Чӑваш Ен М-12 ҫулăн виҫҫӗмӗш транспорт тытӑмӗн строительстви валли ҫырнӑ заявкӑна пăхса тухса килĕшессе шанать

Чӑваш Ен М-12 ҫулăн виҫҫӗмӗш транспорт тытӑмӗн строительстви валли ҫырнӑ заявкӑна пăхса тухса килĕшессе шанать

Кун пирки Чӑваш Республикин Пуҫлӑхӗ Олег Николаев ГК «Автодор» правленийĕн председателĕпе Вячеслав Петушенкопа уҫă калаҫу ирттернĕ вăхăтра каланă, ҫакнашкал ĕҫе Йĕпреҫ районĕнче йĕркелеме май пулассине хыпарланă.   

"Транспортсем  ҫӳретмелли ҫĕнĕлĕхсем, паллӑ ӗнтӗ, ҫула кӗскетеҫҫӗ, логистика инфратытӑмне аталанăвĕнче пысӑк вырӑн йышӑнса тӑраҫҫӗ. Ҫакӑ ҫул-йӗр сервисне ҫĕнетме май  парать, экономикăна витĕм кӳрет", - палӑртнă регион Пуҫлӑхӗ.

 Хальхи вӑхӑтра "М-12 автомобиль ҫулӗн строительстви "Мускав – Чулхула – Хусан" "Европа – Хӗвеланӑҫ Китай " транспорт коридорне кӗрекен проект шайӗнче Чӑваш Ен территорийӗнче Ҫӗмӗрле тата Каҫал ен районӗсенче икӗ  объект тума палӑртнӑ.

Республика Пуҫлӑхӗ асӑннӑ инфратытӑм проектне пурнӑҫа кĕртсен Чӑваш Ене инвестицисем хывма кăмăл тăвакансен йышĕ ӳсессине, экономика аталанăвĕ те хăватланассине палăртнă.

ГК «Автодор»  правленийӗн председателӗ Вячеслав Петушенко Йӗпреҫ районӗнче объекта пурнăҫа кĕртме тĕллев лартнине ырланă. "Пирӗн специалистсем тĕпчесе хаклав парĕҫ. Эпир ҫак съезд кирлӗ пулассине курса тăратпăр, 90 процент килĕшетпĕр. Пĕтĕмлетӳ хыҫҫăн йышăнса хăварма та пултарассине иккĕленмĕпĕр», – тенӗ вӑл.

Аса илтеретпӗр, федерацин хӑвӑртлӑхлӑ трассине 2024 ҫулта тĕпрен хута яма палӑртаҫҫӗ. Унӑн пӗтӗмӗшле тӑршшӗ республикӑн территорийӗнче 90 ҫухрӑм ытла. Строительство  ĕҫне икӗ участока уйӑрнӑ. Тӗп тапхӑр – улттӑмӗш – Ҫӗмӗрле, Вӑрнар тата Йӗпреҫ районӗсенче пулать.  Объектсене пурнăҫлаканĕ  «ДСК «Автобан» АО шутланать.

Ҫиччӗмӗш тапхӑрпа Канаш, Тӑвай тата Каҫал ен районӗсене пурнăҫланĕ. Ӑна Автодорӑн  хушма предприятийĕ «СК Автодор» тулли мар яваплă общество пурнăҫлĕ.



21 мая 2021
09:14
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter