Чӑваш Ен вырӑнти производительсен таварĕсене вырнаҫтарассин географине анлӑлатать

Чӑваш Ен вырӑнти производительсен  таварĕсене вырнаҫтарассин географине анлӑлатать

 Чӑваш Республикин Пуҫлӑхӗ Олег Николаевпа "Магнит"  предприятийĕн генеральнăй директорӗ Ян Дюннинг Петербургри Пӗтӗм тӗнчери экономика форумӗнче  пĕр-пĕринпе килĕшсе ĕҫлесси пирки ĕҫ хутне алă пусса ҫирĕплетнĕ.

"Пирӗн республика, ытти регион пекех, сервис, таварсем ҫынсемшӗн тивӗҫлӗ пултӑр тесе тăрăшать. Хамăрăн регионăн таварĕсем ытларах пулсан, тата та аван. Чӑваш Ен экологи тӗлӗшӗнчен таса регион, пирӗн продукци паха та тутлă.   Пĕрле килĕшсе ĕҫлеме тĕллевсем пур", – палӑртнӑ Чӑваш Республикин Пуҫлӑхӗ Олег Николаев.

Килĕшӳ туни, предприятине Чӑваш Ен туса кӑларакансен таварсене кӳршӗллĕ регионсене те илсе ҫитерме май парĕ.

Тӗлпулура "Магнит" Чӑваш Енри сӗт, аш-какай тата ҫӑкӑр-тӑвар продукцийӗсемпе килӗштерсе ӗҫлессине анлӑлатни ҫинчен пӗлтернӗ. Сӑмахран, лавккасенче "Хлебокомбинат Петровский" ЗАО, "Етӗрне сӗт" ОАО, "Шупашкарти 2 №-лӗ ҫăкăр завочĕ" АО таварĕсем кулленех пулĕҫ. Ҫавӑн пекех «Магнит» "Букет Чувашии" продукцине кӳршĕллĕ регионсене илсе ҫитерет.

Ял хуҫалӑх таварне сутма супермаркетсенче фермер кӗтесӗсем тӑвас пуҫарăва Чӑваш Ен Пуҫлӑхӗ Олег Николаев пурнăҫа кĕртме витĕм кӳнĕ. Маларах вӑл ҫак темӑна вак суту-илӳ компанийӗсен Ассоциацийӗн Президиумӗн председателӗпе (АКОРТ) Сергей Беляковпа та сӳтсе явнă.

"Малашлӑхлӑ плансене пурнӑҫлани хавхалантарать.  Ĕҫсем калаҫса килĕшнĕ пекех пулса пыраҫҫĕ», -  тенĕ Олег Николаев. «Эпир малашне те пӗр-пӗринпе килӗштерсе ӗҫлеме майсем шырама хатӗр»  пĕтĕмлетнĕ калаҫăва вăл.

Фермер ятарлă вырăнĕсем (лавккисем) кӑҫал пуҫланса кайӗҫ. Регион территорийӗнче ҫӗнӗ формата хута яма хатӗрленӗ май ритейлер производительсемпе калаҫса татӑлнă - кӗҫех "Магнит" лавккасенче фермерсен паха таварĕсене те туянма пулать. Республикӑн Экономика аталанӑвӗн министерствипе пӗрле локаллӑ производительсене явӑҫтарас енӗпе,  лавккасем валли пахалӑхлӑ таварсем туса хатӗрлекен ӗҫ малалла пырать. Ҫавӑн пек ӗҫтешлӗх пӗчӗк предпринимательсене суту-илӳ калӑпӑшне ӳстерме тата производствӑна аталантарма пулӑшӗ.

«Чӑваш Енри вырӑнти таварҫӑсемпе ҫыхӑну тытӑмӗн ҫӗнӗ формисем пирки республика ертӳлĕхĕпе маларах сӳтсе явнӑ тата юлашки темиҫе уйӑх хушшинче хастарлӑн ӗҫленĕ. Ҫӗнӗ регионсене контрагентсем тухнисӗр пуҫне эпир регион лавккисенче "Фермер дворикӗсем" часах хута яни ҫинчен пӗлтерме хавас. Ҫак формата  пысăка хурса хакласса шанатпӑр», – палӑртнă "Магнит" сетьӗн тӗп директорӗ Ян Дюннинг.

Регион Ертӳҫи "Магнит" сетьӗн генеральнӑй директорне партнерлӑха аталантармалли тата тепӗр  ҫул-йĕр пӑхса тухма сӗннĕ.

"Хатӗр апат-ҫимӗҫпе усӑ курмалли пасар анлăлансах пырать. Чӑваш Ен пахча ҫимӗҫ продукцийӗ нумай туса кӑларать. Эпир ку направление ӳстерме тата вӗсене тирпейлеме хатӗр. Эпир ҫавӑн пек ӗҫтешсене шыратпӑр. Сирӗн компани аналог проекчӗсене те аталантарать. Пӗр-пӗринпе килӗштерсе ӗҫлени малашлӑхри тӗллевпе сӳтсе явма май парĕ", – тенĕ вӑл.



07 июня 2021
08:23
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter