"Т Плюс" компанипе Чӑваш Ен социаллӑ программӑсене пурнӑҫлас енӗпе ĕҫcене анлӑлатӗҫ

"Т Плюс" компанипе  Чӑваш  Ен социаллӑ программӑсене пурнӑҫлас енӗпе ĕҫcене  анлӑлатӗҫ

Петербургра Пĕтĕм тĕнчери экономика форумĕ иртет.  Чăваш Республикин Пуҫлăхĕ Олег Николаев  паллă пулăмра «Т Плюс» ПАО пĕр-пĕринпе килĕшсе ĕҫлемелли ĕҫ хутне алă пусса ҫирĕплетнĕ.  Килĕшӳ социаллă пурнăҫпа экономика аталанăвне витĕм кӳресси паллă. Документра республика Пуҫлăхĕ Олег Николаев тата обществăн генеральнăй директорĕ Андрей Вагнер алă пуснă.  

Икĕ ен пĕр-пĕрин хушшинчи ĕҫлĕ ҫыхăнăва сарасси пирки калаҫнă, производствăра хальхи пурнăҫпа килĕшсе тăракан технологисене пурнăҫа кĕртессине,  ăшпа тивĕҫтермелли тытăма централизацилесси пирки те тарăн калаҫса килĕшнĕ.   Ĕҫ хучĕ Шупашкарпа Ҫĕнĕ Шупашкарта ҫĕнĕ меслетпе хутса ăшăтмалли тытăма хута ярас ĕҫре те пысăк пĕлтерĕшлĕ пулĕ.  Технологисене модернизацилесси, цифра ҫине куҫарасси те ыйту кун йĕркинчех тухса тăрать.  Хушма укҫа-тенкĕ уйăрасси, экологи тăрăмне лайăхлатасси ыйтусем те хальлĕхе ҫивĕч тăраҫҫĕ.  Ку енĕпе ятарлă мероприятисем  туса ирттермеллине асăннă ертӳҫĕсем.

«Эпир партнерсене суйлатпăр. Пĕр-пĕриншĕн усăллă пулни пысăк пĕлтерĕшлĕ.  Проектсене кăна пурнăҫа кĕртни анчах мар, регионăн социаллă пурнăҫне ырă енне куҫарса пыни те паха.  «Т Плюс» шăпах та, пирĕн республикăшăн кăсăклă. Социаллă витĕм кӳрекен партенрсем пулассине иккĕленместпĕр.  Ăшăпа Шупашкара тивĕҫтерекен пĕртен-пĕр тĕп организаци.  Паянхи ĕҫ хучĕ малашнехи пурнăҫра та тата пĕр-пĕриншĕн усăллă ĕҫлессе шантарать.  Ăшăпа тивĕҫтермелли тытăма ытларах инвестици хывма май парĕ.  Социаллă программăсемпе килĕшсе тăракан тĕрлĕ проектсене те пурнăҫа кĕртсе пыма пулăшассине шанатпăр», - тенĕ Чăваш Республикин Пуҫлăхĕ Олег Николаев.  

«Т Плюс» ПАО генеральнăй директорĕ Андрей Вагнер  хăйĕн сăмахĕнче хăйсен компани экономика тăнăҫлăхне малалла та тытса пырассине асăннă.  Паха ĕҫпе халăхăн пурнăҫ условийĕн шайне ӳстерсе пыма витĕм кӳрессе те палăртнă тепĕр хут ертӳҫĕ. «Ăшăпа тивĕҫтерессишĕн кăна паянхи килĕшĕве алă пусмарăмăр, ытти сферăсенче те пĕр-пĕринпе килĕшсе тухăҫлă ĕҫлеме калаҫса татăлтăмăр, документа алă пусрăмăр», - тенĕ вăл.

2020 ҫулта раштав уйăхĕнче Раҫҫей Правительстви Шупашкарпа Ҫĕнĕ Шупашкара ăшăпа тивĕҫтерекен хаксен пайне кĕртнĕ.  10 ҫул хушшинче ăшăпа тивĕҫтермелли тытăма аталантарса пынă май, республикăри икĕ пысăк хулара «Т Плюс» ПАО 9 млрд тенкĕ ытла инвестици хывма плана кĕртнĕ.  Апла пулсан, ăшăпа тивĕҫтерекен тытăм ҫĕнĕрен ҫĕнелсе ылмашăнасси паллă.



02 июня 2021
13:42
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter