Чӑваш Енпе "Уралкалий" ҫул-йӗр хуҫалӑхӗнче ӗҫ-хӗле анлӑлатаҫҫӗ

Чӑваш Енпе "Уралкалий" ҫул-йӗр хуҫалӑхӗнче ӗҫ-хӗле анлӑлатаҫҫӗ

Чӑваш Ен Пуҫлӑхӗ Олег Николаев "Уралкалий" ПАО генеральнӑй директорӗпе Виталий Лаукпа ҫул-йĕр хуҫалăхĕнче ĕҫлĕ ҫыхăнусене сарасси пирки килӗшӳ алӑ пуснӑ.

Документ республикӑри ҫул-йӗр организацийӗсене техника тӑварӗпе тивӗҫтерме пулӑшӗ.

"Килӗшӳ пирӗн пӗр-пӗринпе килӗштерсе ĕҫлессине тытӑмлӑн аталантармалли старт парать. Паян республика предприятийӗсем тата "Уралкалий" тӗрлӗ енпе тачӑ ҫыхӑнса ӗҫлеҫҫӗ. Чӑнах та, пирӗн партнерлӑх анлӑлансах пырӗ. Ҫав шутра "Уралкалий" партнерĕ  - Чӑваш Республикинчи  "Трактор завочӗсем" концерн. "ЧЕТРА" брендпа техника кӑларакан  предприяти  кал-кал паян та аталанса пырать. Унӑн площадкисенче ятарлӑ инвестици контрактне ( СПИК 2.0) пурнӑҫлӗҫ, тракторсен линейки анлӑланса пырӗ", - палӑртнă Олег Николаев.

«Уралкалий» ПАО генеральнӑй директорӗ Виталий Лаук алӑ пуснӑ килӗшӳ пӗлтерӗшне  пысăка хурса хакланă тата Чӑваш Ен предприятийӗсемпе малашне те килӗштерсе ӗҫлеме шаннине палӑртнӑ: "Уралкалий" килӗшӳ шайӗнче республикӑна пăрлă ҫулсене тирпейлеме калид  хатĕрлесе тăратма шантарать.  2019-2020 ҫулсенче компани 70 пин тонна яхӑн таварпа тивĕҫтернĕ,  анчах та эпир калӑпӑшсене малалла та ӳстерессе шанатпӑр", - тенĕ вăл.

Ҫавӑн пекех килӗшĕве тĕпе хурса федераци реагенчӗсемпе усӑ курмалли малта пыракан технологисене ӗҫе кӗртмелли проекта пурнӑҫлама палӑртнӑ, ҫакӑ автомобиль ҫулӗсене тухӑҫлӑхпа пахалӑхне лайӑхлатма тата вӗсене  тивĕҫлĕ тытса тӑма май парать.



04 июня 2021
15:20
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter