхĕ унта иртнĕ. Пĕррехинче яла вырăнти священникпе пĕр тăван К.Н.Поливанов, юрлама юратакан тата юрра лайăх пĕлекен опытлă педагог, килнĕ. Вăл чиркÿре юрланине вăрах итленĕ. Солиста, Максима, асăрханă - хăйĕн патне 2 класлă шкула Хусан çывăхне илсе кайнă* çак вĕренÿ çулĕ вĕçленнĕ тĕле Михайлов баспа юрланă ĕнтĕ.

17 çулта чух каччă "телей шырама" Хусана çул тытнă. Икĕ эрне ĕç шыраса çÿренĕ, анчах малтан присаньте грузчике çеç вырнаçма пултарнă. Çапах кĕçех Спас мăнастирĕн хорне лекнĕ, пĕрлех пастор курсĕсенче ирĕклĕ итлев мелĕпе вĕреннĕ.

Михайловшăн Ф.А.Ошустович профессор-вокалист нумай тунă. Пастор курсĕсенчи занятисем вĕçленсен Максим Дормидонтовичăн чиркÿре юрлас енĕпех малалла ĕçлеме тивнĕ. Ĕпхÿре, Омскра, Хусанта, 1924 çултанпа Мускавра дьякон, кайран протодьякон должноçĕнче ĕçленĕ. Михайловăн илемлĕ хулăн басне çыннăн музыка пултарулăхне хаклама пĕлекенсем пысăка хунă. Нумайăшĕ паллă протодьякон сассине итлеме ятарласа çÿренĕ.

Михайлов пултарулăхĕшĕн А.М.Горький тата А.В.Луначарский пысăк пĕлтерĕшлĕ пулнă. Вĕсемпе курнăçни, калаçни Максим Дормидонтовича чиркÿри ĕçе пăрахма хистенĕ, вăл радиовещани студийĕн юрăçĕ пулса тăнă. Ку 1929 çулта пулнă. 3 çултан вара ăна Пысăк театр труппине чĕннĕ.

1933 çулхи кăрлачăн 7-мĕшĕнче Михайлов "Садко" оперăри варяг хăнан яваплă партийĕнче пирвайхи хут юрланă. Хăйĕн тивĕçне лайăх пурнăçланă, халăх ăна хапăл туса йышăннă. Кайран Митюха /"Борис Годунов"/ тата Светозар /"Руслан и Людмила"/ партийĕсене юрланă, 1934 çулхи ака уйăхĕн 7-мĕшĕнче Бородинăн "Князь Игорь" оперинчи Кончака сăнарланă. Пресса "Кончак вокал енĕпе те, сцена тĕлĕшпе те питĕ ăнăçлă пулса тухнине" палăртнă.

Михайлов тĕп опера юрăçисен ушкăнне тăнă. Нежданова, Обухова, Держинская, Барсова, Козловский, Лемешев, Пирогов, Райзен, Ханаев тата ыттисем унăн сцена çинчи ĕçтешĕсем пулнă. 1934 çулта Софийăра гастрольте пулнă май Ф.И.Шаляпин та ăна питĕ мухтаса калаçнă. Унран паянхи бассенчен хăшĕ чи талантли тесе ыйтсан аслă юрăç çапла хуравланă: "Чăн-чăн бас паян Мускавра кăна - Максим Дормидонтович Михайлов..."

Юрăç репертуарĕ хăвăрт анлăланнă. Вăл Хĕл мучие /"Снегурочка"/, Собакина /"Царская невеста"/, Гремина /"Евгений Онегин"/ юрланă. Çĕнĕ çитĕнÿ - Мусоргскин "Борис Годунов" оперинчи Пимен партийĕ. Пĕрремĕш спектакль хыççăн Михайлов патне А.В.Нежданова кĕнĕ, саламланă май вăл хăйĕн пултарулăхĕпе тата парăнтармалла тĕрĕс интонацийĕпе летописецăн питĕ лайăх сăнарне калăплама пултарнине палăртнă. Аслă вырăс юрăçи çапла мухтани Максим Дормидонтовича хавхалантармаллипех хавхалантарнă.

Михайлов Иван Сусанин сăнарĕпе нумай ĕçленĕ. Яваплă çак партире пуçласа вăл 1934 çулхи пуш уйăхĕн 17-мĕшĕнче халăх умне тухнă, вăл юрăçăн пултарулăхри чи пысăк çитĕнĕвĕ пулнă. "Сусанинра" вăл 300 хут юрланă, кашни спектакль уншăн уяв пулнă. Куракансем унăн илĕртÿллĕ сассине итлесе киленнĕ, вăл калăплакан сăнара курса хумханнă.

Тăван çĕр-шывăн Аслă вăрçин çулĕсенче Максим Дормидонтович çĕр-шыв хÿтĕлевçисемпе пĕрле пулнă - концерт бригадисен йышĕнче фронта кайса çÿренĕ, аманнă салтаксем валли госпитальсенче юрланă.

М.Д.Михайлов сасси пысăк театр сцени çинче чĕрĕк ĕмĕр /1932-1958/ янăранă. Вăл вырăс, совет тата ют çĕр-шыв авторĕсен 25 оперинче юланă. Опера арийĕсемпе, романссемпе, вырăс халăх юррисемпе мĕн чухлĕ концерт панă - шучĕ çук! Палăртса хăвармалла: нумай чух заводсемпе фабрикăсен цехĕсенче, колхозсемпе совхозсенче. çар чаçĕсенче вăл шеф концерчĕсем иттернĕ. Унăн йышлă гастроль çул çÿревĕсем Мурманскран Ташкент таран, Мускавран Сахалина çити тăсăлаççĕ. Тĕнчипе паллă юрăç, Мускаври Пысăк театр солисчĕ, СССР халăх артисчĕ пулса тăрсан та вăл хăйĕн ентешĕсене манман. Унăн Мускаври хваттерĕнче Чăваш Енрен пынă хăнасем час-часах пулнă. Максим Дормидонтович хăй те тăван ене пĕрре кăна мар килнĕ - Шупашкарта, тăван Кольцовка ялĕнче юрланă. Вăл Чăваш радио хорĕпе тата Чăваш Енĕн тава тивĕçлĕ артисткипе А.Г.Казаковăпа пĕрле вырăс халăх юррисене юрлани /1956 ç. авăн/ яланлăхах асра юлнă. Юрăç пултаруллă аккомпаниаторпа Галина Максимовăпа - чăваш композиторĕн С.М.Максимовăн хĕрĕпе, Мускав филармонийĕн концертмейстерĕпе - пĕрле гастрольсенче нумай пулнă. Унăн репертуарĕнче Гаврил Федоровран çырса илнĕ чăваш халăх юррисем те пулнă. Вĕсенчен пĕрне вăл пĕррехинче Кремлĕн пысăк керменĕнчи йышăнура та юрланă.

Аслă ентешĕмĕрĕн, чăн-чăн вырăс юрăçин Максим Дормидонтович Михайловăн /1893-1971/ ячĕ Раççей музыка культурин историйĕнче яланлăхах юлĕ.

Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter