Конкурс ҫӗнтерӳҫисемпе тӗл пулчӗ

Республика Пуҫлӑхӗ Олег Николаев Правительство ҫуртӗнче финанс журналистикин "Тенкӗ тӑрӑхӗ" регион конкурсӗн ҫӗнтерӳҫисемпе тата призерӗсемпе тӗл пулчӗ.

Вӗсем, 25 журналист, паян Шупашкара ҫӗршывӑн тӗрлӗ регионӗнчен, ют патшалӑхсенчен килсе ҫитнӗ. Ҫул ҫӳрев тӗллевӗ - Чӑваш Енре конкурс парнисене илесси.

Конкурса, сӑмах май, 2014 ҫултанпа Раҫҫейӗн тӗрлӗ хулинче ирттереҫҫӗ. Проекта хутшӑнакансем ку таранччен Сочире, Хусанта, Калининградра, Чулхулара, Воронежра, Екатеринбургра, Красноярскра, Мускавра тӗл пулнӑ. Хӑнасем валли паян тӗрлӗ мероприяти йӗркеленӗ.

Республика Пуҫлӑхӗ журналистсен ыйтӑвӗсене хуравларӗ. Аякран килнӗ хӑнасене Чӑваш Енӗн экономика аталанӑвӗ уйрӑмах кӑсӑклантарчӗ. Беларуҫ журналисчӗ Чӑваш Енӗн бренчӗсемпе кӑсӑкланчӗ. Вӗсен ҫӗрӗнче "Акконда", "Букет Чувашии" фирмӑсене аван пӗлеҫҫӗ иккен. "Тата урӑх мӗнле "шавлӑ" ятсем пур сирӗн?" - пӗлесшӗн пулчӗ вӑл. Республика Пуҫлӑхӗ Чӑваш Ен ят-сумне ҫӗршыв умӗнче ҫӗклекен предприятисен шутӗнче Химпрома, Текстильмаша, Четрӑна, Ҫеҫпӗле, Шупашкарти электроаппарат заводне, ыттисене палӑртрӗ. Вӗсем пысӑк малашлӑхлӑ пулнине каларӗ.

Хӑнасем республикӑра ҫурт-йӗр хакне пӗчӗк шайра тытса тӑма пултарнин вӑрттӑнлӑхӗсене те пӗлесшӗн пулчӗҫ, пӗчӗк бизнеса пулӑшни пирки те, ял ипотеки, туризм аталанӑвӗ, аэропорт реконструкцийӗ ҫинчен те ыйтса пӗлчӗҫ. Олег Николаев пур ыйтӑва та тӗплӗ хуравларӗ, Чӑваш Ен ҫынсене пурӑнма хӑтлӑ тата меллӗ регион пулнине тӗслӗхсемпе ҫирӗплетсе пачӗ.



Хыпар
31 мая 2021
18:00
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter