ПМЭФ-2021: Чӑваш Енӗн пӗчӗк тата вӑтам бизнесне «ОПОРА РОССИИ» пысӑк экотытăмне явӑҫтарӗҫ

ПМЭФ-2021: Чӑваш Енӗн пӗчӗк тата вӑтам бизнесне «ОПОРА РОССИИ» пысӑк экотытăмне явӑҫтарӗҫ

Кун пирки Чӑваш Республикин Пуҫлӑхӗ Олег Николаевпа пӗтӗм Раҫҫейри "ОПОРА РОССИИ" вак тата вӑтам предпринимательлӗх общество организацийӗн президенчӗ Александр Калинин Петербургри Пӗтӗм тӗнчери экономика форумӗнче калаҫса татӑлнӑ.

Чӑваш Енре "Пӗчӗк тата вӑтам предпринимательлӗх тата уйрӑм предпринимательлӗх пуҫарӑвне пулӑшу парасси" наци проектне пурнӑҫланине те сӳтсе явнă.

Олег Николаев бизнеспа влаҫ органӗсем хушшинче общество организацийӗн уйрӑм пӗлтерӗшне палӑртнӑ. "ОПОРА РОССИИ" вӑл – вак тата вӑтам предпринимательлӗхе пулӑшмалли тӗп организацисенчен пӗри», – тенĕ вӑл. «Эпир тӗрлӗ площадкӑсенче калаҫатпӑр, бизнес пӗрлӗхӗн ҫивӗч ыйтӑвӗсене татса парас тесе, пӗрле предпринимательсене бизнес аталанӑвӗн кашни тапхӑрӗнче кирлӗ майсем туса паратпӑр", – тесе хушса каланă вăл.

Пӗтӗм Раҫҫейри "ОПОРА РОССИИ" вак тата вӑтам предпринимательлӗх общество организацийӗн президенчӗ Александр Калинин влаҫпа бизнес хушшинчи тухӑҫлӑ диалог пулӑшӑвӗ питӗ кирлине каланă.  Чăваш Енĕн вак тата вăтам предпринимательлĕх тытăмне  пысӑк экотытăма явӑҫтарма хатӗр пулнине палӑртнă.

Тӗлпулӑва Чӑваш Республикин Министрсен Кабинечӗн Председателӗн ҫумĕ –экономика аталанӑвӗн тата пурлӑх хутшӑнӑвӗсен министрӗ Дмитрий Краснов хутшӑннă. Вице-премьер бизнес сферинче пӗр-пӗринпе килӗштерсе ӗҫлессине, инновацисемпе технологисене ӗҫе кӗртессине тата аталантарассине тӗллевлӗн пурнӑҫланине, хальхи тӗнчери "пӗлӳ экономикин" ҫӗнӗ реалийӗсен условийӗсенче конкурентлӑ идейӑсем туса кӑларма тата пурнӑҫа кӗртме пултарассине палӑртнă.

Олег Николаев йыхравланипе "ОПОРА РОССИИ" президенчӗ Александр Калинин кӑҫал кӗркунне Чӑваш Ене килсе курӗ.



03 июня 2021
09:09
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter