П.Е.Егоров – XVIII ĕмĕрти талантлă архитектор

Петр Егорович Егоров архитектор 1731 çулта çуралнă, национальноçĕпе - чăваш. Архитектура историне халалланă ĕçсенче, искусство ыйтăвĕсемпе çырнă кăларăмсенче, Санкт-Петербургри Çуллахи садăн чаплă карти пирки çырнă чух Петр Егоров архитектор ятне асăнаççех. И.Г.Грабарь академик çак картана архитектурăпа декораци искусствин пĕтĕм Европăра та урăх çук çитĕнĕвĕ тесе хакланă.

Тĕттĕм чăваш ялĕнчи ача мĕнле майпа Санкт-Петербурга лекнĕ, Пĕрремĕш Петĕр "Парадиз" ят панă патша хулине çĕклемешкĕн хутшăнма пултарнă-ха? Егор Леонтьевич Дадиани кнеçĕн /1683-1765 çç./ Чулхула уесĕнче ялсем пулнă. Шăпах унта эпир пĕлмен лару-тăрура чăваш ачи унăн çемйине лекме пултарнă. Дадиани çемйинче пуçламăш пĕлÿ илнĕ хыççăн вăл 1755 çулта кнеç рекомендацийĕпе Петербурга "архитектура наукине" вĕренме килнĕ. П.Егоровăн эпир пĕлекен пирвайхи ĕçĕ 1763 çулта çуралнă. II Кĕтерне императрица Пярну хули урлă иртнĕ май унта чиркÿ тума шантарнă. Çак тĕллевпе хулана архитектор пулăшуçине Петр Егорова янă. Çав çулхи чÿк уйăхĕн 13-мĕшĕнче Петр Егоров чиркÿ проекчĕпе сметине императорăн çурт-йĕр канцелярине панă. Пярнури "Турă амăшĕн Успени" чиркĕвĕ /каярахпа "Екатерина чиркĕвĕ" пулса тăнă/ Прибалтика архитектурине пысăк витĕм кÿнĕ. Унăн тĕслĕхĕпе Тарту, Курасааре хулисенче, ытти çĕрте чиркÿсем тунă. Çакă та интереслĕ: Ригăра XVIII ĕмĕр варринче тунă чаплă Петĕрпе Павăл чиркĕвне те çак тĕслĕхпех çĕкленĕ.

1766 çултан тытăнса Петр Егоров императорăн çурт-йĕр кантурĕ çумĕнчи шкула ертсе пынă. Маларах çак ĕçре паллă архитекторсем Ж.Леблон, М.Земцов, С.Волков вăй хунă, тĕрлĕ вăхăтра унта И.Коробов, В.Растрелли, Ж.Валлен-Деламот тата ыттисем вĕрентнĕ.

1768 çулта юмахри пек илемлĕ Мрамор керменĕн строительствине пуçланă. Вăл хăйне евĕрлĕ отделкăпа уйрăлса тăрать: тĕрлĕ тĕслĕ мраморпа тата гранитпа илемлетнĕ - çавăнпах çак ята илнĕ. Авторĕсем - Итали архитекторĕ А.Ринальди тата П.Егоров. Петр Егорович строительствăна та ертсе пынă.

Çапла вара 1770 çулта Çуллахи сад картине тума тытăннă тĕле Егоров пиçсе çитнĕ, çав вăхăтри архитекторсен хушшинче палăрма ĕлкĕрнĕ ăста пулнă ĕнтĕ. 1768 çулта пĕр документра Ю.Фельтен, А.Квасов тата С.Волков ăна çапла хакланă: "Архитектурăра, плансемпе фасадсене ÿкерессинче те, практикăра та, питех те лайăх пĕлет".

Çуллахи сад картине 15 çул тунă. Архивсенчи йышлă документсем çирĕплетнĕ тăрăх, ăна Петр Егоров проектланă, вăлах строительствăна ертсе пынă. 2 çул хушшинче Петр Егорович Г.А.Спиридоновпа А.Н.Сенявин адмиралсен çурчĕсене çĕнетмелли проектсем хатĕрленĕ. 1774-1775 çулсенче çурт-йĕр кантурĕ Фельтенпа Егорова Иордани - чиркÿ йăлисене пурнăçламалли ятарлă пÿлĕм - проекчĕсене хатĕрлеме хушнă. Çав пÿлĕмсен П.Егоров пурнăçланă чертежĕсен икĕ варианчĕ упранса юлнă. Вĕсем историпе художество тĕлĕшпе интереслĕ, пысăк пĕлтерĕшлĕ. Ахальтен мар ĕнтĕ çав чертежсемпе 1911 çулта архитектурăн истори куравĕнче те паллаштарнă.

1779 çулта Петр Егоров Санкт-Петербургри "Хăйăр çинчи" Раштав чиркĕвĕн проектне хатĕрлесе строительство пуçарать. Ăна тăхăр çула яхăн тунă. Анчах чиркÿ упранса юлман. В.Маслов /1887 ç./, А.Корольков /1898 ç./ кĕнекисенче çырса кăтартни тата фотоÿкерчĕксем тăрăх хаклас тăк вăл ытарайми архитектура палăкĕ пулнă.

П.Егоров проекчĕпе Мрамор керменĕн служба корпусне тунă. Каярахпа ăна темиçе хут та çĕнетнĕ, вăл малтан мĕнле пулнине гравюрăсем тăрăх çеç хаклаятпăр. Корпус илемлĕ, Мрамор керменпе пĕр сăнлă пулнă. XVIII ĕмĕр вĕçĕнчи паллă автор И.Георги çурт пирки "кунти пек питĕ илĕртÿллисем сайра пулаççĕ" тесе çырнă. Нева тата Марс уйĕ енчен те служба корпусĕ П.Егоров тунă картапа çыхăнать.

Пурнăçĕн юлашки çулĕсенче П.Егоров Хусан Турă амăшĕн чиркĕвĕ çумĕнчи "священнослужительсен çурчĕсен" проекчĕсене, Нева çыранĕ çинчи складсен, çурт-йĕр кантурĕн çĕнĕ çурчĕн /çак проекта тума конкурс никĕсĕ çинче çав вăхăтрах паллă архитектора, пурте пĕлекен Таврически кермен авторне Иван Старова та хушнă/ проекчĕсене хатĕрленĕ, Штегельман банкир çуртне çĕнетме хутшăннă.

Егоров проектсем кăна хатĕрлемен, вĕренĕвĕн пирвайхи çулĕнчен тыăнсах вăл императорăн çурт-йĕр кантурĕн тĕрлĕ çурт-йĕр строительствине хутшăннă, çав шутра чаплă керменсене асăнма пулать - Хĕллехи кермен тата Смольнăй мăнастирĕ /В.Растрелли/* вăл Петергофра, Екатерингофра ĕçленĕ, Хĕллехи кермене хирĕç çуртсем çĕкленĕ, каярахпа вĕсене çĕнетсе К.Росси архитектор Тĕп штабăн капашсăр çуртне тунă, Петропавловск чиркĕвне çĕнĕрен тума хутшăннă.

Хăйĕн пурнăçĕн виçĕ теçетке çурă çулне Петр Егоров архитектурăна халалланă. Вăл XVIII ĕмĕрĕн хăйне евĕрлĕ пултарулăх кăтартуллă чи талантлă архитекторĕсенчен пĕри пулнă. Унăн проекчĕсемшĕн ансатлăх, илĕртÿлĕх, композицисен пĕтĕмĕшлĕхĕ, çирĕп шайлашулăх, ÿкерчĕксен пархатарлăхĕ - вырăс классицизмĕн архитектурин чи лайăх пахалăхĕсем - кăтартуллă.

Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter