Ача пособийӗ пирки министр ҫумӗ ӑнлантарӗ

Чӑваш Енре пурӑнакансенчен 28 пин ытла ҫемье 3-7 ҫулсенчи ывӑл-хӗрӗшӗн ача пособийӗ илме заявлени панӑ.

Ҫӗнӗ пособие илес тесен Патшалӑх пулӑшӑвӗсен порталӗнче заявлени ҫырма пулать.

Ҫав вӑхӑтрах кама ҫав пособи тивӗҫмӗ? Заявление хӑш вӑхӑтра пӑхса тухӗҫ? Ҫак тата ытти ыйту хуравне Чӑваш Енӗн ӗҫ тата социаллӑ хӳтлӗх министрӗн ҫумӗ Алексей Григорьев тӳрӗ эфирта хуравлӗ.

Ыйтусене министр ҫумӗ ыран, ҫӗртмен 4-мӗшӗнче, «Контактра» халӑх ушкӑнӗнчи «Чӑваш Республики» пабликра йышӑнӗ. Тӳрӗ эфир 13 сехетре пуҫланӗ. Ыйтусене халех ӑсатсан та, тӳрӗ эфир кунӗнче чатра ҫырсан та йышӑнӗҫ.



Чăваш халăх сайчĕ
03 июня 2021
08:26
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter