Чăваш Енри предпринимательсене пысăк технологиллĕ хатĕрсем туяннăшăн, хăш-пĕр тăкака республика хыснинчен саплаштарма йышăннă
Кăҫалтан пуҫласа пӗчӗк тата вӑтам предпринимательлӗх субъекчӗсем оборудовани туяннӑ чухне пулакан хӑйсен тӑкакӗсен 30 процентне Чăваш Республикин республика бюджетĕнчен саплаштарма пултараҫҫĕ, енчен те конкурс витӗр тухаяҫҫӗ пулсан.
Ҫулталăк ытларах ĕҫлекен предпринимательсене парса тивĕҫтермелли чи пысăк виҫе 10 млн тенкӗрен иртмелле мар. Тин ҫеҫ регистрациленнĕ е ҫулталăкран та сахалтарах ĕҫлекенсене тивĕҫекен виҫе 1,5 млн тенкӗпе танлашать. Саплаштару уҫине илме май паракан оборудовани хакне 33 млн тенкĕ чухлӗ палӑртнӑ.
Тивӗҫлӗ йышӑнӑва паян, ҫу уйăхĕн 26-мӗшӗнче, республика Правительствин ларӑвӗнче ҫирӗплетнӗ. Ларăва Чӑваш Республикин Министрсен Кабинечӗн Председателӗн пӗрремӗш ҫумĕ - финанс министрӗ Михаил Ноздряков ирттернĕ.
Чӑваш Ен Правительствин вице-премьерӗ – экономика министрӗ Дмитрий Краснов палӑртнӑ тӑрӑх, документа производство фончӗсене ҫӗнетес тата пулӑшу ӗҫӗсен пахалăхне ӳстерес, инвестицисем явӑҫтарас, предпринимательсене пулӑшас тӗллевпе туса хатӗрленӗ. "Оборудование ҫӗнетессипе ҫыхӑннӑ производство тӑкакӗсене саплаштарас енӗпе патшалӑх пулӑшӑвӗн ҫӗнӗ мелӗ пӗчӗк тата вӑтам предпринимательлӗх субъекчӗсен налук укҫи-тенкипе тата пӗчӗк процентлӑ кредит хатӗрӗсемпе ҫыхӑннӑ тӑкакӗсене саплаштармалли чи кирлӗ мерӑсемпе пӗрле хута кайĕ", - палӑртнӑ вӑл.
Пысăк технологиллĕ хатĕрсем ҫӗннисем пулмалла, киввисене туянма юрамасть. Апла пулсан ку тĕлĕшпе предпринимательсен ҫирĕп йĕркесене пăхăнма тивет.
Ларура ҫавӑн пекех топливӑпа энергетика комплексӗн тата пурӑнмалли ҫурт-йӗрпе коммуналлӑ хуҫалӑхӑн объекчӗсене хутса ăшăтмалли тапхăр валли хатĕрлессипе ҫыхăннă ыйтусене те сӳтсе явнă.
Чӑваш Республикин Министрсен Кабинечӗн Председателӗн ҫумӗ – строительство, архитектура тата пурӑнмалли ҫурт-йӗрпе коммуналлӑ хуҫалӑх министрӗ Павел Данилов ЖКХ предприятийӗсен хутса ăшăтмалли кивелнӗ 43 объектне улӑштар-маллине е тӗпрен юсамаллине палăртнă, нумай хваттерлӗ ҫуртсенчи инженери системисен лаптӑкӗсене юсаса ҫӗнетмеллине, ҫавӑн пекех нумай хваттерлӗ ҫуртсенче шалти инженери тытӑмӗсен лаптӑкӗсене улӑштарса йӗркелемеллине каланă. Плана кĕртнӗ ĕҫсем сахал маррине те каланă вăл сăмаха ҫавăрса.
ЖКХ тата социаллӑ сферӑн объекчӗсенче хатӗрлесе ҫитермелли пӗтӗм ӗҫе кăҫал авăн уйăхĕн 15-мӗшӗ тӗлне вӗҫлемелле.
Социаллӑ сферӑн объекчӗсене ӑшӑтмалли тапхӑра хатӗрлес тӗлӗшпе, пурӑнмалли ҫурт-йӗр фончӗн авăн уйăхĕн 15-мӗшӗччен, ӑшӑпа тивӗҫтерекен организацисем - 2021 ҫулхи чӳк уйăхĕн 1-мӗшӗччен комисси членĕсен пăхса тухмалла, палăртнă тапхăр валли ĕҫе вӗҫлемелле.
Муниципалитет пӗрлӗхӗсене 2021/22 ҫулхи чӳк уйăхĕн 15-мӗшӗччен ӑшӑтмалли тапхӑр валли паспорт илме тӗллев лартнӑ.