Хăйне май ҫĕрсе тирпейленекен пластиксен производствине Чăваш Енре йĕркелесе ярассипе килĕшĕве алă пусса ҫирĕплетнĕ

Хăйне май ҫĕрсе тирпейленекен пластиксен производствине Чăваш Енре йĕркелесе ярассипе килĕшĕве алă пусса ҫирĕплетнĕ

Чӑваш Республикин Пуҫлӑхӗ Олег Николаев Петербургри Пĕтĕм тӗнчери экономика форумӗнче (ПМЭФ)  "БИО ПЛАНЕТА" ТМЯО килӗштерсе ӗҫлесси ҫинчен тунӑ килӗшĕве алӑ пусса ҫирĕплетнĕ.

«БИО ПЛАНЕТА»  ТМЯО генеральнăй директорĕпе Ярослав Кузнецовпа пӗрле регион ертӳҫи Раҫҫейри пӗрремӗш  ятарлă хăйне евĕр пластиксем туса кӑларас енӗпе инвестици проектне пурнӑҫламалли малашлӑха тишкернӗ.

Ҫӗнӗ Шупашкарта производствӑна хута яма май пуррине, унта хими кластерӗ аталанса пынине пӑхса тухнӑ. " БИО ПЛАНЕТА" компанийӗ промышленноҫпа производство типӗн уйрӑм экономика зонине туса хуракан якӑрлӑ резиденчӗ пулса тӑма пултарать.

"Ҫӗнӗ Шупашкар хулин территорийӗнче экономика зонине тӑвас шайра эпир унта хӑйсен ӗҫне-хӗлне йӗркелесе пыракан резидентсене шыратпӑр. Тепӗр енчен, паллах, ҫӗнӗ, малашлӑхлӑ ҫулсене шыратпӑр, вӗсем экономика зонинче уйрӑммӑн илсен, хӑйсене евӗрлӗ пулӗҫ. Паянхи килӗшӳ ҫак тĕллевсене шӑп та шай татса парĕ. Эпир хăйне евĕр пластик тӑвас енӗпе ӗҫлеме пуҫлатпӑр, ҫакӑ вара полиэтиленран тата традиционнӑй пластикӑран туса илекен продукцие улӑштарасси экологи хӑрушсӑрлӑхӗн альтернативӗ ҫине витӗм кӳме витӗмлӗ сӑлтав пулса тӑрӗ. Ҫапла вара, эпир пӗрле ӗҫлесен ӑнӑҫлӑх пуласса шанатӑп, ҫакӑ нумай ҫӗнӗ ҫул-йӗрпе пӗтӗм отрасльсене аталантарма, ҫав шутра Чӑваш Республикин территорийӗнче ҫĕнĕ пуҫарусене пурнӑҫлама питӗ лайӑх майсем парӗ", - тенĕ Чӑваш Ен Пуҫлӑхӗ.

Республика Пуҫлӑхӗ Олег Николаев РLA-гранул производствине хута ямалли проект Раҫҫейри упаковка рынокне, тӗрлӗ майпа усӑ курмалли таварсене улӑштарса, тивӗҫтерессине мӗнпур шанӑҫ пур тесе хушса хунă. Ҫапла вара пластик ҫаврӑнӑшӗпе ҫыхӑннӑ экологи йывăрлăхĕсене татса парас енӗпе проект тӗп звени пулса тӑма пултарать. Пулас производство хӑвачӗ ҫулталӑкра  10 пин тоннăпа танлашĕ. Республикӑра ҫӗнӗ производствӑна тĕпе хурса, ӗҫ вырӑнӗсем йӗркелеме палӑртнӑ.

"Раҫҫейре ҫулталӑк хушшинче 6 млн пуҫласа 8 млн таран  тонна пластик каяшсем йӗркеленине эпир пӗлетпӗр, вӗсенчен чылайӑшӗ-ахаль пакетсем. Пӗлтӗр ҫӗршыври мӗнпур ҫӳп-ҫапӑн 50 процентне ҫити упаковкӑна, чи малтанах пластик курма тивнӗ. Паллӑ сӑлтавсене пула пандеми тапхăрĕнче унӑн калӑпӑшӗ  тата  та ӳснĕ.  Ыйту ҫивĕчленсех ҫитнĕ пуриншĕн те", - палӑртнӑ "БИО ПЛАНЕТӐН" тӗп директорӗ Ярослав Кузнецов,  Пĕтĕм тӗнчери экологи конгресӗн IX ларӑвӗнче сӑмахран, пластикран хатĕрленĕ хăш-пĕр таварсемпе пачах та усă курма юраманни ҫинчен тепĕр хут аса илтерсе хăварнă.

Вӑл республика ертӳлĕхне тата Олег Николаева мухтаса тав сăмахĕсем каланă. 



02 июня 2021
17:56
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter