ПМЭФ-2021: Чӑваш Ен Правительстви регионти цифра инфратытӑмне аталантарма "ЭР-Телеком Холдинг " акционерсен обществипе килĕшĕве алă пусса ҫирĕплетнĕ

ПМЭФ-2021: Чӑваш Ен Правительстви регионти цифра инфратытӑмне аталантарма "ЭР-Телеком Холдинг "  акционерсен обществипе килĕшĕве алă пусса ҫирĕплетнĕ

 Петербургри Пӗтӗм тӗнчери экономика форумӗнче Чӑваш Республикин Пуҫлӑхӗ Олег Николаев тата "ЭР-Телеком Холдинг" акционерсен обществин президенчӗ Андрей Кузяев Чӑваш Республикин территорийӗнче информаципе коммуникаци инфратытӑмне аталантарас енӗпе тӑвакан тӗллевсем пирки килӗшӳ тунӑ.

Асӑннӑ договорсен шайӗнче экономикӑн тӗрлӗ отраслӗсене цифра ҫине куҫарма палӑртнӑ темиҫе проекта пурнӑҫлама, ҫавӑн пекех республикӑра пурӑнакансемшӗн ҫыхӑну паракан пулӑшу ӗҫӗсен майӗсене ӳстерме палӑртнӑ.

Сӑмахран, тӗлпулура хула хуҫалӑхне цифрӑламалли майсене "Ӑслӑ хула"программа шайӗнче сӳтсе явнă. Унӑн тӗллевӗ  хӑтлӑ тата хӑрушлăхсăр хула хутлӑхне йӗркелесси. Компани тăратнă йышӑнусем, ҫав шутра видео асӑрхав тата видеоаналитикӑн функцийӗсемпе усӑ курнӑ чухне, йӗркеленеҫҫӗ. Вӗсем: "ӑслӑ домофонсем", "ӑслӑ чарӑнусем", "ӑслӑ шлагбаумсем", "ӑслӑ ҫутӑ" тата ытти те.

"ЭР-Телекомом Холдинг" президенчӗ Андрей Кузиев республикӑна пулӑшма тата интеллект транспорт тытӑмӗсене ӗҫе кӗртме хатӗр пулнине палӑртнă. Компани Мускав хулин транспорт режимне  йĕркелесе пыракан  информаци тытӑмне ӗҫе кӗртмелли проекта, "ӑслӑ светофорсене" тӗпе хурса ӑнӑҫлӑ пурнӑҫланӑ.

"Хӑрушлăхсăр хула" АПК малалла аталантармалли шайра кил-ҫуртсене тата общество хутлӑхӗсене вырнаҫтармалли хатĕрсем пирки оборудовани проектне сӳтсе явнӑ. Холдинг представителӗсем вӗренӳ, сывлӑх сыхлавӗ, ял хуҫалӑх, энергоменеджмент тата пурнӑҫӑн ытти сферисем валли ҫивӗч цифра йышӑнӑвӗсем тӑваҫҫĕ.

Республикӑшӑн чи пӗлтерӗшлӗ тӗллевсенчен пӗри  пысӑк хӑвӑртлӑхлӑ Интернетпа ялсене тивӗҫтересси.  Олег Николаев Чӑваш Ен Патшалӑх Канашне тухнă Ҫырӑвӗнче Чӑваш Енри халӑх пурӑнакан кашни вырӑна Интернетпа тата пахалӑхлӑ ҫыхӑнупа тивӗҫтермеллине палӑртнă. Аякра вырнаҫнă ялсенче пачах та чăрмав пулмалла маррине каланă ĕҫ хутĕнче республика Пуҫлăхĕ.  

Компани ертӳҫи ҫак ыйтусене  татса парас тӗллевпе пӗрле ӗҫлеме сӗннĕ, ҫавӑн пекех холдинг республикӑри халӑх пурӑнакан вырӑнсенче хӑй ĕҫне анлӑлатассипе кӑсӑкланнине хушса каланă.

«Эпир регионĕн аталанăвĕн стратегине, эсир лартнă тĕллевсене, палăртнă приоритетсене витĕм кӳме тăрăшăпăр. Сирĕн стратегиллĕ партнер пуласса шантаратпăр.  Тăкаксем нумай ан пулччăр тесе ĕҫлĕпĕр, республикăра пурăнакансен пурнăҫ условийĕн шайĕ ӳстĕр тесе  вăй хурăпăр»,  пĕтĕмлетнĕ хăй сăмахне Андрей Кузяев.   

Олег Николаев палӑртнӑ тӑрӑх,  алă пусса ҫирĕплетнĕ килӗшӳ Чӑваш Енре Цифра трансформацийӗн стратегине пурнӑҫламалли никӗс хывма май  парĕ.

"ЭР-Телеком Холдинг"  Раҫҫейри паллă ТОП-5 телекоммуникаци компанийӗсене кӗрекен ушкăнра тăрать. Вăл ҫӗнӗ йышӑнусем тума сӗнет,  пуринпе те килĕшсе тăрать. Ман шутпа, эпир пĕрле ĕҫлесен тата вӗсене Чӑваш Республикинче цифра трансформацийӗн стратегине тӗплӗн явăҫтарсан, ҫынсем хальхи цифра сервисӗсемпе усӑ курма майсем кӗске вӑхӑтра илӗҫ ", - тенĕ регион Ертӳҫи.

 



03 июня 2021
16:10
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter