ПМЭФ-2021: Чӑваш Ен "Россия - страна возможностей" президент платфорипе килӗштерсе ӗҫлессине аталантарать

ПМЭФ-2021: Чӑваш Ен "Россия - страна возможностей"  президент платфорипе килӗштерсе ӗҫлессине аталантарать

 Петербургра Пĕтĕм тĕнчери экономика форумĕнче Чăваш Республикин Правительствипе «Россия – страна возможностей» АНО пĕр-пĕринпе тухăҫлă килĕшсе ĕҫлĕ ҫыхăнусене сарас тĕлĕшпе килĕшӳ хутне алă пусса ҫирĕплетнĕ.

Ĕҫ хутĕнче Чăваш Республикин Пуҫлăхĕ Олег Николаев тата «Россия – страна возможностей» генеральнăй директорĕ,  РАНХиГС проректорĕ Алексей Комиссаров алă пуснă.    

Килĕшӳ ҫамрăксен пуҫаруллă проекчĕсене пурнăҫа кĕртме, тĕрлĕ сферăра аталанса вăй илме, пултаруллă яш-кĕрĕме тĕрев пама пулăшĕ. Форум - тĕл пулса тĕрлĕ ыйтăва сӳтсе явмалли питĕ лайăх площадка.

Чăваш Республикинче тĕллевлĕ ҫул-йрсемпе аталанма, ҫĕнĕрен те ҫĕнĕ технологисене тĕпе хуса ĕҫлеме те пулăшасса шанса каланă ертӳҫĕсем.   

«Эсир сахал мар кăсăклă мероприятисем ирттеретĕр. Ҫитĕнекен ăрушăн вĕсем питĕ усăллă та пĕлтерĕшлĕ.  Эпир хамăрăн Чăваш Республикинче те ҫаплах пултăрччĕ тесе шухăшлатпăр», - тенĕ вăл.  «Эсир тăтăшах конференцисем те йĕркелеттĕр ҫамрăксемпе, вĕсен тавра курăмлăхне ӳстерме, ăс-хакăл тĕнчине пуянлатма пулăшатăр.  Ҫитес тапхăрта пирĕн регионта та ҫакăн евĕр мероприятисем ирттерсен аван», - тесе хушса каланă вăл.

«Россия – страна возможностей» АНО генеральнăй директорĕ, РАНХиГС  проректорĕ Алексей Комиссаров  хăйĕн сăмахĕнче ăмăртусемпе проектсем уйрăмах Чăваш Еншĕн питĕ кăсăклă пулнине асăннă.  «Ҫамрăксемшĕн паллă, усăллă пулĕҫ», - тенĕ вăл сăмаха ҫавăрса. «Профстажировки 2.0», олимпиада «Я – профессионал», «Мой первый бизнес»  ăмăртусенче Чăваш Ен ҫамрăкĕсем мала тухнă, ыттисемшĕн тĕслĕхре.  Юлашки виҫĕ ҫул хушшинче 106 проект ҫĕнтерӳҫĕ ята ҫĕнсе илнĕ.  2018 ҫултанпа асăннă ăмăртусене республикăран 67 пин ытла яш-кĕрĕм хутшăнса хăйсен ăсталăхне кăтартса панă, вĕсенчен 300 яхăн ҫамрăк мала тухса, ҫĕнтерӳҫĕ пулса тăнă.  Паянхи килĕшӳ ӳлĕмрен тата та тухăҫлăрах ĕҫлеме май парĕ», - тенĕ сăмаха ҫавăрса сумлă ертӳҫĕ.     

Олег Николаев ҫитес вăхăтра  «Россия – страна возможностей» АНО специалисчĕсене пирĕн тăрăха килсе, килĕшĕве пурнăҫа кĕртес тĕлĕшпе ятарлă план пăхса хăварма чĕнсе каланă. «Ҫул-йĕр карттине» те пăхса тухса ҫирĕплетес шухăш пур. Ăна та плана кĕртнĕ.  Хăш-хăш проектсене маларах пурнăҫа кĕртмеллине те тĕллев лартăпăр», - тенĕ сăмаха ҫавăрса вăл.    



02 июня 2021
15:01
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter