Чăваш Республикин Пуҫлăхĕ Олег Николаев Раҫҫей Федерацийӗн Патшалăх Думин Национальноçсен ĕçĕсем енĕпе ĕçлекен комитечĕн председателĕпе Валерий Газзаевпа ĕҫлĕ тĕлпулу ирттернĕ
Ҫу уйăхĕн 28-мӗшӗнче Чăваш Республикин Пуҫлăхĕ Олег Николаев Правительство ҫуртӗнче Раҫҫей Федерацийӗн Федераци Пухăвĕн Патшалăх Думин Национальноçсен ĕçĕсем енĕпе ĕçлекен комитечĕн председателĕпе Валерий Газзаевпа ĕҫлĕ тĕлпулу ирттернĕ.
Уҫă калаҫу вăхăтĕнче ертӳҫĕсем этнокультурӑпа чӗлхе аталанăвне пулӑшассине тивӗҫтерес енӗпе нацисен хушшинчи хутшӑнусемпе патшалӑх наци политикин ыйтӑвӗсене сӳтсе явнӑ.
Республика Пуҫлӑхӗ Олег Николаев хăйĕн сăмахĕнче Чӑваш Ен – нумай наци регионӗ, унта 128 тĕрлĕ халăх представителӗсем туслă тата пĕр-пĕринпе килĕштерсе пурăннине каланă.
"Тĕрлĕ халăхсемпе туслă пурăнасси - яланах пирӗн тимлӗхре, ҫитменнине тата тулашри политика тата экономика лару-тӑрӑвӗ тӑтӑшах хӗрсе пынӑ чухне уйрăмах пĕлтерĕшлĕ. Пирӗн мӑн асаттесем хывнӑ культурӑпа йӑла-йӗркесем шӑпах пирӗн ҫӗршывӑн вӑйлӑ никӗсӗ пулса тӑраҫҫӗ", – тенӗ вӑл.
Регион ертӳҫи тӑван чӗлхене тата культурине упраса хӑварас ыйтусем приоритетлă пулнине каланă, иртнӗ ҫул ку енӗпе питӗ нумай ӗҫленине палӑртнă. Чӑваш чӗлхине упраса аталантармалли программа йышӑннӑ, Чӑваш тӗррин кунне йӗркеленӗ. Чӑваш Ен Пуҫлӑхӗ ҫавӑн пекех регионта чӑваш чӗлхипе хальхи вӑхӑтри ҫӗнӗ кĕнеке тата чи пӗчӗккисемшӗн паха та кăсăклă, илемлĕ кӗнеке тухнине палӑртнӑ.
"Наци патшалӑх политикине пурнӑҫлани - паян патшалӑх влаҫӗн стратегилле тӗллевӗсем", - палӑртнӑ Раҫҫей Федерацийӗн Федераци Пухӑвӗн Патшалăх Думин наци ӗҫӗсемпе тимлекен комитечӗн председателӗ Валерий Газзаев.
Вӑл Чӑваш Республикинче наци ыйтӑвӗн ҫирӗп лару-тӑрӑвӗ тата регион ҫыннисен 90 проценчӗ нацисен хушшинчи хутшӑнусен лару-тӑрӑвне лайӑх хак пани Раҫҫей Федерацийӗн ытти субъекчӗсемшӗн паха тӗслӗх пулни ҫинчен хушса каланă.