Тӗнче уҫлӑхне – чӑваш элемӗллӗ ракета

Космоса чӑваш элемӗллӗ ракета ҫӗкленӗ. Паллӑ пулӑм ҫӗртмен 30-мӗшӗнче пулса иртмелле.

Ҫав кун «Байконур» космодромран «Союз-2» ракета-носитель тиев турттаракан «Прогресс МС-17» транспорт космос карапӗпе тӗнче уҫлӑхне хӑпарӗ.  Ракета сине Чӑваш Ен элемне тата Совет Союзӗн икӗ хут Геройне Андриян Николаева ӳкерсе хурӗҫ.

Чӑваш Ен ҫакӑн пирки «Роскосмос» патшалӑх корпорацийӗн гендиректорӗпе Дмитрий Рогозинпа алӑ пуснӑ. Кун пирки Чӑваш Ен ертӳҫи Питӗрте ҫак кунсенче иртекен Пӗтӗм тӗнчери экономика форумӗнче каланӑ.



Чăваш халăх сайчĕ
04 июня 2021
07:03
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter