ПМЭФ-2021: Чӑваш Ен Правительствипе НОСТРОЙ пĕрле килĕшсе регионти строительство отрасльне аталантарӗҫ

ПМЭФ-2021: Чӑваш Ен Правительствипе НОСТРОЙ  пĕрле килĕшсе регионти строительство отрасльне аталантарӗҫ

 Петербургри Пĕтĕм тĕнчери экономика форумĕнче  Чăваш Республикин Пуҫлăхĕ Олег Николаев тата Строительсен пĕрлешĕвĕн  (НОСТРОЙ) президенчĕ Антон Глушков ĕҫлĕ ҫыхăусене сарас тĕлĕшпе килĕшĕве алă пусса ҫирĕплетнĕ.  Ĕҫ хучĕ строительство тытăмĕнче ҫĕнĕлĕхсене тĕпе хурса ĕҫлеме хистет.  Ҫурт-йĕр тата хула хутлăхне лайăхлатассипе палăртнă наци проектне те пурнăҫа анлăрах кĕртме витĕм кӳрĕ.

Строительство рынокĕнче пĕр-пĕрин паха ĕҫ опычĕсемпе паллашасси ыйту та кун йĕркинчех.  Кадрсен пĕлӳ шайне ӳстерме пулăшу парассине те шантараҫҫĕ ертӳҫĕсем.  Строительство хăрушсăрлăхĕпе тивĕҫтерме, тухăҫлăха ӳстерес ыйтусемпе тарăн ĕҫлеме плана кĕртнĕ. Строительство тытăмĕнче пахалăха тытса пырасси, паянхи пурнăҫ ыйтакан ыйтусене шута илсе, вĕсемпе тата та тухăҫлăрах ĕҫлеме тытăнасси те кун йĕркинчех пулĕ.

 Чăваш Республикин Пуҫлăхĕ Олег Николаев хăйĕн сăмахĕнче патшалăх контракчĕсемпе ĕҫленĕ чухне, тӳрĕ кăмăлпа ĕҫлемен подрядчиксенчен асăрхануллă пулмаллине тепĕр хут асăнса хăварнă, вĕсенчен пăрăнма тăрăшмаллине те каланă ертӳҫĕ.   Сăмах май, пирĕн тăрăхри строительство организацийĕсем ытти регионсемпе тачă ҫыхăнса ĕҫлесен те аван, пĕр-пĕрин паха ĕҫ опычĕпе паллашайраҫҫĕ,  ҫĕннисене пурнăҫа кĕртсе пырайраҫҫĕ.  Кун пек тума ытларах та ытларах условисем пулсан аван тенĕ вăл.  

«Паянхи куна илес пулсан, чăваш строителĕсем ытти регионсене пинĕ пинĕпе тухса каяҫҫĕ.  Ушкăнпа ҫӳременни пăшăрхантарать.  Пĕчĕк группăсемпе тухса кайса ĕҫлесен, усси сахалрах теме те юрать.  Ҫирĕп йĕрке пулсан, пирĕн хатĕрсене тĕпе хурса ĕҫлесен вара тата та кăмăллăрах», - тесе каланă Олег Николаев.  «Чăваш строителĕсен брендчĕ пурри хавхалантарать тата мăнаҫлантарать пурсăмăра та.  Пĕлтĕр пирĕн республикăра РФ строительство министрĕн ҫумĕ Дмитрий Волков ĕҫлĕ ҫул ҫӳревре пулнăччĕ.  Вăл пысăк трибуна ҫинчен Чăваш Ен строителĕсене ырласа ырă сăмахсем каларĕ.  Пирĕн специалистсем чăнласах та, ыттисемшĕн тĕслĕхре пулнине ҫирĕплетрĕ. Кирпĕҫ хуракансем, бетон ҫăракансем хăйсен ăсталăхĕпе пысăк технологисене тĕпе хурса капмар та ҫӳллĕ ҫуртсем хăпартаҫҫĕ кулленех», - тесе палăртнă тепĕр хут хăйĕн сăмахĕнче республика Пуҫлăхĕ.

НОСТРОЙ президенчĕ Антон Глушков ҫĕршывра усал амак чирĕ алхаснă тапхăрта пĕр-пĕрин паха ĕҫ опычĕсене тĕпе хурса ĕҫлени, пĕрне-пĕри пулăшса тухăҫлăха ӳстерни ҫав тери аван тенĕ. Тепĕр тесен, ҫитĕнекен ăрăва строительство тытăмне явăҫтарма витĕм кӳни те хăйне евĕр паха тесе сăмаха ҫавăрнă вăл.  Кун пек ĕҫлес тесессĕн, комплекслă программăна йышăнсан аван.  Пĕр тытăмра строительсем пирки, вĕренӳ учрежденийĕсемпе специалистсем ҫинчен ҫителĕклĕ хыпарсем пулсан лайăх пулнине асăннă НОСТРОЙ президенчĕ.

Палăртса хăваратпăр, ҫӳлерех асăннă пĕрлешӳ Раҫҫейре ҫав тери анлă сарăлнă тата  унăн сумĕ те  пысăк.  Вăл ҫĕршыври 96, 2 пин ытла строительство компанийӗсене пĕрлештерсе тăрать.

 



04 июня 2021
13:59
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter