«Прививка тутарсан та маскăпа çÿремелле»

«Коронавирус инфекцийĕ пĕтмен, çавăнпа общество транспортĕнче, халăх йышлă пухăнакан вырăнсенче маска, перчетке тăхăнмалла. Çыннăн иммунитечĕ ковидран пĕрремĕш прививка тунă хыççăн тăруках вăйланмасть. Ăна чирлĕ çынсенчен инфекци ерме пултарать», — палăртрĕç ĕнер ЧР Сывлăх сыхлавĕн министерствинче иртнĕ брифингра. Унта министерствăн штатра тăман тĕп специалисчĕсем, тухтăрсем, вакцинаципе çыхăннă ыйтусене сӳтсе яврĕç.

ЧР тĕп гастроэнтерологĕ Лариса Тарасова пĕлтернĕ тăрăх, çĕртме уйăхĕн 2-мĕшĕ тĕлне Чăваш Енре 25870 çынна коронавирус ернĕ. 23633-шĕ инфекцие парăнтарнă. Шел те, 1435 çын пурнăçран уйрăлнă. «Темиçе уйăх каярахрипе танлаштарсан, халĕ лару-тăру пĕрешкел пулни курăнать. Алă сулма пуçларăмăр-ши? Общество транспортĕнче пăхатăп та — çынсенчен ытларахăшĕ маскăсăр. Перчеткене вара пачах тăхăнма пăрахрĕç. Анчах вирус таврăнма та пултарать», — асăрхаттарчĕ Лариса Владимировна. Республикăн тĕп аллерголог-иммунологĕ Нина Рассказова каланă тăрăх, халăхра «маска пулăшмасть» шухăш анлă сарăлнă. «Вирус сывлăш урлă ернине манмалла мар. Маска пит çинче чаршав пек кăна вĕл-вĕл вĕçсе тăрать тĕк — унран усси сахал. Хăшĕ-пĕри: «Эпĕ чирлесе ирттернĕ. Прививка тутарнă», — тет те общество вырăнĕсенче маскăсăр çӳрет. Вĕсен те маскăпах çӳремелле, мĕншĕн тесен вирусăн урăхла йышши штамĕпе чирлес хăрушлăх пур», — палăртрĕ Нина Леонидовна. Вăл каланă тăрăх, Раççейре халăхăн 60 проценчĕ прививка тутарсан ковидпа çыхăннă чарусене сирĕç. Ун чухне: «Коронавируса çĕнтертĕмĕр», — теме те май пулĕ. Паянхи куна Раççейре пурăнакан 18 миллион çын ковидран пĕрремĕш прививкăна тутарнă.

Чăваш Енре вара çĕртме уйăхĕн 1-мĕшĕ тĕлне халăхăн 8,6 проценчĕ хăйне коронавирус инфекцийĕнчен прививка тутарса хӳтĕленĕ. Брифингра палăртнă тăрăх, коронавирусран прививка тутармаллах. «Хăш вакцини лайăхрах-ши?» — тесе пуç ватса вăхăта ирттермелле мар. Раççейре кăларнă виçĕ вакцина та хăйсене лайăх енчен кăтартнă. Пурте шанчăклă. Вĕсемпе ют çĕршывсенче те анлăн усă кураççĕ. Прививка тутарма палăртсан тухтăр патне каймалла. Сирĕншĕн хăшĕ вырăнлăрах пулнине татса пама шăпах вăл пулăшĕ. Вакцинаци — чи лайăх, тĕп профилактика», — пĕтĕмлетрĕ Лариса Владимировна. Коронавирус инфекцине ирттернĕ хыççăн çын хăвăртах вăй илейменни вăрттăнлăх мар. Хăшĕсен чĕрепе юн тымарĕсен, сахăр тата нерв чирĕсем аталанаççĕ. «Килте ан ларăр, больницăна кайма, тĕрĕс сипленме тăрăшăр. Ковида парăнтарнă хыççăн юн шĕветекен препаратсене ĕçмелли çинчен те ан манăр. Кама мĕнле эмел памаллине тухтăр палăртĕ», — асăрхаттарчĕ Нина Рассказова.

«Антителăсем пур тăк прививка тутармалла-и?» — час-часах ыйтаççĕ пирĕн вулакансем. «Эпĕ юна тĕрĕслеме вунă хутчен патăм. Хамăн антителăсен титрне сăнасах тăратăп. Вĕсен шайне кашни лаборатори расна кăтартать. Антителăсем чакассине те кĕтмелле мар. Енчен те çыннăн юнри антителăсем 0,8-1,2 шайĕнче кăна пулсан ним иккĕленмесĕр прививка тутармалла. Антителăсем унран ытларах тăк кăшт тăхтасан юрать», — ăнлантарчĕ Нина Леонидовна.



Хыпар
04 июня 2021
08:43
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter