Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Олег Николаев Ачасене хӳтӗлемелли пӗтӗм тӗнчери кун ячӗпе саламлани

Чӑваш Республикин хисеплӗ ҫыннисем!

Сире Ачасене хӳтӗлемелли пӗтӗм тӗнчери кун ячӗпе саламлатӑп!

 Ҫакӑ ача-пӑчан чи савӑнӑҫлӑ та юратнӑ уявӗсенчен пӗри кӑна мар, вӑл пире, аслисене, эпир кашни ача пурнӑҫӗпе сывлӑхӗшӗн тата шӑпишӗн яваплӑ пулнине ытарлӑн аса илтерни те.

Ачасем – хаклӑран та хаклӑ пуянлӑх, вӗсем пирӗн шанчӑкӑмӑр тата пуласлӑхӑмӑр. Эпир пурте ҫитӗнекен ӑрӑва мӗнпур лайӑххине парассишӗн вӑй хуратпӑр. Ачасене вӗрентесси, вӗсен сывлӑхне ҫирӗплетесси, канӑвне йӗрке-лесси тата ӑс-хакӑлне аталантарасси мӗнпур шайри власть органӗсен тӗп ӗҫӗ-сен шутӗнче. Пирӗн пӗрлехи тӗллев – ҫамрӑк ӑрӑва пур енлӗ аталанма, хӑйӗн таланчӗпе тата пултарулӑхӗпе туллин усӑ курма пултармалли хӑтлӑ майсем туса парассишӗн ҫине тӑрса ӗҫлесси.

Чӑваш Енре нумай ачаллӑ ҫемьесен шучӗ ҫулсерен ӳссе пыни савӑн-тарать. Ачаллӑ ҫемьесене пулӑшу памалли майсен йышӗ те тӑтӑшах анлӑ-ланса пырать, ҫав шутра Раҫҫей Президенчӗн пуҫарӑвӗсене пула та. Пирӗн республикӑра ҫак тӗллевсем валли кӑҫал 18 миллиард тенкӗ ытла уйӑрма па-лӑртнӑ. Ҫапах та социаллӑ пулӑшу темле витӗмлӗ пулсан та, чи кирлине ача ҫемьере ӑса хывать. Ку вӑл, чӑн малтан, юрату, хӳтлӗх, тимлӗх тата пулӑшу. Ачисене тивӗҫлипе пӑхса ҫитӗнтерекен мӗнпур ашшӗ-амӑшне чун-чӗререн тав тӑватӑп. Хӳтлӗхсӗр юлнӑ пепкесене ҫемьене илсе чун ӑшшине парнеленӗ усрав ҫемьесене те пур кӑмӑлтан тайма пуҫ.

Чӑваш Енре пурӑнакан шӑпӑрлансен ачалӑхӗ канӑҫлӑ та хаваслӑ тата хӑрушлӑхсӑр пултӑр! Ҫак уяв кунӗнче пурне те иксӗлми телей, ҫирӗп сывлӑх, ҫураҫу тата ырлӑх сунатӑп!

 

Чӑваш Республикин

    Пуҫлӑхӗ                                                                                           О.Николаев



01 июня 2021
08:00
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter