Ял хуҫалӑхӗ валли трактор кӑларма тытӑнӗҫ

«Трактор савучӗсем» концерн Шупашкарта ҫӗнӗ йышши тракторсем кӑларма пуҫлӗ. Ҫав енӗпе Раҫҫейӗн Промышленность министерстви унччен конкурс ирттернӗ.

Концерн производствӑн ҫӗнӗ хӑвачӗ ҫине тухӗ. Ҫулталӑкра 8 пин ял хуҫалӑх тракторӗ кӑларма пуҫласшӑн. Кашни техникӑн двигателӗн хӑвачӗ — 40-90 лаша вӑйӗ. Ку производствӑна уҫни ҫӗнӗ ӗҫ вырӑнӗсем йӗркелеме май парӗ. 500 ӗҫ вырӑнӗнчен пуҫласа 700 ӗҫ вырӑнӗ таран пулӗ.

Пӗчӗк тата вӑтам хӑватлӑ, урапаллӑ тракторсем кӑларассине Чӑваш Енӗн социаллӑ пурнӑҫӗпе экономика аталанӑвӗн комплекслӑ программине кӗртнӗ. Унӑн хакӗ — 2 миллиард тенкӗ ытла.



Чăваш халăх сайчĕ
21 мая 2021
12:49
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter