Никита Яковлевич Бичурин "Иакинф атте" – паллă китаевед

Никита Яковлевич Бичурин Раççейри наука китаеведенийĕн никĕслевçи шутланать. Иакинф манах тĕплĕ 100 ытла тĕпчев, статья, истори тата географи хайлавĕсен куçарăвĕсен авторĕ. Никита Яковлевич китаеведение парăннă, анчах вăл ĕçленĕ ыйтусем çак наука картинчен чылай анлăрах пулнă. Вăл 40 çул ытла Азири çĕр-шывсене - Китая, Тибета, Маньчжурие, Монголие, Хĕвел тухăç Туркестана тата Вăтам Азие - тĕпченĕ, хăйĕн пурнăçĕн çуррине çак ĕçе халалланă.

Нимĕнпе та пăлăрса тăман чăваш дьяконăн çемйинчен тухнăскер, Иакинф атте /Никита Яковлевич Бичурин/ хушаматне хăй 1777 çулта çуралнă ял ятĕнчен илнĕ. Хусанти тĕн семинарийĕнче, 1797 çулта Академи туса хунăскерте, вĕреннĕ çулсенче вăл латыне, грек тата француз чĕлхисене ăса хывнă. Унăн тĕлĕнмелле пултарулăхне, çирĕп ас тăвăмне чиркÿ пуçлăхĕсем те асăрханă. 1799 çулта Академие пĕтерсен Н.Я.Бичурина кунтах грамматикăпа риторика вĕрентме хăварнă. Çулталăкран вăл манах пулса тăнă, Иакинф ят йышăннă. 1802 çулта архимандрит санне илсен Иакинф аттене Иркутска янă, Вознесени мăнастирĕн настоятельне тата унти семинари ректорне çирĕплетнĕ. Çакă 25 çултах архимандрит санне йышăннă çамрăк священникĕн чаплă карьеринче чăннипех пысăк пĕлтерĕшлĕ пулнă. Семинаристсемпе хирĕçнĕ май вăл мăнастире ертсе пырассинчен пăрăннă, сансăр юлнă, ăна чиркÿре кĕлĕ ирттермелли правăсăр хăварса Тобол мăнастирне риторика вĕрентме янă.

Çак вăхăтра Цин династийĕ хуçаланакан Китая Петербургран Ю.А.Головкин граф Раççейĕн дипломати миссине ертсе кайнă. Унăн тĕллевĕ Маньчжури императорне престола I Александр йышăнни çинчен пĕлтересси пулнă. Унпа пĕрле черетлĕ 9-мĕш Тĕн Миссийĕ те çула тухнă, ăна Аполлос архимандрит ертсе пынă. Палăртни вырăнлă: çав вăхăтра мисси Ази регионĕнчи лару-тăру пирки информаципе тивĕçтерекен шанчăклă пĕртен пĕр çăл куç пулнă. 1805 çулхи авăн уйăхĕнче мисси Иркутска çитнĕ. Иакинф аттепе паллашнă хыççăн Головкин çапла пĕтĕмлетÿ тунă: ăспа палăрсах тăман тата сахал вĕреннĕ Аполлос вырăнне анлă тавра курăмлă тата сумлă Иакинф миссишĕн лайăхрах пуçлăх пулмалла. Ун чух Раççей çĕрĕн интересĕсене тĕпе хурса Иакинф аттене мисси пуçлăхне çирĕплетессипе çыхăннă уçăмсăрлăх икĕ çула тăсăлса каясси пирки никам та шухăшламан. Çапах çирĕплетнĕ-çирĕплетнех. 1807 çулхи утă уйăхĕнче 9-мĕш Тĕн Миссийĕ Иркутскран тухнă - патша палăртнă тĕллевсене пурнăçлама. Авăн уйăхĕнче Китай чикки урлă каçнă.

Çак самантран тытăнса Иакинф атте "кунĕн-çĕрĕн" ĕçленĕ. Хăйĕн 1810 çулхи нарăсра Синод обер-прокурорĕн А.Н.Салтыковăн ячĕпе янă çырăвĕнче вăл çапла пĕлтернĕ: "Китай тата Маньчжури чĕлхисемсĕр пуçне вăхăт мана тата мунгал /монгол/, тибет, корея чĕлхисене те вĕренме май парать" /1/. 1814 çулта вăл китай-вырăс словарьне кăларнă, унта япаласене тĕплĕн çырса кăтартнă, ăна кайран та 10 çул хушши пуянлатса пынă. Тĕрĕссипе, словарь çĕр-шывпа паллаштаракан кăларăм пулнă, Китай тулашĕнче унашкалли урăх пулман.

Нумай тÿснĕ - пурнăç тăршшĕпех Валаам утравĕ çинчи мăнастирте хупăнса пурăнасси таранах. 1825 çулта Иакинф атте Петербурга таврăннă. Çакăншăн I Николай император престола йышăннине тав тумалла - вăл резолюци кăларнă: "Иакинф Бичурин манаха Ази департаменчĕн йышне кĕртес" /2/.

1828 çулта унăн Китай чĕлхинчен куçарнă "Описание Тибета в нынешнем состоянии" ĕçĕ кун çути курнă, ăна Иакинф атте асăрхаттарусемпе, ăнлантарусемпе кăларнă, карттă та пулнă. Кĕнеке анлă сарăлнă, ăна французла та куçарнă. Çав çулах "Записки о Монголии" тухнă, унта Иакинф 1821 çулта Пекинран Кяхтăна таврăннă чух çул çинче çырса пынисене никĕсе хывнă. Çак ĕçе Петербургри сумлă тĕпчевçĕсем пысăка хурса йышăннă, кĕçех ăна французла тата нимĕçле куçарнă. Иакинф аттене Вăтам Азие питĕ лайăх пĕлекен çын вырăнне хурса хакланă, 1828 çулхи раштавра Раççей Наукăсен академине суйланă, вăл Хĕвел тухăç литературипе аваллăхĕн разрячĕпе член- корреспондент пулса тăнă.

1832 çулта Хĕвел тухăç Çĕпĕрте экспедицире пулнă вăхăтра вăл китайларан "История Тибета и Хухунора" куçарса пĕтернĕ, çавăн пекех "Сань хэ бяньлань" монгол словарĕн куçарăвне вĕçленĕ.

Кяхтăра икĕ çула яхăн пулнă, унтан Петербурга таврăнсан Иакинф атте 1833 çулта "История Тибета и Хухунора с 2282 года до р.х. и до 1227 года по р.х. в 2-х частях" кĕнеке кăларать, унта Тибетăн Çурçĕр-хĕвел тухăç пайĕн истори картти, алфавит тата географи кăтартăвĕсем те пулнă.

Иакинф атте калмăк халăхĕн историйĕ çинчен çырнине А.С.Пушкин та тивĕçлипе хакланă, унпа вăл "Пугачев историйĕсене" çырнă чух усă курнă. "Калмăксем тарни çинчен тĕп-тĕрĕс çырса кăтартнăшăн пирĕн Иакинф аттене тав тумалла, вăл тĕплĕ пĕлни тата тÿрĕ кăмăлпа ĕçлени пирĕнпе Тухăç хушшинчи хутшăнусене яр-уççăн çутатнă", - çырнă Пушкин.

Хăйĕн пурнăç тăршшĕпех самантлăха та чарăнман наука ĕçне вăл 1851 çулта нумай çул хатĕрленĕ "Собрание сведений о народах, обитавших в Средней Азии в древние времена" кĕнеке кăларса вĕçленĕ, ку ĕçе çав çулах Демидов премийĕпе чысланă.

Иакинф атте тăрăшнипе Раççейĕн мал шухăшлă çыннисем Ази çĕр-шывĕсемпе халăхĕсем, историйĕпе экономики тата культури çинчен лайăх пĕлме пуçланă.

Иакинф атте 76 çула кайса 1853 çулхи çу уйăхĕн 11-мĕшĕнче Александр Невский лавринче вилнĕ. Ăна тепĕр кунне лавра масарĕнче пытарнă, сăпайлă палăк паян кунчченех упранать. Унта "Иакинф Бичурин" тесе çырнă, кăшт аяларах Китай иероглифĕсемпе вертикаль майлă çапла палăртнă: "Чапне ĕмĕрлĕхе хăварнă истори ĕçĕсемпе яланах тăрăшса ĕçленĕ". Малалла: "1777 çуралнă - 1853 çу 11 вилнĕ".

Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter