Ҫӗрпӳ районӗнче сӗт-ҫу ферми тӑвас енӗпе инвестициллĕ пысăк проект пурнӑҫланать

Ҫӗрпӳ районӗнче сӗт-ҫу  ферми тӑвас енӗпе инвестициллĕ пысăк проект пурнӑҫланать

Ялсенче хальхи пурнăҫпа килĕшсе тăракан  сӗт-ҫу фермине уҫни унти ӗҫӗн тупӑшлӑхӗпе кăсăклăхне ҫирӗплетет. Кун пирки Чӑваш Республикин Пуҫлӑхӗ Олег Николаев Ҫӗрпӳ райо-нĕнче  ĕҫлĕ ҫул ҫӳревре пулнă чухне каланă. Унта вăл «ВДС» тулли мар яваплă общество ĕҫ-хĕлĕпе паллашнă, кунти пысăк инвестици проекчӗ районшăн кăна мар, республикăшăн та пĕлтерĕшлĕ тенĕ. Ертӳҫĕсем строительство тытăмĕпе кăсăкланнă, ҫĕнĕлĕхсене курса ĕненнĕ. 

Ĕҫлĕ ҫул-ҫӳревре Чăваш Республикин Пуҫлăхĕпе Олег Николаевпа пĕрле Раҫҫей Феде-рацийĕн Патшалăх Думин депутачĕ, Финанс енĕпе ĕҫлекен комитет председателĕ Анатолий Аксаков, Чăваш Республикин Министрсен Кабинечĕн Председателĕн ҫумĕ – ял хуҫалăх министрĕ Сергей Артамонов, Сергей Павлов, Юрий Попов, Николай Курчаткин Чăваш Республикин Патшалăх Канашĕн депутачĕсем, «Воддорстрой» ТМЯО генеральнăй директорĕ Анатолий Федоров пулнă. Хăнасем фермăра ĕҫлекенсемпе курса калаҫнă. Сӑмах май, хуҫалăх 500 ĕне тытать, вĕсене  пĕтĕмпе 200 млн тенкĕ парса туяннă.   

2020 ҫулта Чӑваш Республикинче 436,8 пин тонна сӗт суса илнĕ,  ку вӑл маларахри ҫултан 3,3% нумайрах. Асӑннӑ кӑтартупа Чăваш Ен  федерацин Атӑлҫи округӗн субъекчӗсен хушшинче иккӗмӗш вырӑн йышӑнать. Чӑваш Енре ял хуҫалӑх выльăх-чĕрлĕхӗн тухӑҫлӑхӗ пысӑкланать. Вӑтам сӑвӑм кӑтартӑвӗ пӗлтӗр (пӗр ӗне пуҫне) 6467 кг танлашнă, кӑтарту пилӗк ҫул хушшинче 30,6% ӳснĕ.

Пӗлтӗртенпе республикӑра хушма хуҫалӑхсене пулӑшу памалли программа вăя кĕнĕ. Кашни сӑвакан ӗнешӗн субсиди тӳлеҫҫĕ. Чӑваш Ен Пуҫлӑхӗн йышӑнӑвне пула ку тĕрев кӑҫал та сыхласа  юлнă. Кунсăр пуҫне регионта кашни ҫулах выльӑх-чӗрлӗх усрамалли пысăк комплекссем хута яма тĕллев лартнă. Вӗсенче 5 пинрен кая мар выльăх пулмалла.

"Республика Правительствишӗн кашни гектар ҫӗрпе тухӑҫлӑ усӑ курни пĕлтерĕшлĕ. Пуринчен ытла ҫакӑ сӗт-ҫу фермисене пырса тивет. Кашни муниципалитет пӗрлӗхӗн инвестици паспорчӗсене пурнӑҫланӑ чухне  тухăҫлă вырăнсем суйласа илмелле, Чӑваш Республикинче продукци  туса хатӗрлеме май пултӑр тесе условисем йĕркелемелле", – палӑртнă регион Ертӳҫи хăйĕн сăмахĕнче. 

Олег Николаев ҫакна палӑртнӑ: Чӑваш Ен аграрийӗсем ҫавнашкал инвестици проекчӗсене пурнӑҫланӑ чухне, фермăсем тунӑ чухне, Раҫҫей Федерацийĕн Ял хуҫалăх министерстви ирттерекен конкурссене хутшăнса, тăкаксен пĕр пайне саплаштарма укҫан пулăшу илме те пултараҫҫӗ. Енчен те комисси организацие суйласа илсен, саплаштару 41 процентпа танлашать (25% - федераци бюджечӗ, 16% – республика бюджечӗ).  Конкурс урлӑ иртеймесен – республика бюджетӗнчен 30% ҫеҫ пулĕ.

"Ҫӗнӗ производствӑсем ял ҫыннисене  пысăк ӗҫ укҫипе тивӗҫтереҫҫĕ. Вӗсем  республика бюджетне те витĕм кӳреҫҫĕ. Бюджетӑн хушма тупӑшӗсем вара социаллӑ сферӑна тата ытларах укҫа-тенкӗ хывма май параҫҫӗ. Инфратытăма ҫĕнетсе улăштарма та аван пулĕ.   Ҫаксем пурте пӗрле ҫынсен пурнӑҫ условийӗсене улӑштараҫҫӗ. Ҫапла вара эпир ялӑн ҫӗнӗ сӑнарне йӗркелетпӗр тата тӗп тӗллеве пурнӑҫа кӗртетпӗр – хулара та, ялта та пурнӑҫ условийӗсем  пĕр тан пулĕҫ", - палӑртнă Чӑваш Ен Пуҫлӑхӗ Олег Николаев.

Республика Ертӳҫи "ВДС" предприяти ӗҫченӗсемпе тӗл пулнӑ вӑхӑтра регионти ял тер-риторийӗсене аталантармалли программӑсем ҫинчен каласа панă тата Ҫӗрпӳ районӗнчи Чурачăк ялӗнче ҫитес икӗ ҫул хушшинче ҫӗнӗ шкул хута ярасси ҫинчен пӗлтернĕ.

"Пӗр уйӑх каялла эпӗ ҫак шкулта пултӑм, унӑн ҫурчӗ мӗнлерех шайра пулнине питӗ лайӑх пӗлетӗп. Эпир хамӑр ҫине ҫакӑн пек яваплӑх илтӗмӗр, паян та шантаратӑп: ҫитес икӗ ҫул хушшинче Чурачӑк ялӗнче ҫӗнӗ шкул хута кайĕ", – палӑртнă регион Ертӳҫи.



24 мая 2021
08:40
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter