Вӑрнар районӗнчи Малтикас ялĕнче ҫĕнĕ ӗне ферми уҫӑлнă
"Вӑрнарти аш-какай комбиначӗ" АО Вӑрнар районӗнчи Малтикас ялĕнче 440 пуҫ выльăх-чĕрлĕх усрама май паракан чаплă комплекс туса хатӗрленӗ. Паллă пулăма Чӑваш Республикин Пуҫлӑхӗ Олег Николаев хутшӑннă.
Чӑваш Республикин Патшалӑх Канашӗн депутачӗ, "Вӑрнарти аш-какай комбиначӗ" агрохолдинг президенчӗ Юрий Попов пӗлтернӗ тӑрӑх, 440 пуҫ усрама май паракан пысăк комплекса иртнӗ ҫул ака уйăхĕнче тума пуҫланă. Унӑн смета хакӗ 105 млн тенкӗпе танлашнӑ. Пӗтӗмӗшле, вӑл каланӑ тӑрӑх, юлашки 10 ҫул хушшинче агрохолдингӑн тӗп капиталне 10 миллиард ытла тенкӗ хывнине асăннă вăл. Вӑрнарти аш-какай комбиначӗн планӗсенче - 2022 ҫул тӗлне 5 пин пуҫ выльăх-чĕрлĕх усрасси, сӗт суса илесси - 14 пин тонна таран. Халӗ "ВМК" АО Чӑваш Республикин ял хуҫалӑх организацийӗсем хушшинче выльăх усрассипе 1-мĕш выăнта, сĕт сăвăмĕпе 2-мӗш вырӑн йышӑнса тӑрать.
Чӑваш Ен Пуҫлӑхӗ Олег Николаев пӗлтӗртенпех республикӑра килти хушма хуҫалӑхсене субсидилемелли программа вӑя кĕнине палӑртнă. Енчен те хуҫалăхра сăвăнакан ĕне пур пулсан, асăннă программăпа килĕшӳллĕн укҫа куҫарса параҫҫĕ. Чӑваш Республикинче сӗт туса илессин пӗтӗмӗшле калӑпӑшӗн тӳпи Раҫҫейрен тата Атăлҫи федераци тăрăхĕнчи субъектсен вăтам кăтартăвĕнчен чылай пысăкрах. Ҫавӑнпа та вӑхӑтра тивĕҫтернĕ пулӑшу граждансен килӗсенче выльӑх-чӗрлӗх йышне чакарассинчен пăрать. Ҫак программа кӑҫал та регионта хăватлă пурнăҫа кĕрет.
"Паллах ӗнтӗ, сӗт суса илессине витĕм кӳме пулӑшӑпӑр", – тенӗ республика Пуҫлӑхӗ.
Олег Николаев Чӑваш ен аграрийӗсем аталану планӗсене тытӑмлӑн йӗркелеме пӗлеҫҫӗ тата вӗсене хастарлӑн пурнӑҫлаҫҫӗ тесе каланă. Регион ертӳҫи иртнӗ эрнере Ҫӗрпӳ районӗнче сӗт-ҫу ферми уҫӑлнине аса илнĕ.
Палӑртса хӑварар: 2021 ҫулхи кăрлач-ака уйӑхӗсенче Чӑваш Республикин хуҫалӑхӗсен пур категорийӗнче 144,3 пин тонна сӗт тирпейлесе хатӗрленӗ. Пӗтӗмӗшле илсен кӑҫал 441,5 пин тонна сӗт суса илме палӑртнӑ.
2020 ҫулта Чӑваш Республикинче 436,8 пин тонна сӗт тирпейленĕ, ку вӑл иртнĕ ҫулхинчен 3,3% нумайрах, асӑннӑ кӑтартупа федерацин Атӑлҫи округӗн субъекчӗсен хушшинче иккӗмӗш вырӑн йышӑнать.