Кӳршĕ аякри тăванран çывăхрах

Чăваш Енре 128 наци çынни пĕр çемьери пек туслă килĕштерсе пурăнать. Вĕсем тĕрлĕ тĕн йăли-йĕркине пĕр-пĕрне чăрмантармасăр тытса пыраççĕ…

Патшалăх наци политикин ыйтăвĕсене паян Туслăх çуртĕнче сӳтсе яврĕç. «Çавра сĕтел» ĕçне Мускавран килнĕ пысăк делегаци — РФ Патшалăх Думин Национальноçсен ĕçĕсен комитечĕн председателĕ Валерий Газзаев ертсе пыракан ушкăн — хутшăнчĕ.

ЧР культура министрĕ Светлана Каликова Раççей Федерацийĕн Патшалăх наци политикин стратегине Чăваш Енре 2025 çулчченхи тапхăрта пурнăçлассипе çыхăннă ĕç-хĕл пирки каласа кăтартрĕ. Республикăра вĕрентӳ организацийĕсем те халăхсен туслăхне çирĕплетессине, тĕрлĕ чĕлхесене вĕрентессине пысăк тимлĕх уйăраççĕ. Нацисен хутшăнăвĕсен культурин воспитанине парас енĕпе туса пыракан ĕçсемпе ЧР вĕренӳ министрĕн пĕрремĕш заместителĕ Алексей Лукшин паллаштарчĕ. Массăллă информаци хатĕрĕсем те наци политикине пурнăçлас ĕçе пысăк тӳпе хываççĕ. ЧР цифра аталанăвĕн министрĕн заместителĕ Юлия Стройкова пĕлтернĕ тăрăх, вĕсем тĕрлĕ халăх пурнăçĕ, культури, йăли-йĕрки пирки каласа кăтартаççĕ, наци культура пĕрлĕхĕсемпе пĕрле тĕрлĕ проект пурнăçлаççĕ.

Валерий Газзаев Чăваш Енре наци политикине пурнăçлассине çӳллĕ шайра тытса пынине, Чăваш Республики ку енĕпе тĕслĕх пулнине палăртрĕ. «Пилĕк çулта кунта иккĕмĕш хут килтĕм. Ку тăрăхра кăмăллă çынсем пурăнаççĕ. Чăваш Республикин культурипе, йăли-йĕркипе, историйĕпе çапла çывăх паллашма тӳр килнĕшĕн хĕпĕртетĕп. Кӳршĕ аякри тăванран çывăхрах тесе ахальтен каламан. Пĕр-пĕринпе юнашар туслă пурăнни наци хутшăнăвĕсен çирĕплĕхĕн никĕсĕ пулса тăрать. Чăваш çĕрĕ тăван чĕлхене упрас, этнокультура йăли-йĕркине аталантарас, нацисен хутшăнăвне çирĕплетес енĕпе лайăх енчен палăрса тăрать».



Хыпар
31 мая 2021
18:54
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter