Вăрнарти «Август» завод компанине 90 ҫул ҫитнĕ ятпа Олег Николаев саламланă
Чӑваш Республикин Пуҫлӑхӗ Олег Николаев Вӑрнарти "Август" компанийӗн 90 ҫул ҫитнине халалланӑ савӑнӑҫлӑ мероприятие хутшӑннӑ, уяв Вӑрнар поселокӗнчи "Химик" канупа сывлӑх паркӗнче иртнӗ.
Предприяти 90 ҫул тултарнине 2020 ҫулта палӑртнă, анчах ҫĕршывра кăшăл вирус алхаснине тĕпе хурса юбилей уявне 2021 ҫул ҫине куҫарнӑ.
Предприяти коллективне саламланӑ май регион ертӳҫи Вӑрнар хула поселенийӗн территорине аталантарас енӗпе завод пысăк витĕм кӳнине палӑртнă.
"Чӑваш Республикин Правительстви "Август" фирма, уйрӑмах Вӑрнарти подразделени кал-кал аталаннăшăн чун-чӗререн савӑннине пĕлтеретпĕр. Малашне те ҫапла пултăрччĕ. Мӗншӗн тесен предприяти - Чӑваш Республикин чи пысӑк налук тӳлевҫи. Социаллă пĕлтерĕшлĕ ыйтусене татса пама витĕм кӳрет, районта паха проектсене пурнăҫа кĕртет. Предприяти ҫынсен пурнăҫне лайăхлатма пулăшать. Хӑйӗн программисемпе пурнӑҫлакан патшалӑх пулӑшӑвӗн нумай формине тивĕҫтерет», - тенĕ Чӑваш Ен Пуҫлӑхӗ.
Палӑртса хӑваратпӑр: предприяти юлашки 5 ҫул хушшинче социаллӑ проектсене пурнăҫлама спонсор акцийӗсене 650 млн тенкӗ янӑ. Вăрнарти ФОК строительствине– 238 млн тенкӗ тăкакланă, пенсионерсене хушма пенси тивӗҫтерӗвӗпе – 173 млн тенкӗ, пысӑккисемпе тӗрлӗ ҫулхи ача-пӑча командисене валли – 129 млн тенкӗ, вӑрманпа паркӑн зонине юсаса ҫӗнетме – 62 млн тенкӗ тăкакланă. 2020 ҫулта "Август" АО тата Вӑрнар районĕн администрацийӗ стадиона юсаса ҫӗнетме килӗшӗве алă пусса ҫирĕплетнĕ. 2021-2022 ҫ. стадиона юсаса ҫӗнетмелли инвестици калӑпӑшӗ 70 млн тенкӗрен пуҫласа 80 млн тенкӗ таран.
Олег Николаев "Август" АО фирмăн генеральнӑй директорне Александр Ускова Чӑваш автономи облаҫне йĕркеленнĕренпе 100 ҫул ҫитнине палăртакан медале паврса чысланă. Ҫавӑн пекех предприятин чи лайӑх ӗҫченӗсене наградӑсем парса хавхалантарнă.
Палăртнă кун Чӑваш Ен Пуҫлӑхӗ "Август"АО фирма завочĕн музейне ҫитсе курнӑ, куравсемпе тĕплĕн паллашнă.