Петербургри экономика форумӗнче Чӑваш Ен Пуҫлӑхӗ вунӑ килӗшӗве яхӑн алӑ пусĕ

 Чăваш Республикин Пуҫлăхĕ Олег Николаев Петербургра иртекен Пĕтĕм тĕнчери экономика форумне хутшăнать. Унта вӑл палӑртса хунӑ план тӑрӑх  вунă килĕшĕве алă пусса ҫирĕплетме тӗллев лартать.  Экономика форумĕнче   «Роскосмос» патшалăх корпорацийĕпе килĕшӳ тума палăртнă. Кунсăр пуҫне «ЭР-Телеком Холдинг» АО   ĕҫлĕ ҫыхăнусене анлӑлатмалли килĕшĕве  те алă пусса ҫирĕплетесшĕн.

Ӑна Чӑваш Республикинче цифра трансформацине ӗҫе кӗртес тата хула хуҫалӑхне цифрӑламалли "Ӑслӑ хула" ведомство проектне пурнӑҫлас, ҫыхӑну пулӑшӑвӗсен майӗсене халӑх сахал пурӑнакан вырӑнсенче тата пурте усӑ куракан автомобиль ҫулӗсен трассисен тӑрӑхӗсенче ӳстерес, "Хӑрушсӑр хула" аппаратпа программа комплексӗпе усӑ курассине малалла аталантарас тӗллевпе ҫирӗплетме палӑртнӑ.

Ҫавӑн пекех "Синергия" университетпа Килĕшӳ тӑвассине плана кĕртнĕ, унӑн витӗмӗпе вӗренӗве, предпринимательлӗхе тата туризма аталантарма пулӑшас, инвестици проекчӗсене пурнӑҫлас енӗпе килӗштерсе ӗҫлеме тӗллев лартаҫҫӗ.

Республика Пуҫлӑхӗ регионсем хушшинчи ҫыхӑнусен шайӗнче Пенза облаҫӗн Правительствипе суту-илӳпе экономика, наукӑпа техника, социаллӑ пурнӑҫпа культура енӗпе килӗштерсе ӗҫлесси ҫинчен калакан килӗшӗве тата  Чӑваш Республикин Министрсен Кабинечӗпе Крым Республикин Министрсен Канашĕ хушшинчи суту-илӳпе экономика, наукӑпа техника, социаллӑ сферăпа культура  енӗпе 2021-2023 ҫулсенче килӗштерсе ӗҫлесси ҫинчен калакан килӗшӗве пурнӑҫламалли мероприятисен планне алӑ пусма палӑртать.



21 мая 2021
10:37
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter