Чӑваш Ен Раҫҫей этнографи музейӗпе ĕҫлĕ ҫыхăнусене сарать

 Чăваш Республикин Пуҫлăхĕ Олег Николаев  Питĕрте тĕнчери пĕртен-пĕр чи пысăк музей ĕҫĕпе паллашнă, этнографи музейĕн директорĕпе Юлия Купинапа курса калаҫнă.

Раҫҫей этнографийĕн музейĕнче чăваш халăхне халалланă экспозицисем чăнласах та, тивĕҫлĕ вырăн йышăнаҫҫĕ. Хăнасем ҫакна курса ĕненнĕ.  Музейĕн лаҫҫинче чăвашсен куравĕ ҫĕр ҫул ытла ĕнтĕ упранса тăрать.  Хальхи вăхăтра пиллĕк пине яхăн тĕрлĕ хатĕр тирпейлесе тăратнă.  Чăвашсен йăли-йĕркине туллин сăнарласа панă асăннă куравра.    Тĕп пуянлăхсенчен пĕри – чăвашсен кĕпе-тумтирĕ. Арҫынсен тата хĕрарăмсен паха ҫипуҫĕ пурин кăмăлне те уҫса янă.  Туй йăли-йĕркин япалисем, алă шăлмлли ятарлă хатĕрсем ҫав тери илемлĕ, вĕсене чăваш тĕррипе эрешлесе пуянлатнă.   

«Пирĕн тĕрлĕ институтсемпе тачă ҫыхăнса ĕҫлемелле.  Раҫҫейĕн тĕрлĕ халăхсен йăли-йĕркине, культурине ăша хывса пурăнмалла. Пирĕн тĕп пуянлăх – халăх.  Эпир музейпе ĕҫлеме, пĕр-пĕриншĕн усăллă ĕҫсем туса пыма хатĕр», - тесе каланă хăйĕн сăмахĕнче Чăваш Республикин Пуҫлăхĕ.   «Цифра технологийĕсем те пирĕншĕн темĕн пекех паха, плансене туххăмрах пурнăҫа кĕртме витĕм кӳреҫҫĕ.  Пĕрне-пĕри пулăшса ĕҫлеме те аван.  Чăваш Республикин Правительстви ҫапла тума яланах хавас. Ҫĕнĕ технологийĕсен витĕмлĕхне тĕпе хурса ĕҫлени, паянхи пурнăҫ таппине тӳр килет», - тенĕ вăл сăмаха малалла тăснă май.

«Сирĕн регионăн чаплă хатĕрĕсем пирĕн музейра чылай.  Цифра технологине шута илсе, ĕҫе ҫĕнĕлле те йĕркелесе ярасси планра пур», - тесе каланă музей директорĕ Юлия Купина.  

Культура аталанăвĕн тĕп ҫул-йĕрсенчен пĕри – кадрсене хатĕрлесси.  Ку пирки Чăваш Республикин Пуҫлăхĕ уйрăмăн палăртсах каланă.  «Вĕренӳ пайĕ ҫине пысăк тимлĕх уйăрмалла.  Чăваш Енри культура институчĕн ĕҫне ҫĕнĕлле пуҫарса ярасси те ыйту кун йĕркинчех. Унта та музей валли паха специалистсем хатĕрлесе кăларсан питĕ аван пулнă пулĕччĕ», - тенĕ вăл.  Раҫҫейри этнографи музейĕн директорĕ Юлия Купина хăйĕн сăмахĕнче специалистсене вĕренсе кăларма хатĕррине хыпарланă. Программа пуян, ҫамрăк яш-кĕрĕмшĕн кăсăклă пуласса шанса каланă вăл сăмаха ҫавăрса.

Чăваш Республикин Пуҫлăхĕ туризм ыйтăвĕ пирки те чарăнса тăнă.  Культура палăкĕсене упраса вĕсем пирки ҫитĕнекен ăрăва вĕрентсе пыни лайăх.  Ку тытăма та аталантармалла, май килнĕ таран тĕпчесе, вĕсем пирки ытларах та ытларах халăха пĕлтерме тăрăшмалла.  Чăваш тĕрри хăйне евĕр ытарлă та илемлĕ.  Вĕсен пуххине ҫитес вăхăтра йĕркелесе ярасси те планра пуррине ҫирĕплетсе каланă Чăваш Ен Пуҫлăхĕ Олег Николаев.    

     



07 июня 2021
09:52
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter