Чӑваш Ен Раҫҫейри Журналистсен союзӗн пысӑк мероприятийӗсене ирттермелли площадка пулма хатӗр

Чӑваш Ен Раҫҫейри Журналистсен союзӗн пысӑк мероприятийӗсене ирттермелли площадка пулма хатӗр

Чӑваш Ен журналистсен пысӑк форумне ирттерме, ҫавӑн пекех регион шкулӗсенче медиа-классем уҫма хатӗр. Кун пирки республика Пуҫлӑхӗ Олег Николаев Раҫҫейри Журналистсен союзӗн председателӗпе Владимир Соловьевпа ӗҫлӗ тӗлпулу ирттернĕ чухне каланă.

"Чӑваш Республики Раҫҫейри Журналистсен союзӗн "Инфорумне" ирттерме хатӗр. Пирӗн ҫакнашкал мероприятисене ирттерес енӗпе опыт пур – Чӑваш Енре ҫамрӑк журналистсен "Атӑлҫи тӗл пулӑвӗсем" форумӗ йăлана кĕнĕ тăрăх тăтăшах иртет. Кӑҫал унта ҫӗршывӑн 37 регионӗн представителӗсем хутшӑнчӗҫ", - палӑртнă Олег Николаев. Чӑваш Ене МИХсенче  ĕҫлекенсем нумайӑн килни, блогерсем те килсе курма кăмăл туни - республикӑри журналистсене ҫӗршыври ытти субъектсенчи ӗҫтешӗсен опытне йышӑнма кӑна мар, вӗсене хӑйсен ӑнӑҫлӑ практикисене каласа пама та май парать.

"Инфорум" вӗренӳ практика шайӗнче ӑсталӑх-класӗсем иртеҫҫӗ, проектсен кейсӗсене тишкереҫҫӗ, профессионалсем вырӑнлӑ канашсем параҫҫӗ. Лекцисем хыҫҫӑн дискуссипе нетворингсем иртеҫҫӗ. "Журналистсен, врачсем пекех, ӑсталӑхне яланах ӳстерсе пымалла тесе шутлатӑп эпӗ, мӗншӗн тесен пурнӑҫран юлас хӑрушлӑх пур", - палӑртнă Раҫҫейри Журналистсен союзӗн председателӗ Владимир Соловьев.

Ҫавӑн пекех Олег Николаев республика ертӳлӗхӗ регионти массӑллӑ информаци хатӗрӗсене  федераци проекчӗсене хутшӑнма хавхалантарнине палӑртнă: "Раҫҫейри Журналистсен союзĕ йӗркеленӗ форумсемпе мероприятисене хутшӑнас текен Чӑваш Ен журналисчӗсене пулӑшăпăр. Пăшăрханма кирлĕ мар, иккӗленӳ те пулмалла мар".

Чӑваш Ен Цифра министерствин тытăмĕнче паянхи куна 42 массӑллӑ информаци хатӗрӗ, ҫав шутра пӗр телеканал, икӗ радиоканал, республикӑри ҫичӗ тата 24 район хаҫачӗсем, литературӑпа художество, ача-пӑча тата ҫамрӑксен журналӗсем, пилӗк сеть кӑларӑмӗ ӗҫлет. Республикӑри хаҫатсемпе журналсенчен нумайӑшӗ чӑвашла тухаҫҫӗ, ҫакӑ чӑваш чӗлхипе культурине упрама тата аталантарма май парать.

"Цифра технологийӗсем аталаннине пӑхмасӑрах Чӑваш Енре массӑллӑ информаци хатӗрӗсене сыхласа хӑварма тата анлăрах сарма май килет, вӗсем кашни ҫулах  субсидисемпе грантсене тивӗҫеҫҫĕ. Паллах, ача-пӑча журналистикине аталантарасси ҫине те тимлӗн пӑхатпӑр", - палӑртнă Олег Николаев.

Чӑваш Ен Пуҫлӑхӗ ӗҫлӗ тӗлпулура  регионта "Журналистсен ҫуртне" йӗркелеме май пурри ҫинчен те каланă сумлă хăнана. Паянхи куна ӑна мӗнлерех тата ӑҫта йӗркелессине татса паман-ха. "Цифра аталанӑвӗн министерстви ҫывӑх вӑхӑтра ҫак шухӑша пурнӑҫлама тытӑнӗ тесе шутлатӑп ", - палӑртнă Олег Николаев.

 

 



01 июня 2021
16:17
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter