Олег Николаев: "Атӑл" стадион Шупашкар хулин нумай функциллӗ тĕп спорт центрĕ пулса тӑрӗ

Олег Николаев: "Атӑл" стадион Шупашкар хулин нумай функциллӗ тĕп спорт центрĕ пулса тӑрӗ

Чӑваш Ен Пуҫлӑхӗ Олег Николаев Раҫҫей Федерацийӗн Федераци Пухăвĕн Патшалăх Думин Национальноçсен ĕçĕсем енĕпе ĕçлекен комитечĕн председателĕпе  Валерий Газзаевпа тата  РФ Патшалăх Думин Финанс  рынокӗнчи  ĕҫĕсен комитечӗн председателӗпе Анатолий Аксаковпа Шупашкарти "Атӑл" стадиона юсаса ҫӗнетме пуҫланине палăртакан чула хывса хӑварма хутшӑннă.

"Атӑл" стадионта тумалли ӗҫсен палӑртнӑ планне пурнӑҫланӑ хыҫҫӑн вӑл Шупашкарти Кӑнтӑр-Хӗвеланӑҫ районӗнче пурӑнакансемшĕн кӑна мар, республикӑн хӑнисемпе кунта пурăнакансемшĕн те  юратнӑ вырӑн пуласса шанатӑп эпӗ", - палӑртнă регион ертӳҫи.

"Атӑл" стадиона юсаса ҫӗнетмелли проектпа физкультурӑпа сывлӑха ҫирӗплетмелли виҫӗ хутлӑ комплекс тума палӑртнӑ, ҫав шута тренажер залӗ, йывӑр атлетикӑпа кӗрешӳ залӗсем, универсаллӑ икӗ спорт зал тата бассейн кӗреҫҫӗ. Унсӑр пуҫне кунта футбол уйӗ те пулĕ.

"Атӑл" стадиона юсаса ҫӗнетмелли проекта пурнӑҫлама федераци  бюджетĕнчен 1,2 миллиард тенке яхӑн, республика хыснинчен  - 13 миллион тенкӗ ытла уйӑрӗҫ.

Олег Николаев ҫак пысӑк проектсене пурнӑҫа кӗртни Владимир Путин лартнӑ тӗллевсене туллин пурнӑҫлама май панине уйрӑммӑн палӑртнă: "Раҫҫей Президенчӗ пирӗн ума пысӑк тӗллев лартнӑ – физкультурӑпа спорт енӗпе тӑтӑшах ӗҫлемелле.  Спорта куллен хутшӑнакасен йышне 70 процентран кая мар шая ҫитермелле. Ҫав тӗллевпе вӑл наци проекчӗсене, ҫав шутра "Спорт – пурнӑҫ йӗрки" нацпроекта та ҫирӗплетнӗ. Анчах та чи кирли вӑл – пур ҫыншӑн та хӑтлӑ условисем туса парасси тата ҫынсене спортпа туслашма пулӑшасси".

Раҫҫей Федерацийӗн Федераци Пухăвĕн Патшалăх Думин Национальноçсен ĕçĕсем енĕпе ĕçлекен комитечĕн председателĕ  Валерий Газзаев хăйĕн сăмахĕнче "Атӑл" стадиона юсаса ҫӗнетес ӗҫсене пуҫарни республикӑри влаҫсен пысӑк ҫитӗнӗвӗ пулнине палӑртнă. "Спорт ҫӑлтӑрӗсем регионсенче ҫуралнине тата вӗсем каярахпа кӑна нацин пӗрлештернӗ команди йышӗнче ҫӗршыв чысне хӳтӗленине статистика кӑтартса парать. Ку, паллах, Чăваш Ене те пырса тивет. Ҫак стадиона ҫӳрекен ачасем тӗнче тата Европа чемпионачӗсене хутшăнма ӗмӗтленӗҫ. Паллах, пурте паллӑ спортсменсем пулмӗҫ, анчах та вӗсем тӑван халӑхне мухтава кӑларакан сывӑ та вӑйлӑ ҫынсем пуласси куҫкӗрет. Ҫакӑн пек нумай функциллӗ спорт центрӗсем сывӑ пурнӑҫ йӗркине тытса пыма пулӑшӗҫ", - палăртнă вӑл.

 



31 мая 2021
07:00
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter