Чӑваш Ен Пуҫлӑхӗ Шупашкарти шкултан вӗренсе тухакансене юлашки шӑнкӑрав уявӗпе саламланă

Чӑваш Ен Пуҫлӑхӗ Шупашкарти шкултан вӗренсе тухакансене юлашки шӑнкӑрав уявӗпе саламланă

Ҫу уйăхĕн 21- мӗшӗнче  Шупашкарти 61-мĕш шкултан вĕренсе тухакан 97 ҫамрӑкшӑн та юлашки шӑнкӑрав  янăранă. Уяв мероприятине Чăваш Республикин Пуҫлăхĕ Олег Николаев хутшӑннă.

Кӑҫал унта 11-мӗш класра вӗренекен  97 ача шкул пӗтерет.  Ҫамрăк яш-кĕрĕмпе калаҫнӑ май Олег Николаев пурне те  саламланă, экзаменсене ӑнӑҫлӑ тытма сĕннĕ.

"Паян пур ҫул та сирӗншӗн уҫӑ, хӑвӑр тӗллевӗрсене пурнӑҫа кӗртмелли тата пурнӑҫламалли никӗс вара ҫакӑнта, шкулта, вӗренӳ ҫулӗсенче хывнӑ. Мӗнле те пулин процесӑн кирек мӗнле вӗҫӗ те  – ҫӗнӗ тапхӑр пуҫламӑшӗ, ҫакӑ вара ҫӗнӗ майсем уҫса парать. Сирӗн вӗрентекенсем пурнӑҫ ҫулӗ ҫинче канашҫӑсем пуласса шанатӑп. Вӗсем пекех, эпир те сирӗн ҫитӗнӗвӗрсене сӑнаса пырăпăр,  мухтанӑпӑр. Пурнӑҫӑн мĕнле те пулин тапхӑрĕ вĕҫленни ҫĕнни пуҫланнине пĕлтерет. Пысӑк ҫитĕнӳсем, экзаменра ӑнӑҫу сунатӑп", – тенӗ регион Ертӳҫи.

Чаплӑ линейкăра Олег Николаев  ҫитӗнекен ӑрӑва вӗрентес тата воспитани парас ӗҫри тава тивӗҫлӗ ӗҫсемшӗн Чӑваш Республикин Пуҫлӑхӗн тав ҫырăвĕпе вырӑс чӗлхипе литературине вĕрентекен Елена Таратинӑпа акӑлчан чӗлхине вӗрентекен Ольга Холоповăна чысланă.

Регион ертӳҫине вӗренӳ учрежденийӗн ҫитӗнӗвӗсемпе паллаштарнă. Шкулӑн вӑйлӑ енӗ "Информатика тата ИКТ".  Ачасем чăнласах та,  ку енĕпе хастар.  2019 ҫулта  асăннă шкул федерацин "Цифра экономики валли кадрсем" проект шайӗнче Раҫҫей Ҫут ӗҫ министерствин ҫӗнтерӳҫи пулса тӑнă, тата "Шкул вӗренӳ цифроКУБ" проекта пурнӑҫлама 6 млн тенкӗ виҫепе грант илнӗ. Вӗренӳ учрежденийӗ уйӑрнӑ укҫа-тенкӗпе виҫĕ информатика  пӳлĕмне паянхи пурнăҫпа килĕшсе тăракан хатĕрсемпе пуянлатнă. Хăнасемпе пĕрле Чăваш Ен Пуҫлăхĕ  республика тата федераци шайӗнчи конкурссемпе олимпиадӑсен ҫӗнтерӳҫисемпе курнăҫнă, ҫĕнĕлĕхсемпе паллашнă.

2021 ҫулта  ака уйăхĕнче  "Раҫҫей Федерацийӗн гражданӗсене патриотла воспитани парас" проекчӗн шайӗнче Раҫҫей Ҫут ӗҫ министерствин конкурсӗнче ҫӗнтерӳҫĕ пулнă тата 10 млн тенкӗ виҫепе грант илнӗ.  Пысăк тĕреве Атӑлҫи тӑрӑхӗнчи халӑхсен культурипе йӑли-йӗркине вӗренме тăкаклĕҫ.

"Эпир экспедици пĕтĕмлетĕвĕсем тăрăх хамӑр пухнӑ материалсене тӗпе хурса цифра ресурсӗсем тӑвӑпӑр", – палӑртнă шкул директорӗ Наталья Гурьева. Ҫавӑн пекех вӑл Чӑваш Республикин Пуҫлӑхне вӗренекенсене профильлӗ хатӗрленнине те каласа панă, аслă шкулсемпе, предприятисемпе тачă ҫыхăнура пулнине пĕлтернĕ.

Республика Пуҫлăхĕ хăйĕн сăмахĕнче вĕрентӳ учрежденийĕ федераци укҫи-тенкине явăҫтарассипе активлă ĕҫленине палăртнă, пуҫаруллă проектсене пурнăҫа лайăх кĕртнине каланă.  

Чӑваш Ен Пуҫлӑхне тата ытти хисеплӗ хӑнасене  шкулти апат-ҫимӗҫпе паллаштарнă. Директор каланӑ тӑрӑх, столовӑйри персонал учреждени штатне кӗрет. «Шкул администрацийӗ вырӑнти тавар туса илекенсенчен апат-ҫимӗҫ туянма тӑрӑшать, вĕсен пахалăхĕ те пысăк», - тенĕ директор сăмаха ҫавăрса.



21 мая 2021
17:38
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter