ПМЭФ-2021: Чӑваш Ен Правительстви "Синергия" университетпа килӗштерсе ӗҫлесси ҫинчен тунӑ килӗшӗве алӑ пуснӑ

ПМЭФ-2021: Чӑваш Ен Правительстви "Синергия" университетпа килӗштерсе ӗҫлесси ҫинчен тунӑ килӗшӗве алӑ пуснӑ

Чӑваш Республикин Правительстви тата Мускаври финанспа промышленноҫ университечӗ Петербургри Пӗтӗм тӗнчери экономика форумӗн шайӗнче килӗшӗве алӑ пуснӑ.

Ĕҫ хутне Чăваш Республикин Пуҫлăхĕ Олег Николаев тата «Синергия»  корпорацийĕн вице-президенчĕ Ольга Грищенко алă пусса ҫирĕплетнĕ.  

Килӗшӳ шайӗнче вӑтам, аслӑ тата хушма пӗлӳ парас, регион валли специалистсем, ҫав шутра онлайн форматӗнче кадрсене хатӗрлес енӗпе ӗҫлекен ӗҫ-хӗле пурнӑҫлаҫҫӗ. Документпа бизнес тытӑмӗнче пӗр-пӗринпе хутшӑнса ӗҫленине, хӑй тытӑмлӑхӗпе предпринимательлӗхе, туризма, информаци технологийӗсене, ҫамрӑксен политикине тата ытти ҫул-йӗре аталантарма пулӑшассине пӑхса хӑварнӑ.

"Синергия" университечӗ  тӳлевлĕ вӗренӳ заведенийӗ шутланать, вӑл ятарлӑ паян ӗҫ рынокӗнче кирлӗ ҫынсене компетенцисем парас тӗллевлӗ программӑсем хатĕрлет. Ҫитменнине ҫамрӑксемшӗн ҫеҫ программӑсем хатĕрлемеҫҫĕ, аслă ҫулсенчи граждансене валли те ятарлă программăсем тăваҫҫĕ», –  палăртнă  Олег Николаев.

Вӑл инвестици проекчӗсене пурнӑҫлас енӗпе, ҫав шутра патшалӑхпа уйрӑм ҫынсен ӗҫтешлӗхӗн механизмӗсемпе усӑ курса корпорацире тимлӗх уйӑрнӑ, асӑннӑ сферӑра пӗр-пӗринпе кӑсӑклӑ ҫыхӑнса ӗҫлени туризма аталантарса вăй илтерме аван пулнине каланă.

"Цифрăна аталантарас, халӑха вӗрентес, хӑш-пӗр отрасльсем валли специалистсем хатӗрлес енӗпе эпир Чӑваш Енпе ӗҫлеме шанатпӑр. Паллах, туризмра ӗҫлесшӗн. Кунта малашлӑх пысӑк пуласса шанатӑп. Ача-пӑча канӑвӗн сферинче проектсем пулма пултарнине эпир сӳтсе яврӑмӑр. "Синергия" корпорацийӗ ача-пӑча лагерьне инвестици хывать, ҫавӑнпа эпир ачасене вӗрентме тата вӗсене Атӑл ҫинче канма майсем тăвăпăр, ҫитменнине тата Чӑваш Енре инфратытӑм ҫапла тума витĕм кӳрет",- палӑртнă корпорацин вице-президенчӗ Ольга Грищенко.

Пӗр-пӗринпе килӗштерсе ӗҫлесси, мероприятийӗсене йӗркелесси тата ирттересси те пĕрлехи ĕҫ пулĕ. Тӗлпулура "Синергия" университетӑн спикерӗсене Шупашкарти экономика форумӗн ӗҫне явӑҫтарасси пирки сӳтсе явнă. Ҫĕртме уйăхĕн 23-мӗшӗнче Шупашкарта Республика кунне уявланӑ шайра  «Чувашия. Трансформация» форум иртет.

 



03 июня 2021
08:28
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter