Чӑваш Ен инфратытӑм проекчӗсен хакĕн пĕтĕмӗшле калăпăшĕ 2,3 миллиард тенкӗпе танлашать
Кун пирки Чӑваш Ен Пуҫлӑхӗ Олег Николаев РФ Патшалăх Думин Финанс рынокĕнчи ыйтусемпе ĕҫлекен комитет "ҫавра сӗтел" мелĕпе йĕркеленĕ "Иинфратытӑм проекчӗсене укҫа-тенкӗпе тивӗҫтермелли хатĕрсем" темӑпа пуҫарнă калаҫура хыпарланă.
"Пӗлтӗр республика Правительстви проектсене хатĕрлемелли пирки йышӑну тунӑ. Паянхи кун та Чӑваш Ен инфратытӑм проекчӗсен портфелӗнче проектпа смета докуменчӗсене хатĕрлеме 2,3 миллиард тенкӗ пăхса хунă. Ҫулталӑк вӗҫнелле эпир проектпа смета докуменчӗсем валли тата та ҫакăн чухлех тĕрев пуласса шанатпăр", - палӑртнӑ Олег Николаев.
Регион Ертӳҫи хăйĕн сăмахĕнче муниципалитетсемшĕн инфратытӑм аталанӑвӗ тӗп никӗс пулнине палӑртнă: "Ҫак ыйту ял территорийӗсем ҫинчен сӑмах пынӑ чухне уйрӑмах пӗлтерӗшлӗ, мӗншӗн тесен унта инфратытӑм проекчӗсем экономикӑна аталантарма никӗсне хываҫҫӗ кӑна мар, халӑхӑн пурнӑҫ пахалӑхне лайӑхлатма та май параҫҫӗ".
Чӑваш Республикинче инфратытӑм проекчӗсен переченьне палӑртас тата туса хурас ӗҫе пӗлтӗр пуҫланӑ. Регион Пуҫлӑхӗ пуҫарнипе ҫак ӗҫе республикӑпа муниципалитет влаҫӗсем кӑна мар, общество организацийӗсем те, халӑх органӗсем те хастар хутшӑннӑ. Кашни муниципалитетӑн сӑнарӗ улшăнтăр тесе сӗнӳсене пурте Чӑваш Енӗн Аслӑ экономика канашӗн площадкинче тăратнă.
Унсӑр пуҫне республикӑри районсемпе хула округӗсен инвестици паспорчӗсене ҫивӗчлатас енӗпе процес хута янӑ. Ҫакӑ пулас муниципалитет пӗрлӗхӗсен сӑнарне палӑртма кӑна мар, вӑл е ку территорире инфратытӑмпа ҫыхӑннӑ приоритетлӑ проектсене палӑртма тата бюджет укҫи-тенкипе май килнӗ таран тухӑҫлӑ усӑ курма май парать.
"Кӑҫал асӑннӑ проекта эпир 375 млн тенкӗ хыврӑмӑр. Унăн тухăҫлăхĕ те ҫук мар. Мĕнпур сĕнӳсемпе шухăшсене тĕпе хурса, эпир мӗнле проектсем пурнӑҫламаллине ӑнланатпӑр. Эпир технологисемпе палӑртнӑ проектсене пурнӑҫлама унификаци ҫулӗпе пыратпӑр. Ҫакӑ малашне вӗсем эксплуатациленӗ чухне тӑкаксене чакарма май парӗ", - палăртнă Олег Николаев.