Олег Николаев Чӑваш Республики Петербургра Пӗтӗм тӗнчери экономика форумне хутшӑннин ĕҫне пӗтӗмлетнĕ

Олег Николаев Чӑваш Республики Петербургра Пӗтӗм тӗнчери экономика форумне хутшӑннин ĕҫне пӗтӗмлетнĕ

 Паян Правительство ҫуртĕнче кашни эрнере иртекен планерка пулнă. Чăваш Республикин Пуҫлăхĕ Олег Николаев хăйĕн сăмахĕнче республикăн сумлă делегацийĕ Питĕрте Пĕтĕм тĕнчери экономика форумĕнче ĕҫлĕ ҫӳл ҫӳревре пулнине пĕлтернĕ.  Сăмах май, республика Правительстви тĕнчери чи паллă та пысăк организацисемпе килĕшсе ĕҫлемелли пирки ĕҫ хучĕсене алă пусса ҫирĕплетнĕ.

«Эпир программăна тухăҫлă пурнăҫларăмăр», тенĕ вăл сăмаха малалла тăснă май. «Кашни килĕшӳ – хăйне евĕр пысăк ĕҫ. Финанс организацийĕсемпе тачă ҫыхăнса ĕҫлемеллине палăртать.  Регионсемпе те ӳлĕмрен тухăҫлăрах ĕҫлĕпĕр, пĕр-пĕрин паха ĕҫ опычĕсене тĕпе хурса социаллă пурнăҫпа экономикăна аталантарма тăрăшăпăр», тенĕ Ертӳҫĕ сăмаха ҫавăрса.

Форумри килĕшӳсене пурнăҫа кĕртес тĕлĕшпе, республикăри ĕҫ тăвакан влаҫ органĕсене ятарлă план йышăнма хушнă вăл.  «Ҫулсен карттине» хатĕрлеме  те каланă Пуҫлăх.   

Петербургра Пĕтĕм тĕнчери экономика форумĕнче пулнă ĕҫсене малалла сарас тĕлĕшпе Чăваш Республикин Экономика министерствине Росконгресс фондпа  тачă ҫыхăнса ĕҫлеме, май пулсан килĕшӳ хутне алă пусса ҫирĕплетме каланă.  

«Росконгресс» фондпа тĕллевлĕ ĕҫлесе пыма тăрăшмалла,  пысăк мероприятисене йĕркелекенсем шутланаҫҫĕ вĕсем.  Регионăн пуҫаруллă проекчĕсене пурнăҫа кӳртессишĕн ĕҫлемеллине те уйрăммăн палăртса каланă республика Пуҫлăхĕ.

РФ субъекчĕсен инвестициллĕ илĕртӳлĕхĕ ҫинчен палăртакан Наци рейтингне тишкермелле.    Малашнехи плана сӳтсе явмалла, инвестици климатне лайăхлатассипе йышăнакан мерăсене пурнăҫа кĕртессишĕн ĕҫлемеллине тепĕр хут чĕнсе каланă республика Пуҫлăхĕ.  

Стратеги пуҫарăвĕсен Агенстви регионсен инвестици илĕртӳлĕхне ҫĕнĕлле хаклама тытăннă.  2021 ҫул  пĕтĕмлетĕвĕсем тăрăх, Чăваш Республики 13-мĕш вырăна тухнă. Кăтартусем самай лайăхланнă регионăн, пĕлтĕрхинчен пысăкрах.

«Хамăрăн начар енсене те аван пĕлетпĕр. Строительство енĕпе кăштах чăрмавсем пулкалаҫҫĕПроектсене туххăмрах пурнăҫа кĕртес тесессĕн, ĕҫсене вăраха тăсса яма юрамасть.  Пур ҫĕрте те ҫирĕп йĕрке пулмалла», – пĕтĕмлетнĕ сăмаха республика Пуҫлăхĕ.       

 



07 июня 2021
15:44
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter