"Финанс пĕлĕвне ӳстерни - граждансен интересӗсене хӳтӗлес ĕҫре пысăк пĕлтерĕшлĕ», - палăртнă Чăваш Ен Пуҫлăхĕ Олег Николаев

"Финанс пĕлĕвне ӳстерни - граждансен интересӗсене хӳтӗлес ĕҫре пысăк пĕлтерĕшлĕ», - палăртнă Чăваш Ен Пуҫлăхĕ Олег Николаев

Чăваш Республикин Пуҫлăхĕ Олег Николаев Раҫҫей Федерацийĕн Тĕп банкӗн Председателĕн пĕрремĕш ҫумĕпе Сергей Швецовпа ĕҫлĕ тĕлпулу ирттернĕ.

Граждансен финанс тĕлĕшĕнчи пĕлӗвӗн шайне ӳстерсе пырас ыйту ҫине республика Правительстви пысăк тимлĕх уйăрнине каланă регион Пуҫлăхĕ.  Ку ыйтупа Чăваш Енре тахҫантанпах активлă ĕҫленине те асăннă вăл сăмаха малалла тăснă май.

2020 ҫулта ҫавна май  уйрӑм программӑна та пурнăҫлама тытăннă.  Республика Правительстви Раҫҫей Банкĕпе, РФ Финанс министерствипе, Раҫҫейри Банксен ассоциацийĕпе килĕштерсе ĕҫлесси ҫинчен калакан ĕҫ хутне те алă пусса ҫирĕплетнĕ. Финанс пĕлĕвне ӳстерме 2020-2023 ҫулсем валли ятарлă килĕшӳ тунă. 

«Финанс пĕлĕвне ӳстерме кăмăл тăвакансен йышĕ пысăкланса пынине куратпăр.  Тарăн пĕлӳ ĕҫре яланах кирлĕ. Тĕнче кулленех улшăнса пырать. Халăх хăйӗн финанс тĕлĕшĕни пĕлĕвне ӳстерни паха.Тепĕр тесен, ултавҫăсенчен те пăрăнма меллĕ.  Яваплăха туйса ĕҫлени кашни ҫыншăнах пӗлтерӗшлӗ. Кун пирки ҫĕршыв Ертӳҫи те тăтăшах аса илтерсе тăрать», - тенĕ Олег Николаев

Сергей Швецов хăйĕн сăмахĕнче финанс тĕлĕшĕнчи пĕлĕве ӳстерсе пырасси Раҫҫей Банкĕн тĕп тĕллевĕсенчен пĕри пулнине пĕлтернĕ. Сăмах май, Раҫҫей Банкĕн Председателĕн пĕрремĕш ҫумĕ республикăри финанс тĕлĕшĕнчи пĕлӗве пысӑка хурса хакланă.  Шкулсенче, ача сачĕсенче финанс тĕлĕшĕнчи паха пĕлӳпе тивĕҫтернине, онлайн-уроксем кăсăклă пулнине асăннă.      Ҫитес вăхăтра ҫĕршыври аслă шкулсенче вĕренекен студентсем валли  ҫĕнĕ онлайн-уроксем пуҫарса ярассине те хыпарланă сумлă хăна.

 



31 мая 2021
19:05
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter