2020 ҫул пӗтӗмлетӗвӗсем тӑрӑх Чӑваш Ен вӗрентӳ тытӑмне лайăх аталантарнин кăтартăвĕпе чи лайăх ĕҫлекен вунă регион шутне кĕрет

2020 ҫул пӗтӗмлетӗвӗсем тӑрӑх Чӑваш Ен вӗрентӳ тытӑмне лайăх аталантарнин кăтартăвĕпе чи лайăх ĕҫлекен вунă регион шутне кĕрет

Раҫҫей Федерацийĕн Ҫут ĕҫ министерствин пĕтĕмĕшле пĕлӳ паракан управленийĕн тата патшалăх политикин департаменчĕн директорĕ Евгений Семченко пĕтĕмĕшле вĕрентӳ сферин патшалăх политикин ыйтăвĕсене сӳтсе явассипе ҫыхăннă канашлура хыпарланă.

Федераци ведомстви хăйне евĕр мониторинг хатĕрленине пĕлтернĕ вăл.  Вăл регионти вĕрентӳ тытăмне хаклĕ. Вăл ĕҫре 49 кăтартăва пăхса тухĕҫ.  Ачасене вĕрентнине, ҫитĕнӳсем патне ăнтăлма май паракан условисем йĕркеленине, вĕрентекенсене ĕҫ укҫипе тивĕҫтернине, вĕрентӳ пайне цифра ҫине куҫарнине тата ыттисене те тарăн тишкереҫҫĕ.   

2020 ҫул кăтартăвĕсем тăрăх, Чăваш Республики ҫĕршыври лайăх ĕҫлекен вунă регион йышне кĕнĕ.

«Ку питĕ лайăх кăтарту. Команда пĕр-пĕринпе ăнланса килĕштерсе ĕҫленине ҫирĕплетет», -  тенĕ хăйĕн сăмахĕнче  Евгений Семченко.  Ҫакнашкал йĕркепе муниципалитетсенчи ĕҫ-пуҫа  Раҫҫей Федерацийĕн Ҫут ĕҫ министерстви хаклама пуҫарассине сăмах май асăнса хăварнă.  

Чăваш Республикин Пуҫлăхĕ Олег Николаев вĕрентӳ учрежденийĕсен хальхи пурнăҫпа килĕшсе тăракан экотытăма йĕркелеме тĕллев лартнине палăртнă.

«Хитре ҫурт, паха пысăк технологиллĕ хатĕрсем, спорта аталанса пыма условисем йĕркелени – шкул ачисемшĕн пĕлтерĕшлĕ, вĕсене тата патриотла воспитани пама та меллĕ», - тесе хушса хунă вăл.

Раҫҫей Президенчĕ Владимир Путин «Вĕренӳ» наци проекчĕн тĕллевĕ тĕнчери чи ăнăҫлă ĕҫлесе пыракан вунă ҫĕршыв шутне хамăрăн Раҫҫейе те кĕртме витĕм кӳресси. Пĕтĕмĕшле вĕренӳ тытăмĕн пахалăх шайĕ пысăк пулни пуриншĕн те лайăх.  

«Кун пек ĕҫлесе пыма пирĕн ҫителĕклĕ таран условисем пĕтĕмпех пур.  Яланах вĕрентӳ тытăмĕ ыттисемшĕн тĕслĕхре пулнă. Специалистсен пĕлӳ шайĕ пысăк пулни те куҫкĕретех. Ҫакна вĕсем пĕрре анчах мар тĕнче шайĕнче ҫирĕплетсе панă.   Пирĕн ҫĕнĕлĕхсем ҫине куҫма та яланах условисем пур, прахăҫланнă майсене те ҫĕнĕрен вăй илтерсе яма пултарайратпăр», - тенĕ Олег Николаев.  

Ачасене яланах вĕренме кăсăклă пултăр.  Вĕрентӳ пайне кулленех хăйсене – ачасене явăҫтарса пыни паха. «Республикăра мĕн пĕчĕкрен ачасене пултарулăх лаҫҫине туртăнма вĕрентмелле. Ача чухне вĕсен вăйлăрах енĕсене палăртмалла, малалла та тарăнрах аталанса пыма кирлĕ пек условисем йĕркелемелле», - тенĕ вăл.

Ҫакнашкал ĕҫе мĕн ачаран хăнăхтарса пымалла, аслă шкулсене вĕренме кĕричченех вĕсемпе пулмалла, тарăн пĕлӳ парассишĕн ырми-канми тăрăшмалла. «Тĕллевсем пысăк. Бизнесра, наукăпа тĕпчев ĕҫĕнче те сахал мар паха  ĕҫ опычĕсем пур.  Шкул тапхăрĕнче ачасен пĕлӳ шайне хакламалла, вĕсен вăйлă енĕсене тупса, малалла та ăсталăха туптаса пыма витĕм кӳмелле.  Производствăсенче кирлĕ специалистсене аслă шкулсенче вĕрентсе кăлармалла», - тенĕ вăл.  

Вĕрентекенсен те питĕ маттур та ăста пулмалла. Муниципалитетсенче кадрсене хатĕрлемелле. Пирĕн пĕрле тăрăшса паянхи пурнăҫ ыйтакан ҫĕнĕлĕхсене пурнăҫа кĕртсе пымалла. Кун пирки тепĕр хут аса илсе хăварнă регион Пуҫлăхĕ.   

Чăваш Республикин Министрсен Кабинечĕн Председателĕн ҫумĕ – вĕренӳ тата ҫамрăксен политикин министрĕ Алла Салаева муниципалитетсенчи вĕрентӳ пахалăхĕн шайне РФ Ҫут ĕҫ министерстви пуҫласа йĕркеленине асăннă.  «Федераци ĕҫчешĕсем Чăваш Ен регионсем хушшинче лайăх ĕҫлекенсем йышĕнче тесе калаҫҫĕ.  Республикăра шкулсемпе ĕҫлемелли ятарлă тытăм хатĕрленĕ. Пултаруллă ачасене аталантарса пыма мĕнпур условисем ҫителĕклĕ. Ҫитменлĕхсем те ҫук мар-ха, вĕренӳ учрежденийĕсен ертӳҫисен ĕҫ тухăҫлăхне ӳстермелле», - тесе хушса хунă вăл.

Канашлура вĕрентӳ пайĕнчи федераци саккунĕсен ҫĕнĕлĕхĕсем пирки те чарăнса тăнă.   «Чăваш Енре те ытти субъектсем пекех вĕрентӳ сферин ертӳҫисене ҫирĕп тĕрĕслесе уйăрса лартĕҫ. Паллă, ҫак ĕҫе РФ Ҫут ĕҫ министерствинче тăрăшакансене те явăҫтарасси куҫ кĕретех.   Яваплăх тени малти вырăна тухмалла. Кун пирки уйрăммăн асăнса хăварнă Алла Салаева.  Видео-канашлăва РФ ҫут Ĕҫ министерствин представителĕсем,  Чăваш Республикин муниципаллă пĕрлешӳсен пуҫлăхĕсем хутшăннă.  

 



01 июня 2021
15:05
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter