Чĕмпĕрте – «Акатуй»

Иртнĕ канмалли кунсенче 5 регионти 30 ытла пултарулăх коллективĕ Чĕмпĕре пуçтарăннă. Унта облаçри 31-мĕш Акатуй иртнĕ.

Уява килнисен умĕнче сумлă хăнасем сăмах каланă, çав шутра — Чăваш Республикин культура, наци тата архив ĕçĕсен министрĕ Светлана Каликова та. Вăл Ульяновск облаçĕн ертӳлĕхне чăваш халăхне аталанма, культурине упраса хăварма май туса панăшăн тав тунă, Чăваш Республикин 100-çуллăхне халалланă кĕнеке парнеленĕ.

Сăмах май, облаçри чăваш наципе культурин автономийĕн хастарĕсем вырăнта тĕрлĕ проектсем пурнăçлаççĕ. Чукун çул районĕнчи 47-мĕш шкулта Иван Яковлев бюстне вырнаçтарасшăн. Çĕнĕ чăваш çырулăхĕ йĕркеленнĕренпе 150 çул çитнĕ май Ульяновск хулинче чăваш алфавитне халалласа палăк лартасшăн.



Хыпар
02 июня 2021
10:13
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter