Чӑваш Ен Пуҫлӑхӗ тирпей-илем кӗртес енӗпе йĕркеленĕ рейтинг сасӑлавне хутшӑннă, "Хӑрушсӑрлӑх тата хаваслӑ ачалӑх" программа пирки хыпарланă

Чӑваш Ен Пуҫлӑхӗ тирпей-илем кӗртес енӗпе  йĕркеленĕ рейтинг сасӑлавне хутшӑннă, "Хӑрушсӑрлӑх тата  хаваслӑ ачалӑх" программа пирки хыпарланă

Чӑваш Ен Пуҫлӑхӗ Олег Николаев 2022 ҫулта тирпей-илем кӗртмелли обществӑлла территорисене суйласа илмелли обществӑлла сасӑлав шайӗнче Шупашкар хулин Республика тӳремне тирпей-илем кӗртесси  пирки сасӑланă.

Сасӑлав "Пурӑнмалли ҫурт-йӗр тата хула хутлӑхӗ" наци проекчӗн тата "Хӑтлӑ хула хутлӑхне йӗркелесси" федераци программин шайӗнче иртет.

"Хӑтлӑ хула хутлӑхне йӗркелесси" программӑна пурнӑҫланине пула регионта 2017 ҫултан пуҫласа парксемпе скверсен сӑн-сӑпачӗ тата общество хутлӑхӗсем ҫӗнелсе улшӑнаҫҫӗ. Эпир ҫакна куратпӑр", - палӑртнӑ республика Пуҫлӑхӗ. Вӑл каланӑ тӑрӑх, республикӑра пурӑнакан кашни ҫиччӗмӗш сасӑлавҫӑ нумай функциллӗ хӑтлӑ ача-пӑча площадкине тума ыйтаҫҫĕ.  "Ҫавӑнпа та эпир "Хӑрушлăхсăр та савӑнӑҫлӑ ачалӑх" уйрӑм программӑна хута ямалли ыйтӑва пӑхса тухӑпӑр - ҫавнашкал программӑсем ачасемпе вӗсен ашшӗ - амӑшӗ валли  пулĕҫ ", - палӑртнӑ Олег Николаев.

Ҫавӑн пекех вӑл республикӑра пурӑнакансем пуҫаруллӑ бюджетировани шайӗнче сасӑлава хутшӑннисӗр пуҫне картиш территорийӗсене тирпей-илем кӗртес ӗҫе, пурӑнмалли хӑтлӑ условисем йӗркелес ӗҫе те укҫа-тенкӗ хывнине пӗлтерчӗ. 2020 ҫулта вӗсем 12,5 млн тенкӗ пуҫтарнă тата  кăҫал валли 10 млн тенкӗ ытла пухнă. "Ял ҫынни  тавралăха тирпейлӗрех тытма тăрăшать, яваплăха та туять. Объектсене тума халăх хутшăнни паха", - тесе палăртса каларĕ Чӑваш Ен Пуҫлӑхӗ.

2017 ҫултан пуҫласа Чӑваш Енре вырӑнти пуҫарусемпе килӗшӳллӗн общество инфратытӑмне аталантармалли проектсем пурнӑҫлаҫҫӗ. Тӑватӑ ҫул хушшинче ялсенче пӗтӗмӗшле хакӗ 1,3 миллиард тенкӗпе танлашакан 1806 проекта пурнӑҫланӑ, хулара - 77 проекта (157,9 млн тенкӗ). Программӑна пурнӑҫлама пуҫланӑ вӑхӑтран тытӑнса проектсен шучӗ сакӑр хут, укҫа-тенкӗ калӑпӑшӗ вара - ҫичӗ хут ӳсрӗ.

Кĕскен:

Пӗтӗм Раҫҫейри интернет-сасӑлав кӑҫал пӗрремӗш хут иртет. Сасӑлава Чӑваш Енре пурӑнакан 140 пине яхӑн ҫын хутшӑннӑ. Сасăлав ҫу уйăхĕн 30-мĕшĕччен пырать.

Сасӑлава 25 муниципалитет хутшӑнать.

Сасӑлав платформи ҫине 75 дизайн-проект кĕртнĕ.

Граждансем федераци платформи ҫинчи кӑмӑла кайнӑ территорие суйлаҫҫӗ 21.gorodsreda.ru е тата "Госуслуги " порталти хӑй кабинетӗнче. Волонтерсем пулӑшнипе те сасӑлама юрать (муниципалитетсенче 82 информаци тӳремĕ, 700 ытла доброволец ӗҫлет).

Сасӑлав пĕтĕмлетĕвĕсем тăрăх ытларах сасӑ пухнӑ объектсем ҫитес ҫул тирпей-илем кӗртмелли территорисен адрес переченьне лекеҫҫӗ.

 



25 мая 2021
14:55
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter