Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Олег Николаев Хими промышленноҫӗн ӗҫченӗсен кунӗ ячӗпе саламлани

Хими промышленноҫӗн хисеплӗ ӗҫченӗсем тата ветеранӗсем!

Професси уявӗпе саламланине йышӑнсамӑр!

 Хальхи хими промышленноҫӗ – пирӗн мӑнаҫлӑх, Чӑваш Ен экономикин пысӑк технологиллӗ тата ӑс-хакӑл вӑй-хӑвачӗллӗ тӗп отраслӗсенчен пӗри.

Опытлӑ специалистсем, пултаруллӑ технологсемпе инженерсем, хӑвӑр ӗҫӗн чӑн-чӑн ӑстисем пулнӑ май, эсир регион аталанӑвне курӑмлӑ тӳпе хыватӑр. Хими секторӗнче вӑй хуракан ҫичӗ пин ытла ӗҫчен регионти тирпейлекен производствӑн пӗтӗмӗшле калӑпӑшӗн 15 ытла процентне тата таварсемпе пулӑшу ӗҫӗсен экспорчӗн виҫҫӗмӗш пайне тивӗҫтерет.

Отраслӗн ӳсӗм хӑвӑртлӑхӗ темиҫе ҫул хушши ӗнтӗ промышленноҫри вӑтам кӑтартуран палӑрмаллах пысӑкрах. Пандеми кӳнӗ йывӑрлӑхсене пӑхмасӑр, 2020 ҫул пӗтӗмлетӗвӗсем тӑрӑх эпир хими хутӑшӗсемпе продукцийӗсем, резина тата пластмасс изделийӗсем туса кӑларассин кӑтартӑвӗсем ӳснине куратпӑр.

Ҫакна асӑнмалла: хими комплексӗ пӗр вырӑнта тӑмасть, вӑл продукци конкурентлӑхне малалла ӳстерсе пыма, экспорт рынокӗсене анлӑлатма, инновациллӗ пысӑк технологисене ӗҫе кӗртме тата, ҫакӑ уйрӑмах пӗлтерӗшлӗ, экологи хӑрушсӑрлӑхне ҫирӗплетме тата социаллӑ программӑсене пурнӑҫа кӗртме палӑртать.

«Ӗҫ тухӑҫлӑхӗ тата ӗҫпе тивӗҫтерме пулӑшасси» тата «Пӗтӗм тӗнчери коопераципе экспорт» приоритетлӑ наци проекчӗсене пурнӑҫлани хими кластерӗн предприятийӗсене малалла аталантарма хавхалантармалли тата вӗсене пулӑшу памалли лайӑх сӑлтав пулма пултарать.

Хисеплӗ ӗҫтешсем! Ҫаксене пурне те сирӗнтен кашнийӗн пултаруллӑ та ырми-канми ӗҫне тата профессие чунтан парӑннине пула тума май килнӗ! Отрасле ҫирӗплетес ӗҫе хастар хутшӑннӑшӑн пурсӑра та тав тӑватӑп!

Сире ҫирӗп сывлӑх, телей тата мӗнпур ырӑ пуҫарура ҫитӗнӳсем сунатӑп!

  

 Чӑваш Республикин Пуҫлӑхӗ                         Олег Николаев

 



29 мая 2021
08:00
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter