"Байконур" космодромра Чӑваш Ен символикипе илемлетнӗ ракета старчӗ пулӗ

"Байконур" космодромра Чӑваш Ен символикипе илемлетнӗ ракета старчӗ пулӗ

Кăҫал ҫĕртме уйăхĕн 30-мĕшĕнче «Байконур» космодромран «Союз-2» ракета-носитель тиев турттаракан «Прогресс МС-17» транспорт космос карапӗпе тӗнче уҫлӑхне хӑпарӗ.  Ракета ҫине Совет Союзĕн икĕ хут Герой ятне илнĕ летчик-космонавт Андриян Николаевăн  сăн ӳкерчĕкне вырнаҫтараҫҫĕ.  Чăваш Енĕн хăйне евĕрлĕ символĕ ҫав тени кăмăла ҫĕклĕ халăха.  Кун пирки ырă хыпара Петербургра Пĕтĕм тĕнче шайĕнче иртекен экономика форумĕнче Чăваш Республикин Пуҫлăхĕ Олег Николаев пĕлтернĕ.

Йышăну туни ҫинчен ĕҫ хутне республика Пуҫлăхĕ Олег Николаев тата «Роскосмос» Патшалăх корпорацийĕн генеральнăй директорĕ Дмитрий Рогозин алă пусса ҫирĕплетнĕ.  

«Роскосмоса эпир пысăк тав сăмахĕсем калатпăр, хăйсен вĕҫевĕнчен пĕрне – чăвашсен паллă ывăлне, республикăн мăнаҫлăхне Андриян Григорьевич Николаева сума сунса ракета уҫлăха хăпартни пысăк пĕлтерĕшлĕ. Дмитрий Олегович Рогозин ҫакăн пек йышăну тума хирĕҫлеменни пурсăмăра  та хавхалантарать, уншăн ăна чыс та мухтав.  Чăнласах та, Чăваш Республики космоспа питĕ тарăн ҫыхăннă.  Космодромра чăваш ҫĕрĕ ҫинче ҫуралса ӳснĕ вĕҫевҫĕсем, ăсчахсем сахал мар тăрăшаҫҫĕ. Апла пулсан, ракетăна чăваш символикипе уҫлăха вĕҫтерни - пархатарлă тесе шутлатпăр.  Чăваш Ен ҫыннисем малашне те хамăрăн ентешсемпе мăнаҫланĕҫ»,  палăртнă хăйĕн сăмахĕнче Олег Николаев.

«Роскосмоспа» пĕрле  тухăҫлă ĕҫлемелли пирки калакан килĕшĕве алă пусни – региона тата та ҫĕнĕлле, пысăк технологисене тĕпе хурса ĕҫлеме витĕм кӳрессе ĕненетпĕр. «Роскосмос» Патшалăх корпорацийĕ республикăна аталантарма ҫĕнĕ ҫул-йĕрсем уҫĕ.  Вĕренӳ пайĕшĕн уйрăмах пĕлтерĕшлĕ пуласса шанатпăр. Паха специалистсем хатĕрлеме, пысăк технологисен витĕмлĕхне тĕпе хурса ĕҫлеме хăнăхтарасса та пĕлсех тăратпăр»,  тенĕ сăмаха хушса Олег Николаев.   

«Роскосмос» Патшалăх корпорацийĕн генеральнăй директорĕ Дмитрий Рогозин хăйĕн сăмахĕнче Чăваш Енре космодром валли специалистсем хатĕрлеме пулăшасса каланă. «Байконур» республикăпа килĕшсе тачă ҫыхăнса ĕҫлеме хатĕррине тепĕр хут асăнса хăварнă.  «Эпир Чăваш Енре строительство хатĕрĕсем туянма, вĕсемпе пысăк объектсенче усă курма шутлатпăр.  Ĕҫлĕ ҫыхăнусене малашне тата та анлăрах сарса пыма тăрăшăпăр, пуҫламăшĕ ĕнтĕ халĕ пур, ӳлĕмрен пĕрне-пĕри килĕшсе ăнланса ĕҫлесси кăна»,  каланă сăмаха пĕтĕмлетсе сумлă ертӳҫĕ.     



04 июня 2021
08:28
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter