Лагере – экзамен тытса

Кăçалхи пуш уйăхĕн 23-мĕшĕнче Çамрăксен пуçарăвĕсен центрĕнче «Вожатăй» программăпа професси вĕрентĕвĕ пуçланнăччĕ.

Вожатăй пулма хатĕрленекенсем теори пайне ăса хывнă, зачет тытнă. Ачасемпе хутшăнмалли меслетсене алла илеççĕ. Çу уйăхĕн 20-мĕшĕнче Çамрăксен пуçарăвĕсен центрĕнче вăйă евĕрлĕ ăсталăх класĕ иртнĕ. Унта ачасене япăх çанталăкра мĕнпе кăсăклантармаллине хăнăхтарнă. Çу уйăхĕн 26-28-мĕшĕсенче пĕтĕмлетӳллĕ квалификации экзаменĕ пулĕ. Унта илнĕ свидетельство кăçал çуллахи лагерьте ĕçлеме ирĕк парать.



Хыпар
24 мая 2021
15:20
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter