Пушкӑртстанри шӑпӑрлансем чӑвашла тумланаҫҫӗ

Пушкӑртстанри Мияки районӗнчи Кекен ялӗнче шкул та, ача сачӗ те пур. Апла пулсан ялӑн малашлӑхӗ пур тесе калама пулать.

«Ачасен шучӗ яланах пӗр пек пулман. Малтанхи ҫулсенче йышлӑрахччӗ. 2014 ҫулта вӗсем хӗрӗх икке ҫитнине пула икӗ ушкӑн йӗркелемелле пулчӗ», — тет иккен Инна Григорьева аслӑ воспитатель ача сачӗн кулленхи пурнӑҫӗпе паллаштарнӑ май.

Хальхи вахӑтра кунта пӗр ушкӑн ӗҫлет. Чӑн та, унта тӗрлӗ ҫултисем ҫӳреҫҫӗ.

«Пӗр енчен ҫак пулӑмӑн йывӑрлӑхӗсем те пур, тепӗр тесен лайӑххи те ҫителӗклех — аслисем ҫине пӑхса кӗҫӗннисем вӗренеҫҫӗ. Вӑйӑ вылятпӑр-и, физзарядка тӑватпӑр-и, юрӑ-кӗвӗ шӑрантаратпӑр-и, тӗрлӗ уяв-конкурссене хутшӑнатпӑр-и — пурте пӗрле», — сӑмахне малалла тӑснӑ аслӑ воспитатель.

Пушкӑртстанри «Урал сасси» хаҫатра Юрий Снегопад ҫырнӑ тӑрӑх, шӑпӑрлансем ҫинчи чӑваш тумне курсан куҫ вылять. Вӗсене педагогсен пӗчӗк коллективӗ хӑйех ҫӗлесе хатӗрленӗ. «Ҫыпӑҫуллӑ та куҫа илӗртекен тумтире тӑхӑнса пӑхсан ҫитӗнсе ҫитнӗ ҫыннӑн та ачалӑха таврӑнас кӑмӑл ҫуралӗ. Инна Ивановна ҫак ӗҫре Рамзия Никитина воспитателӗн тӳпи пысӑк пулнине палӑртрӗ. Вӑл хушпу, тухья тума та ӑста иккен», — хыпарланӑ хаҫатра.



Чăваш халăх сайчĕ
31 мая 2021
14:09
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter