"Ача кешбэкĕ" программӑпа килĕшӳллĕн Чӑваш Енре 14 пине яхӑн путевка пурнӑҫа кĕрĕ
Чӑваш Республикин Пуҫлӑхӗ Олег Николаев кашни эрнере пулакан планерка ирттернĕ. Ку хутĕнче ертӳҫĕсем канашлура ачасен канӑвӗпе вӗсен сывлӑхне ҫирӗплетмелли лагерьсем валли илекен путевкӑри турист продукчӗн хакӗн 50 процентне ҫынсене тавӑрса парассипе ҫыхӑнна темӑна сӳтсе явнă.
Чӑваш Республикин Экономика министерствин хаклавӗ тӑрӑх, ашшӗ-амӑшне тавӑрса памалли укҫа-тенкӗн пӗтӗмӗшле калӑпӑшӗ 55 млн ытла тенкӗпе танлашать. Кӑҫал пӗтӗмпе 14 пине яхӑн путевкӑпа тивĕҫтересшĕн. Чӑваш Республикин Министрсен Кабинечӗн Председателӗн ҫумĕ - экономика аталанӑвӗн тата пурлӑх хутшӑнӑвӗсен министрӗ Дмитрий Краснов хăйĕн сăмахĕнче программăна мĕнпур хуласемпе районсенчи лагерьсене явăҫтарнине палăртнă.
Чăваш Республикин Министрсен Кабинечĕн Председателĕн ҫумĕ – вĕренӳ министрĕ Алла Салаева июнӗн 15-мӗшӗ хыҫҫăн путевкăсемшĕн укҫа куҫма пуҫласса каланă. Ҫав хушӑрах укҫа-тенке ашшӗ-амăшĕ туяннă путевка хакне шута илсе каялла тавăрса памалли виҫене палăртаҫҫĕ. Ачасене 50% скидкăпа кантармалли сменӑсен шучӗ сахал мар тенĕ вăл сăмаха малалла тăсса.
Чӑваш Ен Пуҫлӑхӗ Олег Николаев ашшӗ-амӑшне информаципе тивӗҫтерес тӗллевпе регионти хӗрӳ лини ӗҫне хута яма сӗннĕ. Ăна "Эткер" Центрӗн базинче уҫӗҫ. "Иртнӗ эрнекун каҫхине пур лагерьсем те санитарипе эпидемиологи заключенийӗ илчӗҫ. Пурте ҫуллахи сывлӑха ҫирӗплетекен кампание хатӗрленеҫҫӗ, унӑн пӗрремӗш смени ыран пуҫланать", – тенӗ Алла Салаева.
Кашни эрнере пулакан канашлура халӑха ӗҫпе тивӗҫтерес енӗпе мероприятисем мӗнле пурнӑҫланине, ҫавӑн пекех нумай хваттерлӗ ҫуртсене тытса тӑрас енӗпе предпринимательлӗх ӗҫ-хӗлне лицензилессине пӗтӗмлетнӗ. Чӑваш Республикин Патшалӑх пурӑнмалли ҫурт-йӗр инспекцийӗн ертӳҫи Виктор Кочетков нумай хваттерлӗ ҫуртсенчи ҫыхӑну хатӗрӗсене тата кабель сооруженийӗсене вырнаҫтарассине прокуратура органӗсемпе пӗрле тӗрӗсленине хыпарланă. Ку ӗҫе Чӑваш Республикин Пуҫлӑхӗн хушӑвӗпе килĕшӳллĕн пурнӑҫланине те асăннă вăл.
Тӗрӗслевсем палӑртнӑ тӑрӑх кашни ҫуртра тенӗ пекех пралуксем пур, вĕсене тĕлли-паллисĕр вырнаҫтарни сисĕнкелет.
Чӑваш Ен Пуҫлӑхӗ ку сферӑра йӗрке тума хушнă. "Саккун тӑрӑх управляющи компанисем харпӑрлӑх хуҫисем мар, вӗсем операторсем ҫеҫ тата общество пурлӑхне тытса тӑма пулӑшу параканнисем кăна. Халăха хăрушсăрлăхпа тивĕҫтерес ыйту ҫине пурин те тимлĕх уйăрмалла", - асӑрхаттарнă регион ертӳҫи.
Вӑл ҫавнашкал оборудование тивӗҫтермелли пӗрлехи стандартсене туса хатӗрлеме тата ӑна вырнаҫтармалли пӗрлехи реестр тума сĕннĕ специалистсене.
Патшалӑх ҫурт-йĕр инспекцийӗ Чӑваш Республикин Цифра министерствипе пӗрле Чӑваш Республикин нумай хваттерлӗ ҫуртсенчи ҫыхӑну хатӗрӗсене тата кабель сооруженийӗсене вырнаҫтарас енӗпе методика рекомендацийӗсем янӑ. Ҫыхӑну операторӗсене телекоммуникаци оборудованийӗн тӑрӑмне кӑҫалхи сентябрӗн 1-мӗшӗччен методика рекомендацийӗсен требованийӗсемпе килӗшӳллӗн илсе пыма сӗннӗ. Кӗркунне Патшалăх инспекцийĕ нумай хваттерлӗ ҫуртсенчи провайдерсен оборудованийӗн пурлӑхне тепӗр хут тӗрӗслеме плана кĕртнĕ.