Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Олег Николаев тавралăха хӳтĕлекенсен пĕтĕм тĕнчери кунĕ ячĕпе саламлани
Чăваш Республикин хисеплĕ ҫыннисем!
Сире тавралăха хӳтĕлекенсен пĕтĕм тĕнчери кунĕ ячĕпе, пĕтĕм эколога вĕсен професси уявĕпе саламлатăп.
Ҫак кун пире эпир тăван хутлăхшăн яваплă пулнине аса илтерме тивĕҫ. Ҫут ҫанталăк мĕн панине упраса хăварасси тата аталантарасси - пирĕн пĕрлехи тивĕҫ. Чăваш Ен - экологи тĕлĕшĕнчен таса регион. Пирĕн инвестици тата туризм илĕртӳлĕхĕ тата экологи тĕлĕшĕнчен таса тавар туса илессине аталантармалли майсем пур.
Ҫут ҫанталăк саппасĕпе пĕлсе усă курас, пурăнмалли таса тавралăха сыхласа хăварас ыйтусемпе республика Правительстви тимлĕ ĕҫлет. Регионта «Экологи» наци проектне, федераци тата республика программисене пурнăҫа кĕртес енĕпе пысăк ĕҫсем пурнăҫланаҫҫĕ.
Шансах тăратăп: вăрмансене ҫĕнĕрен чĕрте тăратас тата ҫитĕнтерес, Атăла сыватас, каяшсене тирпейлес ĕҫре ҫĕнĕ мелсемпе усă курмашкăн ҫул уҫса парсан, кирлĕ мар вырăнта ҫӳп-ҫап тăкнине пĕтерсен, тасатакан сооруженисем тăвассипе ҫыхăннă комплекслă мероприятисене пурнăҫласа пырсан регионти пурнăҫа тата ăнăҫлăрах, хăтлăрах тăвăпăр.
Хăйсен ĕҫ тивĕҫĕпе, чĕри ыйтнипе ҫут ҫанталăк пуянлăхне сыхласа хăварас, экологи культурине аталантарас, тавралăха тасарах тăвас тĕлĕшпе вăй хуракан кашни ҫынна тав тăватăп. Сирĕн ĕҫĕрĕн хакĕ, унăн пĕлтерĕшĕ вышкайсăр пысăк!
Чăваш Республикин Пуҫлăхĕ Олег Николаев