Олег Николаев кăшăл вирус инфекцине хирӗҫ вакцинаци тума хистенӗшӗн явап тыттарасси ҫинчен каланă
Ҫу уйăхĕн 21-мĕшĕнче Коронавирус чирӗн инфекцийӗ сарăлассине чарас енĕпе ĕçлекен оперативлă штабăн черетлĕ ларăвĕ иртнĕ. Ăна Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Олег Николаев ертсе пынă. Кун йĕркинчи ыйту - халăха прививка тăвасси. Ҫынсем час-часах хăйсене хистесе вакцинаци тутарнине асăнаҫҫĕ. Ку тӗлӗшпе кашни ҫыннӑн хăйĕн ирĕкĕ пулмаллине чĕнсе каланă республика Пуҫлăхĕ.
Канмалли кунсенче куçса çӳрекен вакцинаци пункчĕсем ĕçлеççĕ. Калăпăр, хуласенчи суту-илӳ центрĕсенче халăх хастар прививка туни сисĕнет. Организаци-предприятисенче те прививка тăвасси вăй илсех пырать.
«Халăха вакцинăсемпе вăхăтра тивĕҫтересси пирӗн тĕп тĕллевсенчен пĕри пулмалла. Ҫынсене, паллах, прививка тума хистемелле мар. Ӑна тума кашни ҫын хăй ирĕкĕпе килӗштӗр. Енчен те хистесе прививка тӑваҫҫĕ пулсан, кун ҫинчен ҫийӗнчех ятарлă службăсене пӗлтермелле, айӑплисене явап тыттарăпăр», - тенĕ регион Ертӳҫи.
Чăваш Республикин Сывлăх сыхлавĕн министерстви пĕлтернĕ тăрăх, республикăна 123994 доза вакцина илсе килнĕ. Апла пулсан COVID-19 чирĕпе кĕрешме медицина хатĕрĕ ҫителĕклĕ. Кăшăл вирус инфекцийĕнчен асăрханас шутпа 97 пин ҫын прививка тунă, ҫакă планпа пăхнинчен 16,6 процент шутланать.
«Кăтартусем япăх мар, анчах та хăвăртлăха ӳстермелле. Паянхи куна илес пулсан специалистсем социаллă сферăра, право хуралĕнче ĕҫлекенсем прививка хастар тунине палӑртаҫҫӗ. Шкулсенче, пасарта, суту-илӳ центрĕсенче те вакцинаци тума ятарласа условисем йĕркеленĕ. Медицина ĕҫченĕсем мĕнпур мерăсене пăхăнса ĕҫлеҫҫĕ», - тенӗ сывлăх сыхлавĕн министрĕ Владимир Степанов. Сăмах май, вӑл прививка тăвассипе лайăх ĕҫлекен муниципалитетсене те асăнса хăварнă. Хĕрлĕ Чутай, Красноармейски, Вăрнар, Шăмăршă, Канаш, Сĕн-тĕрвăрри районĕсенче пурăнакансем тунă вакцинаци кăтартӑвӗ 21 процентран та иртнĕ.
Канашлура хăш-пĕр муниципалитет администрацийĕсен ертӳҫисен докладне итленĕ. Халăх Шупашкарта, Ҫĕнĕ Шупашкарта Вăрмарпа Шупашкар районĕнче прививка тăвасшăн марри сисĕнет. Кун пирки тĕплĕнрех асăннă муниципалитетсен ертӳҫисем хыпарланă. Ял поселенийĕсенче ҫынсене кирлӗ хыпарсене вăхăтра пĕлтерсе тăма чĕнсе каланă ларăва пухăннисем. Республика Пуҫлăхĕ те ҫавнах каланă.
«Халĕ ялсенчи ҫĕр ĕҫченĕсем ырми-канми уйра тăрăшнине пӗлетӗп. Вакцинаци тӑвасси ҫинчен шăнкăравласа калама вĕсем, тен, манаҫҫĕ те пулĕ. Апла пулсан каҫ кӳлĕм вĕсем патне ятарласа ҫула тухсан аван пулнă пулĕччĕ. Хăш-пĕр муниципалитетсем кун пек меслетпе ĕҫлеҫҫӗ те ӗнтӗ. Вĕсем халăх ыйтнине пурнăҫлаҫҫĕ. Палӑртнӑ вăхăта калаҫса килĕшсе ҫынсене сиплев учрежденийĕсене ятарлă транспортпа илсе ҫитерни вырӑнлӑ пулмалла.», - тесе каланă хăйĕн сăмахĕнче Чăваш Ен Пуҫлăхĕ.
Пĕтĕмĕшле калас пулсан, республикăра лару-тăру йĕркеллĕ. Пур-пĕрех тимлĕхе ҫухатма юрамасть, асăрхануллă пулмалла.
«Усал чир-чĕр тата та килме пултарĕ. Кашни ҫын хăйĕн сывлăхĕшĕн яваплă. Кун пирки манма юрамасть. Профилактика мерисене ҫирĕп пăхăнмалла, йĕрке пăсма никамăн та ирĕк ҫук», - тенĕ Чăваш Ен Пуҫлăхĕ.