3 çултан пуçласа 7 çулчченхи ачасемшĕн социаллă тӳлеве илес тесе ҫынсем заявленисен 90 процентне ытла электронлă майпа ҫырса хатӗрленĕ

3 çултан пуçласа 7 çулчченхи ачасемшĕн социаллă тӳлеве илес тесе ҫынсем заявленисен 90 процентне ытла электронлă майпа ҫырса хатӗрленĕ

Правительство ҫуртĕнче кашни эрнере пулакан планеркăра виҫĕ ҫултан пуҫласа ҫичĕ ҫула ҫитичченхи ачасене (7 ҫултисене те кӗртсе) уйăхсерен пама палӑртнӑ укҫа-тенкӗ пулăшӑвӗпе ҫыхӑннӑ ыйтусене сӳтсе явнă. 

Чăваш Республикин Пуҫлăхĕ Олег Николаев хăйĕн сăмахĕнче тĕрлĕ категорири граждансене патшалăх енчен тĕрев парасси приоритетлă ыйтусенчен пĕри пулнине асăннă.  Сахал тупăшлă ҫынсене социаллă пулăшу парас тесе Правительство хас-тарлӑн тăрăшнине те асăннă вăл сăмаха малалла тăснă май.

«Енчен те ҫынсем пулӑшу ыйтса ҫырупа тухман, анчах та  патшалăх тĕревне тивĕҫлĕ пулсан, вĕсене социаллă пулăшу мерипе пур-пĕрех тивӗҫтермелле. Ку енӗпе хăйне евĕр ҫирĕп йĕрке туса хатĕрлемелле. Асӑннӑ ĕҫе пуҫарса ямалли самантчен вăхăт нумаях юлмарĕ. Мĕнпур мерăсене пăхăнса тӗллеве пурнăҫа кĕртме тăрăшмалла», - тенĕ регион Ертӳҫи. 

Чăваш Республикин ĕҫлевпе социаллă хӳтлĕх министрĕ Алена Елизарова ҫынсем тӑратнӑ заявленисен 90 процентне ытла электронлă майпа ҫырса хатӗрленине асăннă.  Ака уйăхĕн 1-мĕшĕнчен пуҫласа халăхран пĕтĕмпе 24 пин ытла заявлени илнӗ.  Специалистсем 9,5 пин документа пăхса тухма та ĕлкĕрнĕ. Вĕсенчен 4075-шне патшалăх пулăшăвне тивĕҫлĕ тесе йышӑннă, 5400 заявление пăхса тухнă хыҫҫăн хуҫисене каялла тавăрса панă.  Вӗсем тӳлев уйӑрса памалли критерисене тивӗҫтерменнине палӑртнă специалистсем. 

Чăваш Республикин Пуҫлăхĕ Олег Николаев пиллĕк тата унтан та ытларах ачаллă ҫемьесене социаллӑ пулӑшу парасси пирки чарăнса тăнă.  Правительство членĕсене ыйтăва тарăн тишкерме, асăннă категорири граждансене патшалăх енчен тĕрев памалли йĕркене палӑртакан ĕҫ хутне хатĕрлеме хушнă. Нумай ачаллă ҫемьесенче тепӗр чухне тӗрлӗ йывăрлăх сиксе тухать, ҫавӑнпа та вĕсене пулăшу пани вырăнлă пулĕ тесе шутлаҫҫĕ пуҫлăхсем.

Шкулсенче ачасем экзаменсем тытма хатĕрленеҫҫĕ. Ҫакӑн ҫинчен тĕплĕнрех Чăваш Республикин Министрсен Кабинечĕн Председателĕн ҫумĕ – вĕренӳ тата ҫамрăксен политикин министрĕ Алла Салаева тĕплĕн каласа кăтартнă. Паянтан пуҫласа ачасем тĕп экзаменсем тытма пуҫланă. 9-мĕш класра вĕренекенсем вырăс чĕлхи тата математика предмечӗсемпе экзамен тытаҫҫĕ. Кăҫал асӑннӑ экзаменсене пурĕ 12,3 пин ача ытла тытать. 

11-мĕш класра вĕренекенсем ҫу уйăхĕн 31-мĕшĕнчен пуҫласа патшалăхăн пĕрлехи экзаменне тытма пуҫлаҫҫĕ, республикăра 6343 ача ППЭ тытĕ.  

Экзаменсем тыттарма Роспотребнадзор сĕнĕвĕсене шута илсе ҫирĕп йĕркепе хатӗрленнине пĕлтернĕ Алла Салаева хăйĕн сăмахĕнче.

«Пурне те экзаменсенче ăнăҫусем сунатăп. 61-мĕш шкулти юлашки шăнкăрав вӑхӑтӗнче те ҫаплах каланăччĕ ачасене.  Экзаменсене лайăх тытмалла пултăр», - тенĕ тепĕр хут Олег Николаев

Ҫуллахи тапхăр тата шыва кĕмелли вăхăт ҫывхарать. Ҫак ыйту та кун йĕркинче ҫивĕч тăрать. Халăха хăрушсăрлăхпа тивĕҫтересси – тĕп приоритетсенчен пĕри. Тимлĕхе ҫухатма юрамасть, пурнăҫра асăрхануллă пулма пĕлмелле.

Петербургра иртекен Пĕтĕм тĕнчери экономика форумне Чăваш Республикинчен сумлă делегаци каять.  Ҫак пысăк мероприятипе ҫыхăннă ыйтусене те тарăннӑн сӳтсе явнă паянхи канашлура, тивĕҫлĕ йышăнусем туса хăварнă.



24 мая 2021
15:06
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter