ПМЭФ-2021: Чӑваш Ен регионсемпе килӗштерсе ӗҫлессине аталантарать
Петербургри Пӗтӗм тӗнчери экономика форумӗнче Чӑваш Республикин Министрсен Кабинечӗпе Самара облаҫӗн Правительстви суту-илӳпе экономика, наукӑпа техника тата культура енĕпе тачă ҫыхăнса ĕҫлессине ҫирĕплетекен ĕҫ хутне алă пуснă.
Чӑваш Республикин Пуҫлӑхӗ Олег Николаевпа Самара облаҫӗн Губернаторӗ Дмитрий Азаров документ тӗрлӗ сферӑри чи лайӑх практикӑсене йышӑнма пулӑшасса шаннине палӑртнă, икĕ регион хушшинчи туслăха сарма пулăшнине те асăннă.
Сӑмахран, Чӑваш Енпе Самара наукӑпа вӗренӳ ӗҫ-хӗлӗн сферинчи пӗрлехи тӗллевсене пӗрле татса пама пултарайраҫҫĕ.
Олег Николаев Чӑваш Енре наукӑна, вӗренӗве тата производствӑна интеграцилес шайра тытӑмлӑн ӗҫлени ҫинчен каласа панă. Вӑл регионсем хушшинчи хутшӑнса ӗҫлеслĕхе малалла та ӳстерсе пыма витĕм кӳрĕ.
"Эпир "Пуласлӑх инженери" наукӑпа вӗренӳ центрне хутшӑнатпӑр, пирӗн ҫамрӑксем ытларах та ытларах наука ӗҫне хутшӑнма пултарччӑр тесе тăрăшăпăр", – палӑртнӑ Чӑваш Ен Пуҫлӑхӗ. "Пуласлӑх инженери" наукӑпа вӗренӳ центрӗ, экономикӑн наукӑпа чӑн секторне пӗрлештерме май парĕ, ăна шăпах та, 2019 ҫулта Дмитрий Азаров хушнипе туса хатӗрленӗ, ӑслӑлӑх шкулӗсемпе промышленноҫ предприятийӗсене пĕр чăмăра пухма пулăшрĕ. Ҫĕршыври регионсенчи промышленноҫ предприятисем центра пуҫтарăнчĕҫ.
Форумра ҫакăн евĕр килĕшĕве, суту-илӳпе экономика, наукӑпа техника тата культура тытăмĕпе килĕшсе ĕҫлесси ҫинчен калакан ĕҫ хутне Чӑваш Ен Пенза облаҫӗн Правительствипе те алă пусса ҫирĕплетнĕ.
Чӑваш Республикин Пуҫлӑхӗ Олег Николаев тата Пенза облаҫӗн Губернаторӗн тивӗҫӗсене вӑхӑтлӑха пурнӑҫлакан Олег Мельниченко тӗрлӗ сферӑра, ҫав шутра информаципе телекоммуникаци технологийӗсен сферине, наукӑпа производствӑсене аталантарма калаҫса татӑлнӑ.
«Кӳршĕллĕ регионсемпе унччен те ĕҫлĕ ҫыхăнура пулнă. Халĕ вара тата та ҫĕнĕ ҫул-йĕрсем уҫăласса шанатпăр», – тенĕ хăйĕн сăмахĕнче Олег Николаев.
Унсӑр пуҫне Чӑваш Республикин Пуҫлӑхӗ Олег Николаев тата Крым Республикин Пуҫлӑхӗ Сергей Аксёнов суту-илӳпе экономика, наукӑпа техника, социаллӑ тата культура тытăмне аталантарма витĕм кӳрекен виҫĕ ҫул валли план ҫирĕплетнĕ. Ку унчченхи йышăннă килĕшĕве тĕпе хурса пурнăҫа кĕрĕ.
Енсем тӗрлӗ енчен пӗр-пӗринпе ҫыхӑнса ӗҫлеме лайӑх майсем кураҫҫӗ. Вӗсен шутӗнче – Чӑваш Республикипе Крым хушшинче ӗҫлĕ ҫыхӑнусене йӗркелес тата аталантарасси тата ытти те.
"Пирӗн регионсем тухӑҫлӑ ӗҫлеҫҫӗ ӗнтӗ. Предпринимательсем пӗр-пӗринпе тачӑ ҫыхӑнса тӑраҫҫӗ. Ку ӗҫе эпир малалла та пурнăҫлама шут тытрӑмӑр", – тенӗ Олег Николаев.
Чӑваш Ен Пуҫлӑхӗ промышленноҫпа ял хуҫалӑх сферинче партнерлӑх малашлӑхӗ уйрӑмах пысăккине палӑрнӑ.
"Эпир чи малтанах агропромышленноҫ секторӗнче ҫул-йĕрсене аталантарма пултарайратпăр, пирĕн ку тĕлĕшпе лайăх ĕҫ опычĕ пур», – палӑртнă Олег Николаев. «Пирӗн предприятисем ял хуҫалӑх валли чаплӑ пестицидсем кӑлараҫҫӗ. Унсӑр пуҫне Чӑваш Енри "Химпром" ПАО тата "Трактор завочӗсем" Концерн предприяти таварсем тăратма пултарайраҫҫĕ», – тенĕ вăл.
"Шупашкарти трактор завочӗсем йывӑр тракторсемсӗр пуҫне коммуналлӑ хуҫалӑх валли ҫăмăлрах техника калăплаҫҫĕ. Крым территорийӗнче инфратытӑмӑн пысӑк проекчӗсем пурнӑҫланнине пула эпир пӗр-пӗриншĕн тата та усӑллӑрах пулма пултаратпăр", – ӑнлантарнă Олег Николаев.
"Туризм, таварсем тирпейлессинче те ҫӗнӗ ҫул-йӗр нумай. Ку тата ытти сферăсенче те тӑтӑшах хутшӑнса ӗҫлӗпӗр", - палăртнă Крым Республикин Пуҫлӑхӗ Сергей Аксёнов. Пĕр пухăннă пек чухне, енсем ĕҫлĕ визитсем пирки те сӳтсе явнă, йышăнусем туса хăварнă.