Чӑваш Енре нумай ачаллӑ ҫемьесене малашне тата та лайăхрах пулӑшма пултарĕҫ

Чӑваш Енре нумай ачаллӑ ҫемьесене малашне тата та лайăхрах пулӑшма пултарĕҫ

Республикăран куҫакан амăшĕн капиталне ăҫта усă курма юранин йĕркине ҫăмăллатасси пирки ĕҫ хутне тишкереҫҫĕ.

Кун ҫинчен ырă хыпара республика Пуҫлăхĕ Олег Николаев «Атăлçи тăрăхĕнчи ăнăçлă çемье» республика шайĕнчи тапхăрăн çĕнтерӳçисемпе «ҫавра сĕтел» мелĕпе ирттернĕ уҫă калаҫура пĕлтернĕ.  Паллă пулăма кăҫал Шупашкарти çул çитмен ачасен социаллă реабилитаци центрĕнче  йĕркелесе ирттернĕ. Мероприятине  ăмăртура мала  тухнисем хутшăннă.

Укҫана ăҫта тăкакласси пирки ытларах ҫемьесемпе хăйсемпе канашламалла. Вĕсен сĕнĕвĕсене шута илсе тивĕҫлĕ йышăну туса хăварма пĕлмелле.  Амăшĕн капиталĕпе куҫакан тĕрев тĕлли-паллисĕр пĕтмелле мар.  

Аса илтеретпĕр, 2020 ҫулта Чăваш Енре республика енчен куҫакан  амăшĕн капиталне 100 пин тенкĕрен 150 пин тенке куҫарнă. Ҫак пысăк укҫана республика хыснинчен уйăраҫҫĕ.  Пĕр хутчен парса тивĕҫтермелли укҫа виҫи вара 20 пин тенкĕ, пулăшушăн ҫемьесем ырăпа калаҫҫĕ.

«Нумай ачаллă ҫемьесене патшалăх енчен куҫармалли тĕреве ҫулсерен тарăн тишкеретпĕр. Ҫĕнĕлĕхсене те кĕртме тăрăшатпăр. Ҫемьесем патшалăх енчен пулăшăва туйччăр тесе ĕҫлетпĕр», - тенĕ республика Пуҫлăхĕ.  «Социаллă пулăшусен мĕнпур енĕсене тĕпрен пăхса тухатпăр.  Вĕсен пĕлтерĕшĕ пирки те тĕпчĕпĕр. Ҫемьесемшĕн усăллă пулнипе пулманнине сăнатпăр», - тенĕ вăл сăмаха малалла тăснă май.

Олег Николаев мероприятине пухăннисене - ашшĕ-амăшĕсемпе вĕсен ачисене Ачасене хӳтӗлемелли пӗтӗм тӗнчери кун ячӗпе саламланă,  пулас ăрăва вӗрентесси, вӗсен сывлӑхне ҫирӗплетесси, канӑвне йӗркелесси тата ӑс-хакӑлне аталантарасси мӗнпур шайри власть органӗсен тӗп ӗҫӗсем пулнине асăннă.  Малалла та  ҫамрӑк ӑрӑва пур енлӗ аталанма, хӑйӗн таланчӗпе тата пултарулӑхӗпе туллин усӑ курма пултармалли хӑтлӑ майсем туса парассишӗн ҫине тӑрса ӗҫлессине шантарнă.

Ачисене тивӗҫлипе пӑхса ҫитӗнтерекен мӗнпур ашшӗ-амӑшне чун-чӗререн тав тунă. «Нумай ачаллӑ ҫемьесен шучӗ ҫулсерен ӳссе пыни савӑнтарать Уяв кунӗнче пурне те иксӗлми телей, ҫирӗп сывлӑх, ҫураҫу тата ырлӑх сунатăп», - тенĕ вăл.

 



02 июня 2021
08:38
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter