Чӑваш Ен прокуратури республика Правительствин нормативлӑ право акчӗсен проекчӗсене виҫӗ хут хӑвӑртрах пӑхса тухма килĕшнĕ

Чӑваш Ен прокуратури республика Правительствин нормативлӑ право акчӗсен проекчӗсене виҫӗ хут хӑвӑртрах пӑхса тухма килĕшнĕ

Тивӗҫлӗ килӗшӗве Чӑваш Республикин Пуҫлӑхӗ Олег Николаев тата Чӑваш Республикин прокурорӗ Андрей Фомин алӑ пуснӑ.

Документ право акчӗсен проекчӗсене пăхса тухса килĕшӳллӗ тума уйӑрнӑ вӑхӑта 30 кунран пуҫласа 10 кун таран кӗскетме палӑртать. Ҫакӑ республика Правительствине Чӑваш Ен аталанӑвне витĕм кӳрекен нормативлӑ документсене хӑвӑртрах йышӑнма май парать.

Республика прокуратури, проектсене пăхса тухнă май, граждансен прависемпе тивӗҫӗсене пырса тивекен, регион шайӗнче йышӑнакан мӗнпур документа ҫирĕппӗн тĕпчет.

Регион Пуҫлӑхӗ Олег Николаев хăйĕн сăмахĕнче Чӑваш Ен прокуратурипе Министрсен Кабинечӗ граждансен прависене тивӗҫтерессишӗн тачӑ ҫыхӑнса ӗҫленине палӑртнӑ. Ҫав хушӑрах хӑш-пӗр чухне нормативлӑ право акчӗсене васкавлӑн тӳрлетӳсем кӗртмелли самантсем те пулма пултарнине асăннă вăл.

Чӑваш Республикин прокурорӗ Андрей Фомин ҫак алӑ пусса ҫирӗплетнӗ документ пӗр-пӗринпе тачӑ ҫыхӑнса ӗҫлессине малалла лайӑхлатса пыма пулӑшнине пӗлтернĕ.

"Эпир пӗрлехи документпа  ĕҫ хучĕсене пăхса тухмалли йĕркене тата вӑхӑта палӑртса хутӑмӑр. Ҫакӑ дисциплинӑна ҫирĕпрех пăхăнма ҫеҫ пулăшасса шанатăп эпĕ", - палӑртнă вӑл.

2020 ҫулта прокуратура ĕҫченӗсем 2 пине яхӑн нормативлă право акчӗсен проекчĕсене тишкернĕ, тивĕҫлĕ хаклав тунă. Вĕсенчен кашни 7-мĕшӗ тӗлӗшпе ҫынсене хӑйсен прависемпе тухӑҫлӑрах усӑ курма май паракан хушма сӗнӳсем панӑ.

 

 



24 мая 2021
15:52
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter